Пирӗн республикӑра споросменсем допинг правилисене пӑсма пултарнипе ҫыхӑннӑ ӗҫ-хӗле тӗпчекен комисси туса хунӑ. Ҫакӑн пирки эпир Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнчи йышӑнуран пӗлтӗмӗр.
Чӑваш Республикин спортсменӗсем тата вӗсен персоналӗ 2017 ҫулта допинг правилисене пӑсма май пама пултарнӑ условисене тӗпчекен никама пӑхӑнман (Иван Моторин премьер-министр хушӑвӗнче ҫапла каланӑ) ӗҫлӗ ушкӑн йӗркелесси ҫинчен калакан документа ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.
Чӑваш Енре допинг правилисене пӑснине тупса палӑртнӑ хыпар Раҫҫей МИХӗсенче ҫӗртме уйӑхӗнче _/news/22473.html|сарӑлнӑччӗ__. Ҫавӑн хыҫҫӑнах пирӗн республикӑна ҫӗршыври экспертсен сумлӑ ушкӑнӗ тӗрӗслевпе килсе ҫитнӗччӗ.
Шупашкарта пурӑнакан виҫӗ хӗрарӑм Йӑлӑма кӑмпа патне кайса ҫӗтсе кайнӑ. Малтан вӗсем ҫырла уҫланкине асӑрханӑ, унтан кӑмпа татнӑ. Киле кайма пуҫтарӑнсан ниҫта кайма аптӑраса кайнӑ. Ҫул ҫухатнине ӑнлансан вӗсенчен пӗри «112» номерпе шӑнкӑравланӑ.
Инкек пирки ҫӑлавҫӑсем ЧР Шалти ӗҫсен министерствин полицин Сосновкӑри пунктне пӗлтернӗ. Япӑх хыпара илтсен полицин участокри уполномоченнӑйӗ Сергей Ильин вӑрмана ҫул тытнӑ.
Ҫӗтсе кайнӑ кӑмпаҫӑсене вӑл 3 сехет ытла шыранӑ. Хӗрарӑмсем Октябрьски поселок патӗнчен кӗрсе кайнӑ иккен. Хӗрарӑмсем ҫав вырӑнтан 40 километрта пулнӑ. Пакунлӑ ҫын кӑмпаҫӑсене ҫине тӑрса шырани усса кайнӑ — ҫӗтсе кайнӑскерсене каҫ пуличчен асӑрхама пултарнӑ.
Пӗрремӗш пӗлӗвӗпе Сергей Ильин, сӑмах май, – вӑрман мастерӗ.
Ҫурла уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Шупашкарта пӗр арҫын машина чӳречисене ватнӑ. Ун пирки йӗрке хуралҫисене телефонпа шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. Пӑтӑрмах Шупашкарти Чернышевский урамӗнчи 18-мӗш ҫурт картишӗнче сиксе тухнӑ.
Пӑтӑрмах вырӑнне полицейскисем всскаса ҫитнӗ. Чӳречесене ватакан ҫынна та вӗсем тупса палӑртнӑ. Вӑл ӳсӗр пулнӑ. Тутарстанри 21 ҫулти каччӑ вӑрланӑшӑн унччен судпа айӑпланнӑскер иккен. Шупашкара вӑл паллаканӗсем хӑнана килнӗ. Эрех ӗҫнӗ хыҫҫӑн баллон уҫҫи илсе урама тухнӑ. Унта вӑл малтан «ВАЗ-2110», кайран «ВАЗ-2109» машинӑсене ватнӑ. «Тӑххӑрмӗшӗнчен» куртка вӑрланӑ, машинӑна чӗртме хӑтланнӑ. Кайран вӑл «Toyota Rav 4» кроссовера ватма тытӑннӑ. Сасса илтсе автомобиль хуҫи сиксе тухнӑ, каччӑ вырӑнтан тапса сикнӗ.
Ҫӗмӗрлере пурӑнакан 34 ҫулти хӗрарӑм тин ҫуралнӑ ачине вӗлернӗшӗн явап тытнӑ. Суд ӑна тӗрмене хупмасӑр 2 ҫуллӑха айӑплама йышӑннӑ.
Следстви тата суд палӑртнӑ тӑрӑх, кӑҫал ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче ҫак хӗрарӑм килти мунчара ача ҫуратнӑ. Унтан вӑл пӗчӗк ачана полиэтилен хутаҫа чикнӗ, шыв юхса пухӑнакан вырӑнта пытарнӑ. Пепке сывлӑш ҫитменнипе вилнӗ.
Кайран хӗрарӑм хӑйне япӑх туйнӑ, вӑл пульницӑна пулӑшу ыйтма ҫитнӗ. Унти тухтӑрсем вӑл тин кӑна ҫӑмӑлланнӑ хӗрарӑм пулнине асӑрханӑ та кун пирки полицие пӗлтернӗ.
Чӑваш Енри пӗр хӗрарӑм упӑшки пулнӑ арҫына хӑратас тесе алимент шыраса илес тенӗ. Ҫав хут кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗнче Ҫӗмӗрле тата Пӑрачкав районӗсенче, ҫавӑн пекех Ҫӗмӗрле хулинче ӗҫлекен суд приставӗсем патне ҫитсе выртнӑ.
Хӗрарӑм пӗлтернӗ тӑрӑх, 37 ҫулти арҫын — калама ҫук явапсӑр. Хӑй вахтӑпа ӗҫлеме ҫӳрет пулин те 7-ри ачине укҫа-тенкӗпе пулӑшмасть. Арҫын ӑҫта ӗҫленине пӗлменнине ӗнентернӗ хӗрарӑм.
Явапсӑрскерне суд приставӗсем (ара, арӑмӗ каланӑ тӑрӑх ҫапла пулса тухнӑ-ҫке) шырама пуҫланӑ. Арҫын килӗнчех, унта унчченхи арӑмӗпе пурӑнать сӑмах суд приставӗсен хӑлхине кӗнӗ. Вӗсем тӗрӗслеме кайнӑ. Алӑка уҫнӑ хӗрарӑм курман-илтмен тесе тунма пӑхнӑ-ха. Анчах приставсем ӗненмен. Чӑн та, арҫын килтех пулнӑ. Шкапра пытанса ларнӑ. Хӗрарӑм хистенипе кӗрсе ларнӑ иккен.
Алимент парӑмне пухса янӑ арҫынна приставсем тытса кайнӑ. Суд хайхине 10 талӑка хупма йышӑннӑ.
Упӑшка пулнӑ этеме пуҫиле ӗҫ пуҫарса явап тыттарассине илтсен хӗрарӑм алимент шыраса илмелли хута каялла илнӗ. Уйрӑлнӑ мӑшӑрӗпе иккӗш шӑкӑл-шӑкӑл пурӑннине пӗлтернӗ, малашлӑх планӗсемпе паллаштарнӑ. Упӑшка пулнӑскере хӑратас тесе ҫеҫ алимент шыраса илме йышӑннине каласа кӑтартнӑ.
Утӑ уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Елчӗк районӗнчи Аслӑ Таяпа ялӗнчи пӗвере арҫын путса вилнӗ. Ҫӑлавҫӑсем патне кун пирки 12 сехет 5 минутра хыпар ҫитнӗ. Вырӑна Шупашкарти водолазсем ҫитнӗ.
Малтанах ҫынсем 66 ҫулти арҫын ӑҫтарах путнине калайман. Пӗри арҫынна юлашки хутчен хӑш вырӑнта курнине асӑрхаса ӗлкӗрнӗ. Водолазсем унӑн виллине 10 минутран тупнӑ.
Хайхискерсем ҫак вырӑнта Ҫарпа тинӗс флочӗн кунне паллӑ тума хатӗрленнӗ-мӗн. 66-рискер пӗвене кӗрсе ишсе кайнӑ та тек курӑнман. Халӗ кун тӗлӗшпе тӗрӗслев иртет.
Астӑвӑр: юраман вырӑнта шыва кӗме юрамасть, ҫыранран айккине ишсе каймалла мар.
«Ача-пӑча ту хӑвна савӑнма, умна саппун ҫак куҫҫульна шӑлма». Ҫапла йӗркесем пур пӗр юрӑра. Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн Алексей Ладыков ывӑлӗ Олег пӗрре ҫеҫ мар пӑтӑрмаха ҫакланчӗ. Иртнӗ эрнере вӑл «Ауди» машинӑпа Муркаш районӗпе пынӑ чух УАЗа пырса ҫапӑннӑ. Водительпе пассажир аманнӑ. Каччӑна вӑхӑтлӑха хупнине Чӑваш халӑхӗ сайчӗ маларах пӗлтерчӗ-ха.
Паян хула администрацийӗнче иртнӗ планеркӑра журналистсенчен пӗри Алексей Ладыкова ҫул-йӗр ҫинчи инкеке хаклама ыйтнӑ. Тӳрех палӑртар: Алексей Ладыков, ытти хӑш-пӗр пуҫлӑхпа танлаштарсан, яланах тӳррӗн хуравлать. Хальхинче те ҫаплах пулнӑ. «Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗнче эпӗ — вӑхӑтлӑх, анчах хам ывӑлшӑн яланах ашшӗ пулса юлӑп», — тенӗ вӑл. Хӑш чух хӑйне Тарас Бульба пек тытас килнине те пытарман. «Телейсӗр кашни ҫемье хӑйне май телейсӗр», — тенӗ вӑл унтан. Ҫул-йӗр ҫинчи инкекре кирек кам та: хӑй, хӑйӗн кӗҫӗн ачисем, амӑшӗ — шар курма пултарнине, инкекшӗн яваплине тӳрре кӑлараймассине палӑртнӑ.
Чулхула тӑрӑхӗнчи пакунлисем преступлени тунӑ тесе шутланипе икӗ ҫынна тытса чарнӑ. Пӗрне, аслӑраххине, — Совет районӗнче. Теприне, вунӑ ҫул кӗҫӗнреххине, — Дзержинскра.
Пакунлисенчен тарса ҫӳренӗ арҫынсем Киров облаҫӗнче ҫуралнӑ тесе пӗлтернӗ маларах Чӑваш халӑх сайтӗнче.
Таркӑнсем ҫынна вӗлернӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Усал ӗҫе Чӑваш Республикинче тунӑ.
Тарса ҫӳрекен икӗ арҫынна Чӑваш Республикин Шалти ӗҫсен министерстви шыранӑ. Киров тӑрӑхӗнче ҫуралнӑ арҫынсем Чулхула тӑрӑхне ҫитнӗ. Унта чарӑннӑ. Иккӗш икӗ ҫӗрте ҫӳренӗ. Ҫавах вӗсем пакунлисен аллине ҫакланнӑ. 1982 ҫулта ҫурални те, унран кӗҫӗнрех тусӗ те. Вӗсене ҫӗркаҫ тытса чарнӑ. Таркӑнсене Чӑваш Республикинчи йӗрке хуралҫисен аллине панӑ.
Хусанта пурӑнакан арҫынпа хӗрарӑм ачана ҫул хӗрринче хӑварнӑ. Ҫулталӑкри хӗрачана. Хӑйсен хӗрне. Ҫӗрле. Пӗччен.
Ҫав кун мӑшӑр хирӗҫнӗ. Ҫул хӗрринче. Ҫынсем ҫӳремен вырӑнта. Хытах вӑрҫӑннӑ. Уйрӑлма шут тытнӑ арҫынпа хӗрарӑмӑн калаҫу сыпӑнман. Хӗрарӑм упӑшкин машининчен тухнӑ. Тарӑхса алӑка хупнӑ. Унпа ҫулталӑкри хӗрӗ пулнӑ. Хӗрарӑм хӑйӗн машинине ларнӑ. Ларнӑ та вӗҫтернӗ. Пӗччен. Ачана пӑрахса хӑварса.
Тӗттӗмре ҫул хӗрринче пӗччен ларакан ачана таксист асӑрханӑ. Салонти хӗрарӑм-пассажир васкавлӑ службӑсене часрах чӗннӗ. Васкавлӑ пулӑшу машини, йӗрке хуралҫисем ҫитнӗ. Кайран — ачан ашшӗпе амӑшӗ. Вӗсене 500-шер тенкӗлӗх штрафлама пулать тесе ӑнлантарнӑ журналистсене право хуралӗнче ӗҫлекен ҫын.
Ҫухалнӑ хӗре хваттер хуҫисем чӑматанта тупнӑ. Хӗр телефона тытманран шырама пуҫланӑ. Пике ҫын хваттерне Мускавра тара илсе пурӑннӑ.
Хӗрпе ҫыхӑнма май килмен. Хваттер хуҫисем ӑна шыраса хваттере пынӑ. Хӗр виллине унти чӑматанта асӑрханӑ вӗсем.
Пырьев урамӗнче виле тупнине тӗпчевҫӗсем утӑ уйӑхӗн 27-мӗшӗнче пӗлтернӗ. Чӑматана пытарнӑ хӗре ҫӗҫӗпе чиксе пӗтернӗ. Кӑкӑр тӗлӗнчен.
Хӗре унӑн тӑванӗсем шырама пуҫланӑ. Вӑл ҫукран вӗсем пике пурӑнакан хваттер хуҫисемпе ҫыхӑннӑ. Вӗсене унта кайса пӑхма ыйтнӑ.
Кам вӗлернине тӗпчевҫӗсем палӑртӗҫ. Пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Ҫак уйӑхра Ҫӗнӗ Мускаври хваттерте стюардессӑна вӗлернӗ. Айӑплӑ тесе 25 ҫулти каччӑна хупнӑ. Тӗпчев вӑхӑтӗнче. Авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗччен.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Рамстедт Густав Ион, паллӑ финн чӗлхеҫи, алтай чӗлхе верентӗвӗн никӗсне хываканӗсенчен пӗри вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |