Канаш хулинче пурӑнакан 35 ҫулти арҫын айӑплине суд ҫирӗплетнӗ, ӑна пӗчӗк хӗрачана мӑшкӑлланӑшӑн ҫирӗп йӗркеллӗ колоние 13 ҫуллӑха ӑсатнӑ, кайран тепӗр ҫулталӑк унӑн ирӗкне чикӗлеме йышӑннӑ. Кун пирки Раҫҫей следстви комитечӗн республикӑри управленийӗ хыпарлать.
Пуҫиле ӗҫ материалӗсем тӑрӑх, иртнӗ ҫулхи чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗнче кӑнтӑрла иртни 4 сехет ҫурӑра полицие хӗрачана мӑшкӑллани пирки шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. Вырӑна ҫитнӗ специалистсем преступлени пулнине ҫирӗплетнӗ, видеокамерӑра сӑнланнине тишкерме илнӗ. Каштахран арҫынна та тупса палӑртнӑ. Унӑн килӗнче ухтару ирттерни ӗҫ-пуҫа туллин уҫӑмлатма пулӑшнӑ. Хайхи арҫын ҫав кунхине ача пахчи патӗнче тӑнӑ, таврара никам та ҫуккине курса 7 ҫулти хӗрачана йӑтса илнӗ те гаражсем еннелле йӑтса кайнӑ, ҫав вӑхӑтрах кӑшкӑрсан вӗлерессипе хӑратнӑ. Гаражсен хыҫӗнче вара пӗчӗкскере мӑшкӑлланӑ. Унтан тарса ҫухалнӑ.
Елчӗ районӗнчи Елчӗк ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ ҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хайхискер ӗҫ вырӑнпе усӑ курнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, пуҫлӑх пулнӑ вӑхӑтра, 2016 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче, хайхи этем хӑйӗн паллаканнине ялта ҫурт тума е туянма хыснаран укҫа парасси ҫинчен йышӑну кӑларнӑ.
Хут, паллӑ ӗнтӗ, чӑтать. Кӗҫех хӗрарӑм кӗсйине 560 пин тенкӗ ытларах шӑкӑрт кӑна кӗрсе выртнӑ.
Ҫав вӑхӑтрах хӗрарӑмӑн апла тӳлеве илме нимле ирӗк те пулман. Маларах вӑл хӑйне эткерлӗхе куҫнӑ ҫурта сутса янӑ. Тепӗр майлӑ каласан, ҫурт-йӗр условине юри начарлатнӑ. Ун пеккисем патшалӑх пулӑшӑвне тепӗр пилӗк ҫултан ҫеҫ илейреҫҫӗ.
Суд хӗрарӑма укҫана тавӑрса памалла тунӑ. Елчӗк ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе вара тӗпчевҫӗсем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Паян, нарӑс уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, Етӗрне районӗнче авари пулнӑ: ГАЗель тата «Фольксваген» ҫапӑннӑ. Кун пирки Чӑваш Енри паташалӑх автоиспекцийӗ пӗлтерет.
Инкек М-7 автоҫулӑн 586-мӗш ҫухрӑмӗнче пулнӑ. Шел те, авари ҫухатусӑр пулман: икӗ ҫын вилнӗ, тепри аманнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Фольксваген» транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухнӑ та ГАЗельпе ҫапӑннӑ. Унти водитель тата пассажир ҫавӑнтах вилнӗ. ГАЗель водителӗ аманнӑ. Аварире пурнӑҫран уйрӑлнӑ ҫынсем ҫамрӑк – 20-30 ҫулсенчисем.
Ҫак кунсенче Канаш районӗнчи Маяк ялӗ ҫывӑхӗнче пулнӑ авари пирки те пӗлтернӗччӗ. Ун чухне Патӑрьелтен Шупашкара кайма тухнӑ микроавтобус ҫине КамАЗ кӗрсе кайнӑ.
Ҫӗрпӳ район администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫне хальхи вӑхӑтра Борис Марков пурнӑҫлать. Ӑна, муниципалитетӑн сити-менеджерне ял хуҫалӑх енӗпе ҫум пулса пулӑшнӑскере, Андрей Павлов экс-пуҫлӑх вырӑнне шаннӑ. Хӗрӗхе ҫывхаракан Павлов тӗлӗшпе иртнӗ ҫулхи чӳк уйӑхӗн 13-мӗшӗнче суд приговор вуланине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Ҫӗрпӳ район администрацийӗн пуҫлӑхне палӑртмалли конкурс комиссине ҫирӗплетнӗ. Йыша республика шайӗнчи тӳре-шара тата чӑваш парламенчӗн икӗ депутачӗ кӗнӗ.
Ҫак йӗркесен авторӗ пӗлнӗ тӑрӑх, ыран Ҫӗрпӳре районти Депутатсен пухӑвӗн XXXV черетсӗр ларӑвӗ иртмелле. Хӑшӗсем каланӑ тӑрӑх, ҫавӑнта сити-менеджера ҫирӗплетмелле. Эпир асӑрханӑ тӑрӑх, малтанласа палӑртнӑ кун йӗркинче ун пек ыйту ҫукчӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти йӗрке хуралҫисем ҫын сумккине тытнӑ хӗрарӑма шыраҫҫӗ. Ӑна вӗсем ют пурлӑха вӑрланӑ тесе каласшӑн.
Пӑтӑрмахӗ Ҫӗнӗ Шупашкарти Винокуров урамӗнчи лавккара пулса иртнӗ. Пӗри, пуҫӗ тем пирки шухӑшланӑ ӗнтӗ хайхин е ҫынна ытла шаннӑ-ши, хай сумккине лавккара лартса хӑварнӑ. Никамсӑр-мӗнсӗр. Хуҫасӑр япалана магазина пынӑ хӗрарӑм асӑрханӑ та хӑйӗн тума васканӑ. 35-40 ҫулсенчискер ачапа пулнӑ. Ҫын япалине ярса илнӗскере видеокамера ӳкерсе илнӗ.
Йӗрке хуралҫисем халӗ ҫын сумккине тытнӑ хӗрарӑма шыраҫҫӗ. Унӑн сӑнӳкерчӗкне вӗсем Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин сайтне вырнаҫтарнӑ. Хӗрарӑм симӗс куртка, шурӑ калпак тӑхӑннӑскер пулнӑ.
Ҫухалнӑ сумкӑри пурлӑха унӑн хуҫи 16 пине яхӑн тесе хакланӑ.
Мари Эл Республикинче пурӑнакан ҫамрӑк хӗрарӑм Шупашкарта вӑрӑ ӗҫӗпе аппаланнӑ. Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрарӑм ҫумӗнче Шупашкарти Президент бульварӗнчи суту-илӳ центрӗнчи пӗр пайра сутакан сакӑр япала тата хачӑ пулнӑ.
27-ри хӗрарӑм хӑйӗн алли кукӑррине йышӑнман. Лавккаран япала вӑрланине тунаканскер: «Йӑлтах хамӑн», — тесе хытах ӗнентерме хӑтланнӑ. Шар курнӑ суту-илӳ точки тӑкака 18 пин тенкӗ ытла тесе хакланӑ.
Мари Элтан килнӗ хӗрарӑм тӗлӗшпе йӗрке хуралҫисем халӗ тӗпчев ирттереҫҫӗ. Хайхи ытти ҫӗрте те вӑрӑ ӗҫӗпе аппаланман-ши тесе тӗрӗслесшӗн. Пакунлисем тытса чарнӑ чух тупса палӑртнӑ япаласене мӗнле майпа тата хӑҫан вӑрланине те вӗсем ҫывӑх вӑхӑтра палӑртӗҫ.
Нарӑс уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 35 ҫулти арҫын ашшӗпе амӑшне хӗненӗ. 58 ҫулти ашшӗ йывӑр сурансене пула ҫавӑнтах вилнӗ, 56-ри амӑшӗ вара тӑнне ҫухатнӑ.
35-ри арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Следстви версийӗ тӑрӑх, ҫакскер килӗнче ӳсӗр пулнӑ. Ҫав кун вӑл ашшӗ-амӑшӗпе хирӗҫсе кайнӑ та вӗсене тимӗр япалапа хӗненӗ. Ашшӗ вилмеллех суранланнӑ.
Амӑшӗ тӑна кӗрсен упӑшки сывламаннине асӑрханӑ. Ывӑлӗ килте пулман ӗнтӗ, вӑл тарса ҫухалнӑ. Хӗрарӑм упӑшки вилни пирки полицие шӑнкӑравласа пӗлтернӗ.
Халӗ следстви пырать, ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатас тесе экспертизӑсем ирттерӗҫ.
Нарӑс уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Маяк ялӗ ҫывӑхӗнче «Патӑрьел – Канаш – Шупашкар» маршрутпа ҫӳрекен автобус аварие лекнӗ. Ун чухне салонра пулнӑ виҫӗ ҫын – 18 ҫул тултарман ачасем – суранланнӑ. 10-ри ача комӑна кӗрсе ӳкнӗ.
Шел те, ӗнер пульницӑран хурлӑхлӑ хыпар килнӗ: 10 ҫулти арҫын ача тӑна кӗмесӗрех вилнӗ. ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, 16-ри тата 17-ри арҫын ачасем халӗ те пульницӑра.
Ҫав кун КамАЗ транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухнӑ та микроавтобуспа ҫапӑннӑ. КамАЗ водителӗ вырӑнтан тарса ҫухалнӑ. Ӑна Канаш районӗн чиккинче тытса чарнӑ. Вӑл ун чухне урӑ пулнӑ.
Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ, ӑна ШӖМ следователӗсем тӗпчеҫҫӗ.
Шупашкарта пурӑнакан 19 ҫулти каччӑ тетелте шар курнӑ. Халӑх тетелӗсенчен пӗринче вӑл хӑйне «Анастасия» тесе паллаштарнӑскерпе ҫыру ҫӳретнӗ. Лешӗ унран ҫарамасланса ӳкерӗннӗ сӑнсем ыйтнӑ. Ҫамрӑк ҫын ҫав сӑнсене ярса парсанах ун патне хӑратса укҫа ыйтса ҫырма тапратнӑ. Кун пирки «МК Чебоксары» хаҫат хӑйӗн сайтӗнче хыпарланӑ.
Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, хӑратакансем укҫа ыйтнӑ, памасан ҫаппа-ҫарамасланса ӳкерӗннӗ сӑнсене тетелте пурте курмалла вырнаҫтарассипе шиклентернӗ. Ҫавна май ҫамрӑк ҫын хурахсене 6 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Ун хыҫҫӑнах полици уйрӑмне пулӑшу ыйтма пынӑ. Хальхи вӑхӑтра йӗрке хуралҫисем ҫав хурах кам иккенне тупса палӑртас енӗпе ӗҫлеҫҫӗ.
Палӑртса хӑвармалла, Чӑваш Енре иртнӗ ҫул кун йышши 30 тӗслӗх пулнӑ.
Шупашкарта пӗр арҫын ачине кӳмене лартса тӗксе пыракан хӗрарӑмӑн карас телефонне туртса илнӗ. Ют пурлӑха ярса илнӗскер часрах вырӑнтан тапса сикнӗ.
Шар курнӑ хӗрарӑм йӗрке хуралҫисенчен пулӑшу ыйтнӑ. Инкек Ислюков урамӗнче пулса иртнине ӑнлантарнӑ.
Пакунсем кӗҫех ӗҫе пуҫӑннӑ. Вӑрах та вӑхӑт иртмен — хурахла тапӑннӑ тесе шухӑшлакан 35-ри арҫынна тытса та чарнӑ. Вӑрланӑ телефон ун ҫумӗнче пулман. Халӗ телефон ӑҫтине палӑртаҫҫӗ.
Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын унччен те пакунлисен аллине ҫакланкаланӑ. Унтан та ытларах — вӑл темиҫе хут та судпа айӑпланнӑ. Йӗрке хуралҫисем хайхи этем ытти чух та ҫынсене вӑрӑ-хурахла тапӑнман-ши тесе пуҫ ватаҫҫӗ, ҫав версие тӗрӗслеҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Рамстедт Густав Ион, паллӑ финн чӗлхеҫи, алтай чӗлхе верентӗвӗн никӗсне хываканӗсенчен пӗри вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |