Ӗнер, юпа уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, Шупашкарта инкек пулса иртнӗ. Чӑваш Ен прокуратуринче пӗлтернӗ тӑрӑх, рабочи тӑхӑр хутлӑ ҫурт ҫивиттинчен персе аннӑ. Инкек пирки пӗлнӗ хыҫҫӑн Шупашкарти Мускав районӗнчи прокуратурӑра тӗрӗслев пуҫарнӑ.
Надзор органӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Рабочисем Эльмен урамӗнчи 22-мӗш ҫурт ҫивиттине юсанӑ. Арҫынсенчен пӗри ҫурт тӑрринчен йӑтӑнса аннӑ. Йывӑр суранланнӑ арҫын ҫавӑнтах вилнӗ.
Инкек вырӑнне прокуратурӑра ӗҫлекенсем, РФ Следстви комитечӗн тӗпчевҫисем тата полицейскисем пырса ҫитнӗ.
Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, «Озон» тулли мар яваплӑ общество (вӑл — управляющи компани) уйрӑм усламҫӑпа килӗшӳ тунӑ. Уйрӑм усламҫӑн ҫурт ҫивиттине юсамалла пулнӑ. Ҫав ӗҫре тӑватӑ рабочи тимленӗ, вӗсенчен пӗри шар курнӑ.
Шупашкарта троллейбус водителӗ тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна РФ Административлӑ правонарушенисем ҫинчен калакан кодексӑн 12.24 статйин 2-мӗш пайӗпе айӑпласшӑн. Ку статья ҫул-йӗр правилисене пӑсакансене е транспорта тытса пынӑ чух ҫынсен сывлӑхне вӑтам сиен кӳрекенсене пырса тивет.
Аса илтерер: юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Шупашкарта «Пульница комплексӗ» чарӑнуран инҫех мар вырӑнта 1-мӗш маршрут троллейбусӗ ҫутӑ юпи ҫине пырса тӑрӑннӑччӗ. Пӑтӑрмах 14 сехет те 38 минутра пулнӑччӗ. Чӑваш Ен Сывлӑх сыхлав министерстви суранланнисен йышӗ 31 ҫынна ҫитнине пӗлтерчӗ ӗнер. Шар курнисенчен 10-шӗ – ачасем.
Инкек сӑлтавне прокуратура та тӗрӗслеме тытӑннӑ. Вӑл та тивӗҫлӗ мерӑсем йышӑнма пултарать.
Инкек ҫири кӗперен ҫывӑх тесе калаҫҫӗ. Ҫамрӑксен юн вӗри те, вӗсенчен хӑшӗсем нимрен те хӑрама пӗлмеҫҫӗ, хӑйсене кирлӗ-кирлӗ мар чухне шухӑ тытма юратаҫҫӗ.
Шупашкарта пурӑнакан 21 ҫулти каччӑ хӑйӗн водитель прави ҫуккине пӑхмасӑрах «Жигули» рулӗ умне кӗрсе ларнӑ. Пӗччен пуҫтахлансан юрӗччӗ, пӗрле тусӗ те пулнӑ.
Ҫул пӑрӑнчӑкӗсенчен пӗринче машинӑна ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем чарма тӑнӑ. Ҫавна сиссен руль умӗнчи каччӑ малалла «шӑлтарнӑ». Тепӗр ҫул пӑрӑнчӑкӗнче вӑл «Приора» машинӑна пырса ҫапӑннӑ.
Инкекре 21-ри каччӑ кӑшт кӑна суранланнӑ. «Приорӑн» 23-ри водителӗ аванах аманнӑ, «Жигулинчи» 18 ҫулти пассажир вара вилмеллех шар курнӑ. Ҫапла вара пуҫтахлӑх ҫын вилӗмӗпе вӗҫленнӗ.
Ӗнер Шупашкарта «Пульница комплексӗ» чарӑнуран инҫех мар 1-мӗш маршрутпа ҫӳрекен троллейбус ҫутӑ юпи ҫине пырса тӑрӑнни пирки хыпарланӑччӗ. Аса илтерер: пӑтӑрмах 14 сехет те 38 минутра пулнӑ. Троллейбусра ун чухне 40-50 ҫын пынӑ.
Ӗнер ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви 26 ҫын аманни пирки пӗлтернӗччӗ. Паян суранланнисен йышӗ 31 ҫынна ҫитнӗ. Вӗсенчен 10-шӗ – ачасем.
«Пилӗк аслӑ ӳсӗмри ҫынна тата ҫул ҫитмен 1 ҫынна пульницӑна вырттарнӑ 16 ҫынна тата 9 ачана амбулатори мелӗпе сиплеҫҫӗ», - ҫапла пӗлтернӗ ведомство пресс-служби.
Паян, юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, 14 сехет те 38 минутра Шупашкарти ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнче троллейбус ҫутӑ юпи ҫине пырса тӑрӑннӑ. 1-мӗш маршрутпа ҫӳрекен троллейбус «Шупашкар» суту-илӳ центрӗ еннелле пынӑ, «Больница комплексӗ» чарӑнуран инҫех мар ҫутӑ юпи ҫине пырса кӗнӗ.
Авари вӑхӑтӗнче троллейбусра 50-50 ҫын пулнӑ. 15 сехет те 36 минут тӗлне ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, 19 ҫын аманнӑ, ҫав шутра – 7 ача. Тепӗртакран, 16 сехет те 12 минут тӗлне, аманнисен йышӗ 25-е ҫитнӗ, вӗсенчен 7-шӗ – ачасем. Вӗсене пурне те пульницӑна тӗрӗслеме илсе ҫитернӗ. Тепӗр ҫур сехетрен аманнисен йышӗ хушӑннӑ: 26 ҫын.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, руль умӗнче 1997 ҫулта ҫуралнӑ водитель пулнӑ. Халӗ авари сӑлтавне уҫӑмлатаҫҫӗ.
Шупашкар хулинче ӗнер упа чупса ҫӳренӗ. Малтан ӑна Соляной проездра асӑрханӑ, кайран вӑл ытти ҫӗре ҫитнӗ.
«Ҫыхӑнура» форумра пӗлтернӗ тӑрӑх, специалистсем ӑна ҫывӑратса ямалли укол тунӑ. Ӑна Хевеш урамӗнче асӑрханӑ. Упана тытма Чӑваш Енӗн Ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерствин специалисчӗсем тата полицейскисен темиҫе экипажӗ хутшӑннӑ.
Шупашкарта упа чупнине ӗнер, юпа уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, каҫхине асӑрханӑ. Ӑна Соляной проездра, Мир проспектӗнче, Кабель проездӗнче курнӑ.
МИХсенчен пӗри шапито-цирк промоакцийӗ пуль тесе пӗлтернӗ иккен. Анчах ку хыпар тӳрре тухман.
Упана специалистсем ҫӗрӗпе шыранӑ. Ӑна ир енне ҫеҫ тупнӑ. Вӑл Хевеш урамӗнче пулнӑ.
Упа — ҫулталӑкра. Вӑл Мари Элтан, унти сунарҫӑсенчен тарнӑ пулӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ӑна вӑрмана кайса ярасшӑн.
Йытта тӑватӑ ураллӑ тус тесе усракансенчен хӑшӗсем ҫак чӗрчуна ҫынран та ытларах юратаҫҫӗ-ши?
Ҫӗркаҫ, тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче ҫырнӑ тӑрӑх, Кӳкеҫре пурӑнакан Андрей Максимов ятлӑ ҫамрӑка йытӑ тапӑннӑ.
Каччӑ Первомайски урампа пынӑ. «Гавань» лавкка тӗлне ҫитсен вӑл йытӑпа утакан арҫынна тӗл пулнӑ. Ҫав вӑхӑтра каччӑ ҫине овчарка сикме пуҫланӑ. Кӗҫех ҫыртса та илнӗ. Йытӑ хуҫи ним те тӑвайман. Сӑмсалӑх тӑхӑнтартмалла тенине вӑл хӑлхана чикмен. Шар курнӑ каччӑ ҫырнӑ тӑрӑх, арҫын Советски урамӗнчи 65-мӗш ҫуртра пурӑнать. Вӑл унӑн ятне те пӗлет.
Поста сӳтсе явма хутшӑннисенчен пӗри йытӑ хуҫин хушаматнех асӑннӑ. Каччӑна тухтӑр патне кайса урнӑ чиртен укол тутарма тата йӗрке хуралҫисене заявлени ҫырса пама сӗнекенсем те тупӑннӑ. Хӑшӗсем ӗнентернӗ тӑрӑх, ҫавӑн йышши унчченхи пӑтӑрмах пирки полицейскисене пӗлтернӗ, анчах усси пулман.
Шупашкарта пӗри йытта уҫӑлтарса ҫӳремелли хӑйне май меслет тупнӑ. Ҫавна курни видео ӳкерсе илнӗ, ӑна МИХсенчен пӗрне ярса панӑ.
Йытӑ уҫӑлтарма илсе тухнӑ хӗрарӑм тӑватӑ ураллӑ тусӗпе юнашар утман. Хӑй вӑл машина рулӗ умӗнче пулнӑ. Йытта машина ҫумне кӑкарнӑ те лешӗн автомобильтен юлмасӑр чупма тивнӗ. Машина маларах хуллен кайнӑ, унтан вӑл хӑвӑртлӑха ӳстернӗ.
Йытта шеллекен ҫын хӗрарӑм-водителе: «Эсир ӑслах-и?» — тесе ыйтнӑ тӳсеймесӗр. Лешӗ хӑнк та туман темелле. «Гринпис-и?» — касса татнӑ вӑл ним пулман пек. Унтан хӗрарӑм-водитель хӑйне видео ӳкерме юрамасть тесе кӑмӑлсӑрланма пуҫланӑ.
«Гринпис», сӑмах май, — экологие хӳтӗлессипе ӗҫлекен пӗтӗм тӗнчери организаци. Вӑл ҫутҫанталӑкшӑн тӑрӑшать.
Юпа уйӑхӗн 8-мӗш ирхине Ҫӗмӗрле районӗнчи йӗрке хуралҫисене пӗр ватӑн килӗнчи пурлӑх ҫухални пирки систернӗ. 83 ҫулти старик шыв насусӗр юлнӑ. Вӑл унпа ҫӑлтан шыв уҫласа пурӑннӑ.
Старик ирхи пиллӗк сехетре йытӑ вӗрнӗ сасӑпа вӑраннӑ. Кил хушшине тухсан ют ҫын йӗрӗсене асӑрханӑ. Ҫав йӗр ҫӑл патне кайнӑ. Шыв помпи унта пулнӑ та.
Япала ҫухалнӑ киле Ҫӗмӗрлери шалти ӗҫсен пайӗнче кинологра ӗҫлекен Степан Богомазов полици лейтенанчӗ ӗҫри Мухтар йыттипе персе ҫитнӗ. Овчарка 37 ҫулти арҫын пурӑнакан кил енне ертсе кайнӑ. Судпа унччен темиҫе хут та айӑпланнӑ арҫын вӑрланӑ компрессора сутса ярса эрех туянма та ӗлкӗрнӗ. Халӗ пакунлисем арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарасси пирки шухӑшлаҫҫӗ. Ку ыйту ҫывӑх вӑхӑтра татӑлмалла.
Ӗнер, юпа уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, «Шупашкар – Ҫӗнӗ Шупашкар» маршрутпа ҫӳрекен 234-мӗш маршруткӑран хӗрарӑм тухса ӳкнӗ. Ирхине 7 сехет ҫурӑра транспорт Шупашкарти Гагарин урамӗнче пынӑ, «Патрис Лумумба урамӗ» чарӑнуран тапранса кайнӑ.
Маршрутка пынӑ вӑхтра ӑнсӑртран алӑк уҫӑлса кайнӑ. Салонри 37 ҫулти хӗрарӑм ҫул ҫине тухса ӳкнӗ.
ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрарӑмӑн пуҫӗ аманнӑ, пуҫ мими чӗтреннӗ. Ӑна пульницӑра пулӑшу панӑ хыҫҫӑн киле янӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Рамстедт Густав Ион, паллӑ финн чӗлхеҫи, алтай чӗлхе верентӗвӗн никӗсне хываканӗсенчен пӗри вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |