Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ырӑ тус укҫаран хаклӑрах.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Раҫҫейре: Дон ҫинчи Ростовра килсӗр йытӑсем машинӑна ҫурса тӑкнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 14.09.2021 01:37 | 1215 хут пӑхнӑ
Раҫҫейре
Ҫурса тӑкнӑ машина. Подслушано в Ростове-на-Дону ушкӑнра вырнаҫтарнӑ сӑн
Ҫурса тӑкнӑ машина. Подслушано в Ростове-на-Дону ушкӑнра вырнаҫтарнӑ сӑн

Килсӗр-ҫуртсӑр йытӑсен ушкӑнӗ кушака тытма хӑтланса иномаркӑна ҫӗмӗрсе тӑкнӑ. Хулара пулса иртнӗ пӑтӑрмах пирки «Контактри» «Подслушано в Ростове-на-Дону» (чӑв. Дон ҫинчи Ростовра курни-илтни) ушкӑнра пӗлтернӗ.

«Звездный» (чӑв. Ҫӑлтӑрлӑ) ҫурт комплексӗнче вырнаҫнӑ Пултарулӑх урамӗнчи 7-мӗш ҫуртра хаяр килсӗр йытӑсем кушака туртса ҫурас тенӗ. Мӗскӗн чӗрчун тӑратса хӑварнӑ «Ситроенӑн» мотор уйрӑмне пытанса ларма май тупнӑ, анчах та йытӑсем ун патне ҫитес тесе машинӑна ҫӗмӗрмех пуҫланӑ.

Йытӑсем бамперпа капота кӑшланӑ, пралуксене тӑпӑлтарнӑ, тусанран хӳтӗлекен пайсене ҫурса тӑкнӑ. Хӑраса ӳкнӗ кушак ирчченех машина айӗнче ларнӑ, капот уҫӑлсан тин, тӗрӗс-тӗкелскер, унтан сиксе тухнӑ, ҫав вӑхӑтрах, ирхине хӑйӗн «Ситроенне» йӑлт ҫӗмӗрсе тӑкнине асӑрханӑ Ростов хӗрарӑмӑн машинӑна хаклӑ юсав тума тивӗ.

#Дон ҫинчи Ростов, #Раҫҫейре, #пӑтӑрмахсем, #кушаксем, #йытӑсем

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-62371937_2149284
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

2021.09.14 01:43
Аçтахар Плотников
Корпус валли куҫартӑм, ҫавна май тексчӗ вырӑнӗ-вырӑнӗпе ытлах чӑвашла мар пулса тухнӑшӑн тӳрех каҫару ыйтап (корпус валли тӑвас тесе пуплевӗшсене сыхласа хӑварма тиврӗ).

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем