Ӗнер, ака уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарта пысӑк инкек пулнӑ. 19 сехет те 45 минутра пушарнайсем патне Юханшыв бульварӗнчи 4/1-мӗш ҫуртра пушар тухни пирки хыпар ҫитнӗ. Ҫулӑм пӗрремӗш хутра алхаснӑ.
Питӗ шел, пушарта икӗ ача вилнӗ. Асли, хӗрача, 4 ҫулта, кӗҫӗнни, арҫын ача, 1 ҫул та 7 уйӑхра пулнӑ. «Эпӗ пӗлнӗ тӑрӑх, ачасем ҫулӑмран ҫӑлӑнма тӑрӑшнӑ, анчах питӗрӗнчӗк алӑка уҫайман, чӳречене ҫӗмӗреймен», - ҫапла пӗлтернӗ халӑх корреспонденчӗ «Про Город» хаҫата.
Пушар вырӑнне следователь-криминалистсем ҫитнӗ. Халӗ пушар мӗншӗн тухнине уҫӑмлатаҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтра ашшӗ-амӑшӗ ӑҫта пулни пирки официаллӑ хыпарта нимӗн те пӗлтермен. «Ҫыхӑнура» форумра ҫыракансем ҫак пулӑма сӳтсе яваҫҫӗ. Хӑшӗ-пӗри пӗлтернӗ тӑрӑх, амӑшӗ вӑхӑтлӑха тухнӑ пулнӑ. «Контактра» сӳтсе явнине ӗненес тӗк, ачасене кӳршисем илсе тухнӑ, анчах тухтӑрсем вӗсен пурнӑҫне ҫӑлайман. Ҫав вӑхӑтра, ачасене ҫӑлнӑ чухне, ашшӗ-амӑшӗ подъезд умӗнче пирус туртса тӑнӑ. Вӗсем ҫав кун эрех ӗҫкеленӗ имӗш. Анчах ку, хальлӗхе, сас-хура кӑна-ха.
Ӗнер ака уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, каҫхи 5 сехет ҫурӑра Вӑрнар районӗнчи Тимӗрҫкасси ялӗнче пушар алхаснӑ. Шел те, инкекре ҫынсен пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Пушара сӳнтерсен 73 ҫулти кил хуҫин тата унӑн 75-ри мӑшӑрӗн виллисене тупнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар асӑрханмасӑр пирус туртнӑшӑн тухнӑ. Ҫулӑм йывӑҫ ҫуртӑн шалти отделкине, пурлӑха тӗп тунӑ.
Патӑрьел районӗнчи Люля поселокӗнче те инкек пулнӑ. Каҫхи 9 сехетре унта та йывӑҫ ҫурт ҫуннӑ. Ҫулӑм 30 ҫулти кил хуҫин хуралтисене те тӗп тунӑ. Хӑй чиперех, анчах унӑн 54 ҫулти тусӗ вара пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Халӗ пушар мӗншӗн тухнине тӗпчеҫҫӗ.
АКА | 01 |
«Ача-пӑча ту хӑвна савӑнма, умна саппун ҫак куҫҫульна шӑлма», — тесе пӗр юрӑҫ юрални аса килчӗ ку хура хыпара пӗлсен.
Ҫӗрпӳ хулинче пурӑннӑ хӗрарӑм пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче вилни пирки унӑн 33-ри ывӑлӗ тухтӑрсене шӑнкӑравласа пӗлтернӗ.
Шурӑ халатлисем ухмах мар — хӗрарӑм кӗлетки кӑваккине курнах-тӑр. Кӗҫех ку инкеке тӗпчевҫӗсем тишкерме тытӑннӑ. Судпа медицина экспертизи вӑхӑтӗнче хӗрарӑм хӑй вилӗмӗпе вилменни ҫиеле тухнӑ. Унӑн аяк шӑммисем хуҫӑк пулнӑ, шалти органӗсем сиенленнӗ.
Ҫынна ятарласа йывӑр сиен кӳнипе, асӑрханмасӑр вӗлернӗшӗн арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, амӑшӗпе ывӑлӗ малтанхи каҫ эрех ӗҫнӗ, унтан тавлашса кайнӑ. Унтан ывӑлӗ тӑван амӑшне хӗнесе пӗтернӗ. Тепӗр кун ирхине хӗрарӑм вилсе кайнӑ.
Шӑмӑршӑри полицейски 48 ҫулти хӗрарӑма кӳреннӗ. Ҫавӑнпа ҫыхӑннӑ пӑтӑрмах судах ҫитнӗ.
Пакунлипе хӗрарӑм хушшинчи ӑнланманлӑх кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн 10-мӗшӗнче вырӑнти район пульницинче чирлисене йышӑнмалли уйрӑмра сиксе тухнӑ. 48-ти хӗрарӑм хӗрӗнкӗ пулнӑ-мӗн (ҫакна суд та ҫирӗплетнӗ. Кун пирки Чӑваш Енӗн прокуратурин пресс-служби пӗлтерет) полицейские усал сӑмахсемпе кӳрентернӗ. Хӗрарӑм ятланине ытти ҫын та илтнӗ.
Судра хӗрарӑм хӑйӗн айӑпне тунман.
Хӑйӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан влаҫ ҫыннине кӳрентернӗшӗн хӗрарӑма РФ Пуҫиле кодексӗн 319-мӗш статйипе айӑпласа 7 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ.
Чӑваш Енӗн прокуратурин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, суд йышӑнӑвӗ хальлӗхе саккунлӑ вӑя кӗмен-ха.
Ӗнер кунӗпех йӗпе юр ҫунӑран ҫул-йӗр ҫинче чӑрмавсем те сиксе тухнӑ. М-7 ҫулӑн пӗр пайне хупни пирки хыпарланӑччӗ.
Паян республикӑри ҫулсем ҫинче шуҫлак. Уйрӑмах – ирхине. Ҫавӑнпа водительсене асӑрхануллӑ пулма ыйтаҫҫӗ.
Ҫапах пӑтӑрмахсӑр пулман паян. Ирхине «Вятка» ҫул ҫинче, Кӳкеҫ поселокӗнчен инҫех мар, авари пулнӑ: йывӑр тиевлӗ машинӑпа ҫӑмӑл машинӑпа ҫапӑннӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «ВАЗ-2114» рулӗ умӗнче ларакан 45 ҫулти водитель транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса «Скания» бензовозпа ҫапӑннӑ. Пысӑк машина кюветалла чӑмнӑ, пӗчӗк машинӑна та пӗрле сӗтӗрсе кайнӑ.
«Вунтӑваттӑмӗш» рулӗ умӗнче ларнӑ водитель тата 43 ҫулти пассажирка ҫавӑнтах вилнӗ. Бензовоз водителӗ аманман. Фура тиевпе пыман, пушах пулнӑ.
Вӑрмар районӗнчи Чупай ял тӑрӑхӗнчи Депутатсен пухӑвӗн депутачӗ пулнӑ ҫынна полномочисӗр хӑварма йышӑннӑ. Халӑх тарҫине депутат удостоверенийӗсӗр хӑварма прокуратура хистенӗ.
Чӑваш Енӗн прокуратурин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Чупай ял тӑрӑхӗн депутачӗсенчен пӗрне суд РФ Пуҫиле кодексӗн 160-мӗш статйин 3-мӗш пайӗпе айӑпланӑ. Ку вӑл ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курса укҫа-тенкӗ тӑкакланине пӗлтерет. Кунсӑр пуҫне ҫав ҫынна РФ Пуҫиле кодексӗн 292-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе (ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑшӑн) явап тыттарнӑ.
Судпа айӑпланнӑ ҫын депутат пулаймасть, унӑн полномичийӗ вӑхӑт ҫитичченех тухать тесе прокуратура асӑрхаттарнине Чурпай ял тӑрӑхенчи Депутатсен пухӑвӗ ӑша хывнӑ. Ӗҫре пӗр сӗтел хушшинче вырӑнти ыйтусене татса панӑ ҫынна депутат тивӗҫӗсӗр хӑварнӑ.
Шӑматкун, пуш уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, Шупашкар районӗнчи Карачура ҫывӑхӗнче шкул автобусӗ аварие лекнӗ. Ҫав самантра салонра 19 ача пулнӑ.
Юрать, ЧР ШӖМӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, пур пассажир та хӑрушсӑрлӑх пиҫҫиххипе ҫыхӑннӑ пулнӑ, аварире никам та аманман.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, светофор умӗнче шкул автобусӗн 56 ҫулти водителӗ тимлӗхне ҫухатнӑ та малта пыракан «Шкодӑна» пырса тӑрӑннӑ. Икӗ транспорт та кӑштах сиенленнӗ. Патшалӑх автоинспекцийӗн ӗҫченӗсем авари пирки хут ҫине ҫырнӑ хыҫҫӑн автобус малалла кайнӑ. Вӑл Йӗпреҫ поселокӗнчен Шупашкара кайма тухнӑ пулнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче пурӑнакан 17-ри каччӑна ултавҫӑ шӑнман пӑр ҫине лартса янӑ. Апат валеҫсе ҫӳрекен ҫамрӑк ырӑ кӑмӑллӑскер тата ҫынна хӗрхенекенскер пулнӑ курӑнать.
Ун патне пӗр арҫын шӑнкӑравланӑ. Апат-ҫимӗҫ саккас парасшӑн евӗр пулса хӑйӗнпе паллаштарнӑ. Телефон номерӗ ҫине 3600 тенкӗ куҫарма ыйтнӑ. Тӗл пулсан парса татма шантарнӑ.
Каччӑ арҫын ыйтнине ҫийӗнчех пурнӑҫланӑ. Калаҫса татӑлнӑ вырӑна кӑштахран ҫитет те никам та ҫук иккен. Хӑйӗн патне шӑнкӑравланӑ ют номерпе ҫыхӑнать те лешӗ улталанине тунмасть, хӑй тӗрмере ларнине пӗлтерет.
Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин пресс-служи пӗлтернӗ тӑрӑх, шар курнӑ каччӑ право хуралӗнче ӗҫлекенсенчен пулӑшу ыйтнӑ. Пакунлисем усал хыпара хальлӗхе тӗрӗслеҫҫӗ-мӗн, ҫывӑх вӑхӑтра пуҫиле ӗҫ пуҫарма пултарӗҫ.
Улатӑр районӗнче ҫынна йӑнӑшпа вӗлернӗ этеме суд тенкелӗ ҫине лартӗҫ. Асӑннӑ тӑрӑхра пурӑнакан 41 ҫулти арҫын васкавлӑ пулӑшу водителӗнче тӑрӑшнӑ ҫынна персе пӑрахнӑ.
Вӑй питти кӑҫалхи кӑрлачӑн 4-мӗшӗнче каҫхи ҫичӗ сехет тӗлӗнче Улатӑрти васкавлӑ медпулӑшӑвӑн Первомайскинчи филиалне «ИЖ-27М» маркӑллӑ пӑшалпа пырса кӗнӗ.
Ӳсӗр арҫын унта тухтӑра тавӑрас тесе пынӑ иккен. Шурӑ халатлипе хайхи этемӗн тӑванӗ хушшинче ӑнланмалӑх сиксе тухнӑ, вӗсем ҫапӑҫсах кайнӑ.
Васкавлӑ медпулӑшу паракан филиал алӑкне тухтӑр уҫать тесе шаннӑскер пӑшалтан тӳрех кӗрӗслеттернӗ. Вилекенни васкавлӑ пулӑшура ӗҫлекен водитель пулнӑ.
41-ри арҫын хӑй айӑпне кӑштах кӑна йышӑннӑ, водителе вӗлересшӗн пулман тесе ӑнлантарнӑ.
Шупашкар районӗнче иртнӗ ҫулхи раштав уйӑхӗнче пулса иртнӗ пӑтӑрмаха тӗпчесе пӗтернӗ. Ҫӗнӗ Шупашкар арҫынни ҫавӑн чухне йӗрке хуралҫисене хирӗҫ йытӑсене вӗскӗртнӗ, пакунлисенчен пӗрне ҫӗҫӗпе тирнӗ.
Шупашкар районӗнчи право хуралӗн тытӑмӗнче ӗҫлекен икӗ арҫын дача вӑррисене тытас шухӑшпа ҫӳренӗ. Раштав уйӑхӗн пӗр каҫхине вӗсем Ҫӑкалӑхьял ҫывӑхӗнчи дачӑсем патӗнче пулнӑ. Михӗсемпе тухакан икӗ арҫынна асӑрхасан хайхисене чарӑнма ыйтнӑ. Лешсем ҫапӑҫма тытӑннӑ. Пакунлисенчен пӗрне ураран ҫӗҫӗпе тирнӗ. Унтан арҫынсенчен пӗри хӑйӗнпе пӗрле пулнӑ тӑватӑ йытта вӗскӗртсе янӑ. Тӑватӑ ураллисем пакунлисене хупӑрласа илнӗ, ҫыртса пӗтернӗ.
Пуҫтахсем вырӑнтан тапса сикнӗ пулин те вӗсенчен пӗрне, Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан, унччен те судпа айӑпланнӑ арҫынна тытса чарма май килнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Рамстедт Густав Ион, паллӑ финн чӗлхеҫи, алтай чӗлхе верентӗвӗн никӗсне хываканӗсенчен пӗри вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |