Пӑтӑрмахсем
![]() vk.com/kovali21 сайтри сӑн Паян, ҫурла уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, 11 сехетре Вӑрмар районӗнче тин пиҫсе тухнӑ ҫӑкӑр турттаракан машина аварие ҫакланнӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ. Водитель Кавал ялне кӗнӗ ҫӗрте руле итлеттереймесӗр ҫул ҫинчен тухса кайнӑ. Машина ҫаврӑнса ӳкнӗ. Юрать-ха, водитель аманман, хӑйне чиперех туять. Паян тепӗр авари Етӗрне районӗнче пулнӑ. Кӑнтӑрла иртсен, 13 сехет тӗлне, ҫӑмӑл машина Етӗрне хулинчен тухсанах ҫаврӑнса ӳкнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |