Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +9.3 °C
Тӑлӑх йывӑҫа тӑвӑл хуҫать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пӑтӑрмахсем: Масар ҫинчи пирӗштие вӑрланӑ

Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Туянатӑп Чăваш Наци библиотеки 1996, 1997, 2000, 2004, 2009, 2013, 2014 çулсенче кăларнă ...
Паллашу Ялта пуронатоп, начал привычкосемсер, ещместеп туртмастоп. Хелп паллашас тетеп.х...
Таисия Ташней 19.08.2021 04:43 | 537 хут пӑхнӑ
Пӑтӑрмахсем

Шупашкар хулинчи масарсенчен пӗринчен кӗлтӑвакан пирӗшти кӳлепи ҫухални ҫинчен йӗрке хуралҫисене 60 ҫулхи арҫын кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче евитленӗ. Пирӗшти мрамортан тунӑскер пулнӑ. Ӑна хулари ритуаллӑ пулӑшу кӳрекен компанисенчен пӗринче ӗҫлекен арҫын вӑрланӑ.

Скульптурӑна Шупашкар арҫынни 47 пин тенкӗ тӳлесе Мускаври компанисенчен пӗринче тутарнӑ. Пирӗштие масар ҫине 2015 ҫулта вырнаҫтарнӑ.

Полицейскисем вӑрра тӗрлӗ майпа шыранӑ, ҫав шутра скульптурӑна сутасси ҫинчен тӗнче тетелӗнче пӗлтерӳ вырнаҫтарма пултарассине те шута илнӗ. Пӗррехинче вӗсем халӑх ушкӑнсенчен пӗринчи роликра пирӗштие курнӑ. Видеороликӑн тӗп сӑнарӗсем ачасем пулнӑ-ха, вӗсен хыҫӗнчи пирӗшти курӑнса кайнӑ.

Пирӗштие Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 37 ҫулти арҫын (вӑл Шупашкарти ритуаллӑ службӑсенчен пӗринче ӗҫлет) вӑрланӑ иккен. Ӑна кӳлепе питӗ килӗшнӗ-мӗн те, илсе каяс тенӗ. Пӑтӑрмах тӗлӗшпе йӗрке хуралҫисем халӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

#масарсем, #пӑтӑрмахсем, #пуҫиле ӗҫсем, #вӑрӑсем, #Шупашкар, #Ҫӗнӗ Шупашкар, #Мускав, #скульптура

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Кофе тата вӑлча вӑрланӑ
2020, 12, 20
Ҫамрӑк хӗрарӑм перфораторпа дрель вӑрланӑ
2021, 07, 06
Ҫула тухас тесе укҫасӑр юлнӑ
2021, 07, 19
Мӑнастирте ӗҫлеме килнӗ ҫын вӑрӑ ӗҫӗпе ҫакланнӑ
2021, 07, 26
Упӑшкине вӗлернӗ
2021, 08, 17

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org