Шупашкар хӗрарӑмӗсем ют ҫынсен банк карттипе усӑ курнӑ. Ҫавӑншӑн вӗсене йӗрке хуралҫисем явап тыттарасшӑн.
Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрарӑмсем хӑйсем тупнӑ ют карттӑпа суту-илӳ точкисенче усӑ курнӑ.
Шупашкарта пурӑнакар 24-ри хӗрарӑм 18 ҫулти каччӑн карттине тупнӑ. Хуҫи кулянать пуль, ӑна шыраса тупса карттӑна парасчӗ темен вӑл. Ют ҫыннӑн банк карттипе лавккана вӗҫтернӗ. Унта 2 пине яхӑн тенкӗлӗх тавар туяннӑ та каччӑн укҫипе тӳленӗ. 34 ҫулти хӗрарӑм та ют ҫыннӑн банк карттипе усӑ курнӑ. Унччен судпа айӑпланнӑскер 53 ҫулти Шупашкар арҫыннин карттипе лавккасенче 8 пине яхӑн тенкӗлӗх тӗрлӗ тавар илнӗ.
Ют ҫыннӑн банк карттисемпе хуҫаланнӑскерсен тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫсем пуҫарнӑ.
Шурашкарта пурӑнакан 28 ҫулти мотоциклист хапха алӑкне пырса ҫапӑннӑ. «Сузуки» мотоцикл рулӗ умне ларнӑ чух ҫамрӑк арҫын мотошлем тӑхӑнман.
Чӑваш Ен Шалти ӗҫсен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, инкек ӗнер, авӑн уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, 17 сехет те 35 минутра пулнӑ. Мотоциклист Атӑлӑн Шупашкарти Мускав районӗнчи ҫыранӗнче вырнаҫнӑ яхтӑсен клубӗ патӗнчен иртнӗ. Малтан вӑл 24-ри Шупашкар хӗрӗ ҫине пырса кӗнӗ. Унтан мотоцикл ҫултан пӑрӑнса кайса хапха алӑкне пырса ҫапӑннӑ. Сурана пула мотоциклист та, унӑн пассажирӗ те (Мари Элти 26-ри хӗрарӑм) вырӑнтах вилнӗ. Сӑмах май, пассажир та мотошлем тӑхӑнман. Инкеке лекнӗ ҫуран ҫӳрекен ҫав териех аманман. Унӑн сывлӑхӗ аптӑрамасть тесе ӗнентернӗ тухтӑрсем.
Карас телефонӗ сутанҫи пулса укҫа вӑрланӑ ҫынна тытса чарнӑ.
Шупашкар ҫынни смартфон туянас тенӗ. Ӑна вӑл тӗнче тетелӗнчи пӗлтерӳ тӑрӑх суйланӑ. Сутуҫи тавара он-лайн меслетпе тӳлемелли каҫӑ ярса панӑ. Шупашкар ҫынни итлесе ҫав каҫӑпа иртнӗ. Ҫав самантра унӑн шучӗ ҫинчи 10 пин тенкӗ ытла илӗннӗ.
Улталаннӑ ҫын йӗрке хуралҫисенчен пулӑшу ыйтнӑ. Шалти ӗҫсен министерствин уголовлӑ шырав управленийӗн. ӗҫченӗсем ултавҫа тупса палӑртнӑ. Вӑл этем — Мускавра пурӑнакан 21 ҫулти каччӑ иккен. Вӑл унччен судпа айӑпланнӑскер пулнӑ. Наркотик енӗпе преступлени тунӑшӑн. Ҫамрӑка Шупашкарти йӗрке хуралҫисем ҫӗршывӑн тӗп хулине командировкӑна кайсан тытса чарнӑ.
Ҫамрӑк ҫын улталанине йышӑннӑ, парӑма саплаштарма пулнӑ. Халӗ ҫав ҫамрӑк ыттисене те маларах улталаман-ши тесе тӗрӗслеҫҫӗ.
Шупашкарта ют ҫӗршывра туса кӑларнӑ хӗрлӗ тӗслӗ машина пуҫтахланнӑ. Вӑл ҫуран ҫӳрекенсем ҫул ҫинче ларнине кура хастарсем ҫынсем машинӑна урӑх ҫӗре куҫарма сӗннӗ. Автомобиль хуҫи итлеме мар, ҫуран ҫӳрекенсен ҫулӗпе сӗмсӗррӗн кайнӑ. Машинӑна чарма хӑтланнӑ хастара капот ҫинче «ярӑнтарнӑ».
Автомобиль хуҫи вырӑна ҫул-йӗр инспекторӗсем пырса ҫитсен те лӑпланман. Хӑйне чараканпа ятлаҫнӑ, инспекторсене прокуратурӑра ӗҫлетӗп тесе хӑратнӑ.
Пуҫтах ҫинчен ӳкернӗ сюжета «Рен.ТВ» телеканал «Экстренный вызов» кӑларӑмра кӑтартнӑ.
«ProГОРОД» кӑларӑм прокуратурӑпа ҫыхӑннӑ та, унтисем пуҫтах водитель надзор органӗнче ӗҫлеменнине ӗнентернӗ. Ҫуран ҫӳрекенсене ҫын вырӑнне хуман водитель Шупашкар районӗнчен-мӗн.
Шупашкар хулин Депутатсен пухӑвӗн депутачӗ (РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче ҫав ҫыннӑн ячӗпе хушматне те кӑтартнӑ-ха. Суд приговорӗ пулман та, ята кӑтартни кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен илемлех мар тесе эпир ҫапах та асӑнмӑпӑр) тӗлӗшпе пуҫиле тепӗр икӗ ӗҫ пуҫарнӑ.
Депутат «Победа» строительство фирмин ертӳҫи пулнӑ чухне укҫана айккинелле ӑсатнӑ тата ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Тӗпчевҫӗсем патне материалсене Шупашкар хулин Калинин районӗнчи прокуратури, Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин Чӑваш Енри управленийӗ тата ШӖМӗн Шупашкарти управленийӗ ҫитернӗ.
Экс-пуҫлӑх предприятин ҫӗрне сутнӑҫи тунӑ. Ӑна вӑл хӑйне пӑхӑнакан организаци ҫине куҫарнӑ.
Ҫак ҫын тӗлӗшпе маларах та пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ун чухне — улталанӑ тесе. Халӗ мӗнпур ӗҫе пӗр ҫӗре пӗрлештернӗ, тӗпчев малалла пырать.
Ӗнер, авӑн уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, А-151 автоҫулӑн 31-мӗш ҫухрӑмӗнче виҫӗ машина ҫапӑннӑ. Салонри ҫичӗ пассажир шар курнӑ. Тухтӑрсем палӑртнӑ тӑрӑх, вӗсен пуҫ мими чӗтреннӗ, сурансем пур. «Маздӑри» — икӗ аслӑ ӑрури ҫын тата ача шар курнӑ, «Лада Калинӑн» водителӗ тата виҫӗ пассажирӗ аманнӑ.
Авари Канаш районӗнчи Энтриял ялӗ ҫывӑхӗнче пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Лада Калина» хӑрушсӑрлӑх дистанцине пӑхӑнман, «Киа Рио» машинӑпа ҫапӑннӑ. Унтан «Лада» транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫинелле тухса кайнӑ та «Маздӑпа» ҫапӑннӑ.
Чӑваш Енре дача хыҫҫӑн дача кӗлленет. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа пирӗн республикӑра сад юлташлӑхӗсенчи 42 ҫурт ҫунса кайнӑ. Раҫҫейӗн Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, вут-ҫулӑм алхасма тытӑннин тӗп сӑлтавӗ чылай чухне — типӗ курӑк е ҫӳп-ҫап ҫунтарнӑ чухне асӑрханманни. 42 дача ҫуннине пула вӗсен хуҫисем 5 миллиона яхӑн тенкӗлӗх тӑкак тӳснӗ.
Вут-ҫулӑмпа кӗрешекенсем пахчана типӗ курӑкран, тӑкӑннӑ ҫулҫӑсенчен, хӑвӑрт хыпса илекен ытти каяшран вӑхӑтра тасатса тӑма сӗнеҫҫӗ. Хуралтӑсен ҫывӑхӗнче кӑвайт чӗртмелле мар. Йӑлари каяша ҫунман материалтан хатӗрленӗ ятарлӑ контейнерта упрамалла тата вӑхӑтра турттарса каймалла.
Япӑх электропӑралук та инкек кӑтартать. Мӑрьене те хӑрӑмран тасатсах тӑмалла.
Шупашкарта пурӑнакан ҫамрӑк арҫын пӗлӗш хӗрне тавӑрас тесе унӑн сӑнӳкерчӗкне тӗнче тетелӗнчи сайтсенчен пӗринче вырнаҫтарнӑ. Калӑн, сӑнӳкерчӗк. Анчах вӑл интимлӑскер пулнӑ. Ун пек сӑнӳкерчӗке хӗр каччӑна иккӗшӗ туслӑ чухне, халӑх ушкӑнӗсенчен пӗри ҫыру ҫӳретнӗ май, ярса панӑ. Кайран икӗ чун тем пайлайман. Хирӗҫсе кайнӑ. Хӗре тавӑрас тесе 29-ти арҫын унӑн хайхи сӑнӳкерчӗкне тӗнче тетелне кӑларса лартнӑ.
Уйрӑм ҫыннӑн пурнӑҫне ҫын ҫине кӑларма юрамасть. Кутӑнла хӑтлансан явап тыттарӗҫ. Ҫавна РФ Пуҫиле кодексӗнче пӑхса хӑварнӑ. Сӑмах май, тӗпчевҫӗсем Шупашкарти ҫамрӑк арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ та. Арҫына 200 пин тенкӗ таран штрафлама, 360-а яхӑн сехет таран ӗҫлеттерме, ҫулталӑк таран ӗҫлеттерсе юсантарма е тата 2 ҫуллӑха хупма ирӗк парать саккун.
Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫри лицея хурласа тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче, «Кугеси.рф /// Общественный совет» (чӑв. Кӳкеҫ.рф /// Халӑх канашӗ) ятлинче, ҫыракансем унччен те тупӑннӑччӗ. Ятне пытарма ыйтнӑ ҫын столовӑйӗнчи апат пахалӑхӗ начарри, лицея вӗренме вырнаҫма йывӑрри, шкул ертӳҫисем ыйтӑва татма васкаманни пирки ӗнентернӗччӗ.
Паян вара тата тепӗр ҫын тӗлӗнмелле хыпар пӗлтернӗ. Унта сӑнӳкерчӗксем те вырнаҫтарнӑ. Унта столовӑйӗнче ачасене кӑвакарнӑ ҫӑкӑр панине хыпарланӑ.
Поста вуланисенчен пӗри Роспотребнадзорӑн республикӑри управленине тата Ачасен правине хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен уполномоченнӑя евитлеме сӗннӗ. Хӑшӗсем вара никама та, ниме те, тӗрӗсрех каласан, асӑннӑ лицейра йӗрке пуласса ӗненменни сисӗнет.
Шупашкарта пурӑнакан 18 ҫулти студента суд ҫирӗп режимлӑ колоние 7 ҫул та 1 уйӑхлӑха ӑсатма йышӑннӑ. Хайхискер хӑй пурӑнакан ҫуртӑн подъездӗнче выртса тӑракан килсӗр-ҫуртсӑр ҫынна хӗненӗ. Кунсӑр пуҫне студент унччен те судпа айӑпланнӑ-мӗн.
Следстви тата суд пӗлтернӗ тӑрӑх, ку 2018 ҫулхи раштав уйӑхӗн 15-мӗшӗнче ҫӗрле пулнӑ. Каччӑ ҫав каҫ ҫапкаланчӑка вӑйлах хӗненӗ. Ирхине лешӗ тӑнсӑр выртнине пӗр хӗрарӑм асӑрханӑ, вӑлах васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Килсӗр-ҫуртсӑр ҫын пульницӑра та тӑна кӗмен, кӑҫал ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче вилнӗ.
Суд приговорӗ вӑя кӗмен-ха.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Рамстедт Густав Ион, паллӑ финн чӗлхеҫи, алтай чӗлхе верентӗвӗн никӗсне хываканӗсенчен пӗри вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |