Пӑтӑрмахсем
![]() fitnessclubs.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарта пурӑнакан пӗр хӗре пула фитнес-студире пушар тухнӑ. 22 ҫулти пике ятарласа сиен кӳмен-ха. Пӑтӑрмах ӑнсӑртран сиксе тухнӑ. Ҫунакан ҫуртана вӑл администратор стойки ҫинче хӑварнӑ. Фитнес-студире хӗр 2019 ҫулхи раштав уйӑхӗнче ӗҫленӗ. Ҫутнӑ ҫуртапа вӑл зал тӑрӑх утнӑ, сӳнтерменскере пластик стакана ярса администратор стойки ҫине лартса хӑварнӑ. Вут-ҫулӑм пурлӑхӑн пӗр пайне тӗп тунӑ, теприне сиенленӗ. Хӗре суд РФ Пуҫиле кодексӗн 168-мӗш статйипе айӑпланӑ. Пике айӑпа кӑштах йышӑннӑ май маларах тӑкака 250 пин тенкӗлӗх саплаштарнӑ-ха. Анчах суд тата фитнес-студи хуҫи унпах ҫырлахман. Пикене суд 6 пин тенкӗлӗх штрафланӑ, тӑкака туллин саплаштармалӑх тепӗр 350 пин тенкӗ тӳлеттерме йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |