Етӗрне районӗнче ҫӳп-ҫап ҫунтарнине пула пушар алхаснӑ. Унашкалли республикӑра кӑҫал пӗрре мар пулнӑ. Ҫапах ҫынсем ҫакна уямаҫҫӗ, пур-пӗрех ҫӳп-ҫап ҫунтараҫҫӗ. Ҫулӑм вара типӗ курӑк тӑрӑх кайса ҫуртсене, хуралтӑсене ярса илет.
Етӗрне хулине кӗнӗ ҫӗрте темиҫе вырӑнта ҫулӑм алхасни пирки полицие пӗлтернӗ. Йӗрке хуралҫисем вырӑна ҫитнӗ. Ҫулӑм пӗр пӳрт патне ҫывхарнӑ. Юрать, ҫумӑр шывӗпе ӑна сӳнтернӗ.
Анчах дачӑри темиҫе ҫурт, хуралтӑ таврашӗ ҫунса кӗлленнӗ. Ҫавӑн пекех ҫулӑм ҫӑва ҫине те ҫитнӗ.
Йӗрке хуралҫисем ҫакӑ кам айӑпӗпе пулнине те палӑртнӑ. Хӗрарӑм пӗлӗшӗсем патӗнче ҫӳп-ҫап пуҫтарнӑ та ӑна уйра чӗртсе янӑ. Ҫулӑм таврана сарӑлнӑ. Халӗ тӗрӗслев ирттереҫҫӗ, тӑкак мӗн чухлӗ пулнине палӑртаҫҫӗ.