Ӗнер, акан 9-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарти Коммунизм урамӗнчи 34-мӗш ҫуртра пӗр хваттер ҫунма тытӑннӑ. Шалта вара 8 ҫути арҫын ача тата унӑн ҫулталӑкран иртнӗ шӑллӗ пулнӑ.
Юрать, ачасем пушарта шар курман, вӗсене кӳрши урама илсе тухнӑ. Шӑпӑрлансем килте аслисемсӗр юлнӑ. Хайхискерсем шӑрпӑк тупнӑ, асли унпа выляса тӗпелпе зал хушшинче ҫакӑнса тӑракан карӑна ҫунтарнӑ. Пусма татӑкӗ хӑвӑрт ҫунма пуҫланӑ, ача ӑна сӳнтерме хӑтланнӑ, анчах кӑлӑхах.
Пӗчӗкскерсем макӑрнине 44 ҫулти кӳрши илтнӗ. Арҫын вӗсене урама илсе тухнӑ, хваттерти ҫулӑма кӗрсе сӳнтернӗ.
Ашшӗпе амӑшӗ тепӗр сехетрен кӑна киле ҫитнӗ. Вӗсем ӳсӗр пулнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан хӗрарӑм Пӗрремӗш каналпа кӑтартакан «Давай поженимся» (чӑв. Атя пӗрлешер) телекӑларӑма хутшӑнчӗ. 43 ҫулти хӗрарӑм ӳкерӗннӗ передачӑна ӗнер кӑтӑртрӗҫ.
Елена каланӑ тӑрӑх, вӑл хӗр ӳстернӗ. Шупашкарӑн лайӑх районӗнче пысӑк хваттер пур. Икӗ ҫӗрте ӗҫлеме ӗлкӗрекенскерӗн машинӑпа ҫӳрет. Хӑй укҫаллине кура чухӑн арҫынпа ҫыхланасшӑн мар. «Хам пата пырса пурӑнас шухӑшли ан пултӑр», — ҫапларах каларӗ вӑл.
Елена унччен шанчӑксӑр арҫынпа паллашни ҫинчен каласа кӑтартрӗ. Телеертӳҫӗсенчен пӗри, Роза Сябитова евчӗ, Шупашкар хӗрарӑмне аферистсемпе альфонссемшӗн меллӗ тесе каларӗ. Лариса Гузеева телеертӳҫӗ те ӑна арҫынсене ытла шанать тесе хакларӗ.
Еленӑпа паллашма пынӑ виҫӗ арҫынтан пӗри, сӑмах май, Беларуҫ Республикинченччӗ. Вӑл арӑмӗпе хутпа уйрӑлман та иккен. Нумаях пулмасть ҫавӑ телекӑларӑма хутшӑннӑччӗ, хӗрарӑмсене хурласа лараканскере арӑмӗ палласа илнӗ те хальхинче персе ҫитнӗ. Упӑшки судпа айӑпланни, кӑмӑллах мар ытти япала ҫинчен каласа кӑтартрӗ.
Шупашкарти Елена кандидатсенчен пӗрне те суйламарӗ.
Ҫӗрпӳре вырнаҫнӑ юсанмалли 9-мӗш колоние пысӑк партипе телефон таврашӗ турттарса кӗме хӑтланнӑ. Анчах унта тӑрӑшакан оперативлӑ ӗҫченсем ҫула пӳлнӗ.
Айӑплава пурнӑҫа кӗртекен федераци службин Чӑваш Енри управленийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, колонире айӑплава ирттерекенсен аллинче пулма юраман япаласене промышленность зонине илсе кӗртме хӑтланнӑ.
Гидравлика поршенӗсене лайӑхрах тӗрӗсленӗ чухне унта тем те пӗр сиксе тухнӑ: телефонсем, аккумуляторсем, наушниксем... Тата тӗрӗсрех каласан, 49 карас телефонӗ, карас телефонӗсем валли 13 аккумулятор батарейи, 7 мӑшӑр наушник, 26 зарядка хатӗрӗ, 5 карт-ридер, 9 флеш-карта тата 14 SIM-карта.
Айӑплава пурнӑҫа кӗртекен федераци службин Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ ку фактпа тӗпчев пуҫарнӑ.
Ака уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Сӑр юханшывӗнче ҫухалнӑ икӗ арҫыннӑн виллисене тупнӑ. Вӗсем – йӗкӗреш, 1956 ҫулта ҫуралнӑскерсем.
Ҫак йӗкӗреш Шупашкарта пурӑннӑ. Пӗр кунхине, акан 6-мӗшӗнче, вӗсем Етӗрне хули ҫывӑхне, Сӑр юханшывне, пулла кайнӑ. Хайхискерсем каҫхине ҫыхӑнӑва тухма пӑрахнӑ. Пӗрин арӑмӗ йӗкӗреш ҫухални пирки полицие пӗлтернӗ.
Ака уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ирхине Сӑр юханшывӗнче икӗ арҫын виллине тупни пирки хыпар ҫитнӗ. Кун тӗлӗшпе следстви умӗнхи тӗрӗслев ирттереҫҫӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫынсем пӑр айне анса кайнӑ, ҫыран хӗррине тухайман – ҫавӑнтах шӑнса вилнӗ.
Муркаш районӗнче пурӑнакан 50 ҫулти арҫын ҫынна асӑрханмасӑр вӗлернӗ, ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Анчах пуҫиле ӗҫе чарса лартнӑ, арҫын суд штрафне — 40 пин тенке — ҫеҫ тӳленӗ.
Следстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал кӑрлач уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Муркаш районӗнчи Шетмӗпуҫ ялӗнче ҫак арҫын ҫырмара 12 метр ҫӳллӗш йывӑҫ каснӑ, анчах вӑл ӑҫталла ӳкессине шутласа илеймен — йывӑҫ 46 ҫулти арҫын ҫине персе аннӑ. Лешӗ ҫавӑнтах сывлама пӑрахнӑ. Ҫывӑхра ӗҫлекен ентешӗсем йывӑҫ ҫумӗнче ҫын пурри пирки асӑрхаттарнӑ, ку вара шута илмен.
50-ри арҫын хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ. Вӑл унччен судпа айӑпланман, вилнӗ арҫыннӑн ывӑлне компенсаци тӳленӗ. Ҫавӑнпа пуҫиле ӗҫе чарса лартнӑ, ӑна суд штрафӗ кӑна тӳлеттернӗ.
Шупашкарта 42 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тишкерсе пӗтернӗ, суда ярса панӑ. Юсанмалли учрежденире ӗҫлекенскер лифтсенче хӗрачасене тапӑннӑ. Кун пирки «ПроГород Чебоксары» кӑларӑм хыпарлать.
Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗнче Шупашкарти ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнчи нумай хваттерлӗ пӗр ҫуртӑн лифтӗнче вӑл, Красноармейски арҫынни, 11 ҫулти хӗрачана ҫулӑхнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑнах ӑна тытса чарнӑ, хупса хунӑ. Пуҫиле ӗҫе тишкернӗ вӑхӑтра ҫак арҫын ытти преступление туни те ҫиеле тухнӑ. Унран пӗтӗмпе 10 ача шар курни паллӑ пулнӑ.
Каласа хӑвармалла, ӗҫ-пуҫа тӗпченӗ май 1 пин 250 кӳнтеленрен ыйтса пӗлнӗ, тӗрлӗ йышши 80 ытла экспертиза ирттернӗ. Пуҫиле ӗҫ тишкерӗвӗ 35 томлӑ пулса кайнӑ.
Ҫӗршӗн вӑрҫӑнма хушманнине пурте пӗлетпӗр-ха. Апла пулин те хӑшӗсем ют пурлӑх ҫине пырса кӗрсе ят илтесрен хӑрамаҫҫӗ.
Росреестрӑн Чӑваш Енри управленийӗ кӑҫалхи пӗрремӗш кварталта планпа пӑхман виҫӗ тӗрӗслев ирттернӗ. Ҫапла тума вӗсене унта ҫитнӗ ҫӑхавсем хистенӗ. Тӗрӗслев ҫынсемпе организацисем ахальтен пулӑшу ыйтманнине ҫирӗплетсе панӑ.
Патӑрьел районӗнчи усламҫӑ автозаправка станцийӗ валли ҫӗр лаптӑкӗн пӗр пайне хӑй тӗллӗн йышӑннӑ. Хайхискер ял хуҫалӑх тӗллевӗллӗ ҫӗр ҫине пырса кӗнӗ. Пурӗ 289 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче хуҫаланма тытӑннӑ вӑл. Ҫӗрӗн хуҫи хӑйӗн пурлӑхӗ ҫине пырса кӗнине ӑнланмасӑрах юлнӑ.
Ҫӗрпӳ районӗнче пӗр организаци ял хуҫалӑх тӗллевӗллӗ 567 тӑваткал метр лаптӑк ҫӗр ҫине хӑйӑр тата вак чул тӑкма тытӑннӑ.
Шупашкар районӗнчи усламҫӑ райпо ҫӗрӗ шутланакан 18 тӑваткал метр лаптӑка ярса илнӗ. Унта вӑл тимӗртен конструкци вырнаҫтарнӑ.
Ҫӗр саккуне пӑсакансене пурне те явап тыттараҫҫӗ.
Ака уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта икӗ ача ҫунса вилни пирки пӗлтернӗччӗ. Пушар вӑхӑтӗнче вӗсем килте пӗчченех пулнӑ. Ашшӗ-амӑшӗ ӑҫта ҫӳренӗ. Инкек хыҫҫӑнах тӗрлӗ сас-хура пулчӗ. «Про Город» хаҫата пушар алхаснине курнӑ ҫынсем каласа кӑтартнӑ.
Ачасем сӗрӗмпе наркӑмӑшланса вилнӗ. Вӗсене хваттертен кӳрши илесе тухнӑ. Пушар алхаснине киле таврӑннӑ амӑшӗ, 38-ти хӗрарӑм, курнӑ. Вӑл ун чухне ӳсер пулнӑ, ҫунакан хваттере ачисене ҫӑлма кӗмен, пулӑшу ыйтма чупнӑ. Кӳрши хваттере кӗме хӑраман, вӑл пӗчӗскерсене кладовкӑра тупнӑ. Ачасене урама илсе тухнӑ хыҫҫӑн медпулӑшу пама хӑтланнӑ, анчах усси пулман – пӗчӗкскерсем сывласа яман.
«Ачасем алӑк уҫса подъезда тухайман. Вара аппӑшӗпе шӑллӗ хваттерти чи пӗчӗк пӳлӗме, кладовкӑна, пытаннӑ», - каласа кӑтартнӑ хаҫата. Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, ачасен ашшӗ-амӑшӗ час-часах ӗҫкеленӗ. Следстви комитечӗ амӑшӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, амӑшӗ ачасене питӗрсе хӑварнӑ та хӑй саунӑна кайнӑ, унта 2,5 сехет эрех ӗҫнӗ. Амӑшне следстви вӑхӑтӗнче хупнӑ.
Чӑваш Енри шкулсенчен пӗринче учитель ачана пӑвнӑ. Кун пирки «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫат «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи видеона кура пӗлтернӗ.
Шкулти пӑтӑрмаха видео ӳкерсе тӗнче тетелне вырнаҫтарнӑ. Пӑтӑрмах Шупашкар районӗнчи Вӑрман-Ҫӗктер шкулӗнче физика вӗрентекен арҫын ачана пӑвнӑ имӗш.
Сӑмах вӑйӗ ҫитеймен енне алла ирӗке яракан вӗрентекен ятне те ҫырнӑ.
Ролик 12 ҫеккунтлӑхскер ҫеҫ иккен те, пӑтӑрмах умӗн мӗн пулса иртни паллӑ мар.
2017 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 29-мӗшӗнче асӑннӑ шкулта пӑтӑрмах пулнӑччӗ. Ун пирки РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн пресс-служби 2-мӗшӗнче пӗлтернӗ. Ҫавӑн чухне кадет клссӗсен ӑмӑртӑвӗ иртнӗ. Ҫавӑн вӑхӑтӗнче «МР 512» пневматика винтовкинчен те пенӗ. Ӑмӑрту умӗн столовӑйӗнче 11-ти хӗрача тантӑшне астумасӑр лектернӗ.
Ака уйӑхӗн 3-мӗшӗнче 16 сехет те 20 минутра Шупашкарти Ленин районӗнче, «Атӑл» М-7 ҫулӑн 648-мӗш ҫухрӑмӗнче, ГАЗ автомобиль 9 ҫулти хӗрачана ҫапса кайнӑ.
ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, водитель ҫулӑн сылтӑм енӗпе пынӑ, малти машинӑран иртсе каяс тесе вӑл ҫул хӗррине тухнӑ. Ҫавӑнта кӗтмен ҫӗртен хӗрарӑмпа икӗ ача тухса тӑнӑ. Вӗсем юраман ҫӗрте ҫул урлӑ каҫнӑ-мӗн. Водитель ҫынсем ҫине кӗрсе каяс мар тесе хӑвӑрт чарӑннӑ, ҫапах хӗрачан урине лекнӗ.
Хӗрачан ури хуҫӑлнӑ, ӑна пульницӑна илсе ҫитернӗ. Водителе вара административлӑ майпа явап тыттарнӑ. Халӗ авари тӗлӗшпе тӗрӗслев иртет.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Рамстедт Густав Ион, паллӑ финн чӗлхеҫи, алтай чӗлхе верентӗвӗн никӗсне хываканӗсенчен пӗри вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |