Ӗнер, авӑн уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, Мари Элта пурӑнакан 67 ҫулти арҫын ирхи 10 сехет ҫурӑра Пӑрачкав районӗнчи Ковырлово пӗвине кӑвакал пеме килнӗ. Анчах вӑл пӑшала предохранитель ҫине лартма манса кайнӑ. Унпа пӗрле тӑванӗ, Чӑваш Енре пурӑнаканскер, пулнӑ.
ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, 67 ҫулти арҫын ӑнсӑртран Пӑрачкав районӗнче кун кунлакан 64-ри иккӗмӗш сыпӑкри шӑллӗне пӑшалтан лектернӗ. Юрать, лешӗ вилмеллех суранланман, ӑна пульницӑна илсе ҫитернӗ.
Арҫыннӑн сылтӑм алли тата ури суранланнӑ.
Шупашкарти «Ҫӗнӗ хула» микрорайонта паян инкек пулнӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ каласа кӑтартнӑ.
Вырӑна полици ӗҫченӗсем ҫийӗнчех ҫитнӗ. Ку пӑтӑрмах 12 сехет те 50 минутра пулнӑ. Ҫакна курнӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх, арҫын 35-40 ҫулсенчи пек курӑнать. Вӑл рабочи тумӗпе пулнӑ. Ахӑртнех, хваттерте юсав ӗҫӗсем тунӑ.
Шел те, арҫын тӳрех вилнӗ. Сӑмах май, паян кӑна Ҫӗнӗ Шупашкарта 2 ҫулти арҫын ача виҫҫӗмӗш хутран ӳкни пирки пӗлтернӗччӗ. Телее, ача сывах, ӑна пульницӑна илсе кайнӑ.
Тин кӑна кунашкал япӑх хыпар пӗлтернӗччӗ. Каллех унашкалли пулнӑ – Ҫӗнӗ Шупашкарта ача ҫӳллӗ хутран ӳкнӗ.
Аса илтерер: Ҫӗнӗ Шупашкарта нумаях пулмасть хӗрача тӑваттӑмӗш хутран ӳкнӗччӗ. Телее, вӑл чӗрех юлнӑ. Вӑл ӳкнине иртен-ҫӳрен асӑрханӑ та васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Пӗчӗкскере пульницӑна илсе кайнӑ.
Ӗнер 16 сехет ҫурӑра ҫак хулара каллех пӑтӑрмах пулнӑ: хальхинче Ҫамрӑксен урамӗнчи 11-мӗш ҫуртӑн виҫҫӗмӗш хутӗнчен 2 ҫулти ача ӳкнӗ. Пӗр арҫын каланӑ тӑрӑх, арҫын ача ун чухне килте аппӑшӗпе пулнӑ.
Юрать-ха, ача чӗрех, ӑна пульницӑна илсе ҫитернӗ.
Ҫӗрпӳри арҫынсен юсанмалли 9-мӗш колонийӗнче ӗҫленӗ 22 ҫулти ҫамрӑка суд тенкелӗ ҫине лартнине эпир маларах пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: айӑплава асӑннӑ учрежденире ирттерекенсене вӑл карас телефонӗсемпе тивӗҫтернӗ.
Халӗ вара унта ӗҫлекен 27 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫе тӗпчеҫҫӗ. Айӑпланнисене вӑл та телефонсемпе тивӗҫтернӗ. Тӗрӗсрех, унта ларакан пӗр ҫынна панӑ. Маларах тӑватӑ телефон илсе кӗртсе панине пӗлнӗ хыҫҫӑн пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Халӗ ҫавна тӗпченӗ чух ытти факт ҫиеле тухнӑ. Хальлӗхе шутласа кӑларнӑ тӑрӑх, колони ӗҫченӗ сакӑр телефон илсе кӗртсе панӑ иккен. Тата пӗр катридер. Уншӑн пурӗ 32 пин тенкӗ сӗтев илнӗ.
Пуҫиле ӗҫсене пӗр ҫӗре пухнӑ, тӗпчев малалла пырать.
Ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 28-мӗш каҫхине, Йӗпреҫре паркри йывӑҫ ҫунма пуҫланӑ. Инкек вырӑнне ҫулӑмпа кӗрешекенсем васкавлӑн ҫитнӗ. «Хӗрлӗ автана» вӗсем вӑрах пуҫтахланма ирӗк паман — сӳнтернӗ. Ку хыпара Раҫҫейӗн Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри управленийӗн пресс-служби пӗлтерет.
Ӗнерех Комсомольскинче пушар тухнӑ. Анчах, Турра шӗкӗр, ҫурт-йӗр ҫунман. Машина сиенленнӗ. Канаш урамӗнчи «ВАЗ-2104» автомобиль хыпса илни пирки пушар сӳнтерекенсене ирхи 9 сехет те 44 минутра хыпарланӑ. Транспорт «Мир продуктов» (чӑв. Апат-ҫимӗҫ тӗнчи) лавккана хирӗҫ ларнӑ. Пушар мӗн сӑлтавпа алхаснине специалистсем тӗпчесе пӗлӗҫ.
Раҫҫейӗн Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри управленийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗнер пушарсенче никам та вилмен.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан арҫын шӑллӗне вӗлернӗ. Ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тӗпчесе пӗтернӗ ӗнтӗ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, пуҫиле ӗҫе суда ярса панӑ.
54 ҫулти арҫынна суд РФ Пуҫиле кодексӗн 105-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе айӑпласшӑн. Кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 11-мӗшӗнче икӗ тӑван пӗрле эрех ӗҫнӗ. Ҫав вӑхӑтра иккӗшӗн тавлашу пуҫланнӑ. Хӑйӗнчен 11 ҫул кӗҫӗн шӑллӗне асли кӑкӑр тӗлӗнчен ҫӗҫӗпе сакӑр хут ытла чикнӗ. Хытӑ суранланнӑ ҫамрӑк арҫын кӑштахран вырӑнтах куҫне хупнӑ.
Алла ҫӗҫе ярса илнӗ арҫынна тӗпчев вӑхӑтӗнче следстви изоляторне хупса хунӑ. Унӑн ҫӗҫҫине туртса илнӗ. Тӗрлӗ тӗпчев ирттернӗ, ҫав шутра — судпа психиатри экспертизи те. Усалланнӑ арҫын пуҫӗ ӑслӑ-тӑнлах иккен.
Чӑваш Енри юсанмалли учрежденисенче саккунсене епле пӑхӑннине тӗрӗслесе тӑракан прокурорта тӑрӑшнӑ ҫынна суд ӗҫе илме килӗшменнине Чӑваш халӑх сайчӗ унччен пӗлтернӗччӗ-ха.
Аса илтерер: прокурор Ҫӗрпӳри 2-мӗш изоляторта ларакан хӑйӗн паллаканӗсем патне кайнӑ. Ҫакӑ надзор органӗнче калаҫу ҫуратнӑ. Прокурор сӑмахне тытман тата прокурор ӗҫченӗн ятне янӑ тесе ӑна 2018 ҫулхи раштав уйӑхӗнче ӗҫрен кӑларнӑ.
Йышӑнупа килӗшмесӗр экс-прокурор суда ҫитнӗ. Вӑл хӑйне ӗҫе каялла илме ыйтнӑ, ӗҫре ирӗксӗр пулайман кунсемшӗн вӑтам шалу шыраса илесшӗн пулнӑ. Районти суд хирӗҫленине кура приговора Чӑваш Енӗн Асла судне евитленӗ. Анчах унтисем те прокурор пулнӑ ҫынна хӳтӗлесе йышӑну кӑларман.
Ҫурла уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Комсомольски районӗнче «Гранта» «Шкода Октавиа» машина ҫине пырса кӗнӗ. Иномарка сулахаялла пӑрӑнма чарӑннӑ пулнӑ. Ӑна ҫапса кайнӑ хыҫҫӑн «Гранта» фурӑпа тӑрӑннӑ.
Аварире ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ: «Шкода» водителӗн чӗри тапма чарӑннӑ. «Гранта» рулӗ умӗнче 17 ҫулти водитель ларнӑ. Вӑл ӳсӗр пулнӑ, унпа пӗрле хӗр салонра пынӑ. Вӗсем иккӗшӗ те пульницӑра.
Ҫамрӑк водитель тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. «Грантӑна» 17 ҫулти каччӑн пӗлӗшӗ тара илнӗ-мӗн, ку вара улталаса унӑн рулӗ умне ларнӑ /хальлӗхе кун пирки тӗп-тӗрӗс калама ҫук/.
Мӑкшӑ Республикинче Чӑваш Енри автобус аварие лекнӗ. Кун пирки ҫак регионти ШӖМ пӗлтерет.
Ҫурла уйӑхӗн 25-мӗшӗнче «Чулхула – Пенза – Сарӑту» ҫул ҫинче авари пулнӑ: малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «СангЙонг» микроавтобусри 39 ҫулти водитель руль умӗнче ҫывӑрса кайнӑ, сулахаялла тухса кювета чӑмнӑ, унтан йывӑҫа пырса ҫапӑннӑ.
Микроавтобусра водительсӗр пуҫне 34 ҫулти тата 29-ти хӗрарӑмсем, 9 ҫулти хӗрача пулнӑ. Вӗсен сывлӑхне васкавлӑ медпулӑшу бригади вырӑнтах тӗрӗсленӗ, тӑван тӑрӑхӗнчи пульницӑна тухтӑр патне ҫӳреме сӗннӗ.
Палӑртмалла: авари вӑхӑтӗнче водитель урӑ пулнӑ.
Ҫурла уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта ача ҫӳллӗ хутран ӳкнӗ. Ку инкек 5 ҫулти хӗрачапа пулнӑ.
Химиксен урамӗнче 4-мӗш хутран ӳкнӗ хӗрачана асӑрхасан иртен-ҫӳрен васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, ҫав вӑхӑтра хваттерте унӑ шӑллӗ те пулнӑ. Ӳкнӗ хӗрачана – васкавлӑ медпулӑшу, шӑллӗне йӗрке хуралҫисем илсе кайнӑ.
Хӗрача чӗрех, пульницӑра выртать. Следовательсем ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Рамстедт Густав Ион, паллӑ финн чӗлхеҫи, алтай чӗлхе верентӗвӗн никӗсне хываканӗсенчен пӗри вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |