Пӑтӑрмахсем
![]() Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Юлашки талӑкра Чӑваш Енре виҫӗ пушар пулнӑ. Шел те, вилекен те пулнӑ. Кун пирки Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтерет. Ӗнер кӑнтӑрла Тӑвай районӗнчи Амалӑх ялӗнче йывӑҫ ҫурт ҫуннӑ. Унта 52 ҫулти кил хуҫи вилнӗ. Пушар мӗнрен тухнине уҫӑмлатаҫҫӗ. Етӗрнере, Ҫӗмӗрлере те пушарсем алхаснӑ. Етӗрнере 36 тӑваткал метрлӑ харпӑр сурт ҫуннӑ. Ҫулӑм кирпӗч пӳртӗн шалти отделкине сиенлетнӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, электрохатӗрпе тӗрӗс усӑ курманни инкек патне илсе ҫитернӗ. Паян ирхине Ҫӗмӗрлере Белински урамӗнче пушар тухнӑ. Унта кӑвакарчӑн усрамалли вырӑн ҫуннӑ. Сӑлтавӗ каллех электрохатӗрпе тӗрӗс мар усӑ курманнипе ҫыхӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |