Каҫал тӑрӑхӗнчи усламҫӑ ҫамрӑксене килӗштерет. Чӑваш Енӗн прокуратуринче пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын-усламҫӑ кафере ӗҫлеме поварсене тата кассир-официантсене шыранине хыпарланӑ. Пӗлтерӗве кӑҫалхи ака тата ҫу уйӑхӗсенче тӗнче тетелне вырнаҫтарнӑ.
Арҫын ҫамрӑксене ҫеҫ ӗҫе илес кӑмӑллине пӗлтернӗ. Усламҫӑна юрӑхлӑ поварсен, кассирсемпе официантсен 35 ҫултан аслӑ пулмалла мар иккен. Ҫав пӗлтерӗве прокуратура ӗҫченӗсем асӑрханӑ. «Мӗнле-ха капла? Ку вӑл ҫула кура хӗсӗрлени пулать вӗт» — тӗлӗннӗ пакунлисем. Тата ҫын 35-рен аслӑраххи ӗҫлеме пултараймассине пӗлтермест-ҫке.
Усламҫӑна ӗҫ вырӑнӗсем пуррине Ӗҫлӗх центрне пӗлтерменшӗн те явап тыттарас тенӗ.
Ҫапла вара суд арҫынна 3 пин тенкӗ штраф хурса панӑ. Суд йышӑнӑвӗ хальлӗхе саккунлӑ вӑя кӗреймен-ха.
Паян Шупашкарта маршрутка КаМАЗ ҫине пырса тӑрӑннӑ. Ирхи 8 сехетре Ашмарин урамӗнче 52-мӗш маршрутка чарӑнса ӗлкӗреймен, тепӗр транспорт ҫине кӗрсе кайнӑ.
Аварире автобус водителӗ суранланнӑ. Ӑна пульницӑна илсе кайнӑ. Юрать-ха, салонри пассажирсем аманман, вӗсенчен нихӑшӗ те тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтман.
Автобусӑн малти кантӑкӗ ҫӗмӗрӗлнӗ, кабини сиенленнӗ. Ҫак пӑтӑрмаха курнӑ ҫын «Про Город» хаҫата каласа кӑтартнине ӗненес тӗк, малта пыракан КаМАЗ тӑрук чарӑннӑ, хыҫалти маршрутка водителӗ вара тормоз пусса ӗлкӗреймен.
Мускавра Чӑваш Ен ҫыннин пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Кун пирки РЕН ТВ сайтӗнче хыпарланӑ.
1983 ҫулта Чӑваш Республикинче ҫуралнӑ арҫын Мускавра бизнес-центр тунӑ ҫӗрте ӗҫленӗ. Инкек асӑннӑ хулари Мир проспектӗнче пулнӑ. Пирӗн ентеш унта каменщикре тӑрӑшнӑ. Вӑл виҫҫӗмӗш хутран аялалла ӳкнӗ, урай шӑтӑкне анса кайнӑ. Йывӑр суранланнӑ арҫын ҫавӑнтах сывлама пӑрахнӑ.
Халӗ следовательсем ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.
Аса илтерер: нумаях пулмасть Чӑваш халӑх сайтӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти пӗр ҫурт подъездӗнче икӗ арҫын виллине тупнине пӗлтернӗччӗ. Ку ӗҫ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ, ҫак тискер ӗҫе тума пултарнӑ ҫынна тытса чарнӑ.
Канаш районӗнче пурӑнакан пӗр арҫын 28-ти хӗрарӑма балконтан урама пӑрахнӑ. Пӑтӑрмах нумай хваттерлӗ ҫуртри тӑваттӑмӗш хутра пулса иртнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Айӑплине суд 9 ҫуллӑха ҫирӗп режимлӑ колоние ӑсатма йышӑннӑ.
Хӗрарӑмпа арҫын хушшинчи тавлашу кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Канашра сиксе тухнӑ. Арҫын пӗлӗшӗ патӗнче хӑналаннӑ. Унта 29-ти хӗр пулнӑ. Пӗрле эрех ӗҫнӗ чух иккӗшӗ тавлашса кайнӑ. Ҫамрӑк хӗрарӑм балкон ҫине тухнӑ. Ун хыҫҫӑн арҫын та. Хӗрарӑма вӑл йӑтса илнӗ те балконтан пенӗ. Пӑрлӑ тротуар ҫине ӳксе лешӗ пуҫне, ҫурӑм шӑммине, кӑкӑр шӑммине суранлатнӑ. Шар курни пульницӑра вӑрах сипленнӗ. Апла пулин те тухтӑрсем унӑн пурнӑҫне ҫӑлса хӑварайман — хӗр ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче куҫне хупнӑ.
Красноармейски районӗн «Ял пурнӑҫӗ» хаҫатӗнче тӗп бухгалтерта ӗҫленӗ хӗрарӑма суд тунӑ. Ӑна ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курса предприяти укҫине кӗсьене чикнӗшӗн айӑпланӑ.
Чӑваш Енӗн Информаци политикин министерствин пысӑках мар кӑларӑмӗнче тӑрӑшнӑ хӗрарӑм тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 159-мӗш статйин 3-мӗш пайӗпе (ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курса улталанӑшӑн) тата 160-мӗш статйин 3-мӗш пайӗпе (ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курса ют пурлӑха вӑрланӑшӑн) ӗҫсем пуҫарнӑ. Кӑлтӑка прокуратура палӑртнӑ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, 2018 ҫулта хӗрарӑм банкри хӑйӗн счечӗ ҫине 256 пин тенкӗ куҫарнӑ. Шалу тесе. Унсӑр пуҫне вӑл организаци кассинчи 46 пине яхӑн тенке хӑйӗн тунӑ.
Ултав ҫиеле тухсан хӗрарӑм тӑкака саплаштарнӑ. Суд ӑна тӗрмене хупмасӑр 3 ҫуллӑха айӑплама йышӑннӑ. Сӑнав вӑхӑтне 2 ҫуллӑха палӑртнӑ.
Ҫӗмӗрлери муниципалитет предприятин пуҫлӑхне организаци укҫине пытарнӑшӑн айӑпланӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнине Чӑваш халӑх сайчӗ
Парӑма тӳлес мар тесе хайхи ҫын 2015 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнчен пуҫласа 2018 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗччен тапаҫланнӑ. Ҫав вӑхӑтра организацин налук тата ытти тӳлев парӑмӗ 24 миллион тенкӗрен иртсе кайнӑ. Апла пулин те пуҫлӑх парӑма тӳлесе татас вырӑнне ытти контрагента куҫарса панӑ. Анчах хӑй ертсе пыракан организаци счёчӗпе усӑ курман вӑл.
Тӗпчевҫӗсем тата Ҫӗмӗрле район сучӗ палӑртнӑ тӑрӑх, темиҫе ҫул хушшинче пуҫлӑх 28 миллион та 700 пин тенке айккине ӑсатнӑ. Халӗ пуҫлӑха суд тунӑ. Ӑна тӗрмене хупмасӑр 1,5 ҫуллӑха ирӗкрен хӑтарма йышӑннӑ.
Утӑ уйӑхӗн 5-мӗшӗнче ҫӗрле Ҫӗнӗ Шупашкарта тӳрех икӗ каччӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Тӗкӗрҫ тӑкӑрлӑкӗнчи 4-мӗш ҫуртри пӗр подъездра вӗсене вӗлернӗ. Кун пирки халӑх корреспонденчӗ «Про Город» хаҫата пӗлтернӗ.
«Эпӗ пӗлнӗ тӑрӑх, каччӑсене ҫӗҫӗпе чикнӗ. Вӗсем 27-28 ҫулсенче пулнӑ. Питӗ шел, питӗ ҫамрӑк-ҫке-ха», - каласа кӑтартнӑ вӑл хаҫата. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Халӗ следовательсем ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ, ҫак тискер преступление кам тума пултарнине палӑртас тӗллевпе ӗҫлеҫҫӗ.
Шупашкарта пурӑнакан арҫын темиҫе кун каялла Афанасьев урамӗ ҫывӑхӗнчи ҫыран хӗррине шыва кӗме кайнӑ та шывран тухайман. Ҫӑлавҫӑсем унӑн виллине темиҫе кун шыранӑ. Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, ирхине унӑн кӗлеткине ҫыран хӗррине кӑларнӑ.
Арҫын кам пулнине, ятне-шывне, палӑртнӑ. Халӗ кун тӗлӗшпе тӗрӗслев иртет. Ҫак арҫын 44 ҫулта ҫеҫ пулнӑ.
Ҫӑлавҫӑсем шыв хӗрринче асӑрхануллӑ пулма ыйтаҫҫӗ. Ачасене хӑйсем тӗллӗн шыва кӗме ямалла мар. Ӳсӗр чухне те шывра чӑмпӑлтатма юрамасть.
Утӑ уйӑхӗн 3-мӗшӗнче М-7 автоҫул ҫинче, Муркаш районӗнчи Ахмане ялӗ ҫывӑхӗнче, машина ашшӗпе хӗрне ҫапса кайни пирки паян кӑна хыпарланӑччӗ. Аса илтерер: фургонлӑ «Фиат» умӗнче машина рулӗ умӗнче Тутарстан арҫынни ларнӑ. Вӑл «зебра» урлӑ каҫаканскерсене тӳрех асӑрхайман – вӗсем ҫине кӗрсе кайнӑ. 17 ҫулти хӗр авари вырӑнӗнчех вилнӗ. Йывӑр суранланнӑ ашшӗне пульницӑна илсе кайнӑ.
Шел те, 47 ҫулти арҫын авари хыҫҫӑн нумай пурӑнайман – паян вӑл та куҫне ӗмӗрлӗхех хупнӑ.
Руль умӗнче ларнӑ арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Утӑ уйӑхӗн 3-мӗшӗнче 19 сехет те 20 минутра М7 автоҫул ҫинче, Муркаш районӗнчи Ахмане ялӗ ҫывӑхӗнче, «зебра» урлӑ каҫакан ашшӗпе хӗрне «Фиат» машина водителӗ ҫапса кайнӑ. Шел те, 17 ҫулти хӗр ҫавӑнтах вилнӗ. Ашшӗне, йывӑр суранланнӑскере, пульницӑна илсе ҫитернӗ.
Фургонлӑ машина рулӗ умӗнче Тутарстан арҫынни ларнӑ. Вӑл Хусан енчен килнӗ. Водитель каланӑ тӑрӑх, ҫул урлӑ каҫакансене тӳрех асӑрхайман, вӗсем ҫине кӗрсе кайна.
ШӖМ хыпарланӑ тӑрӑх, водитель ӳсӗр пек курӑнман, медицина освидетельствованийӗ ирттерӗҫ. Халӗ аварири ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Рамстедт Густав Ион, паллӑ финн чӗлхеҫи, алтай чӗлхе верентӗвӗн никӗсне хываканӗсенчен пӗри вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |