Чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗнче 17 сехетре Муркаш районӗнче хӗрарӑма машина ҫапса кайнӑ. Вӑл автобусран аннӑ кӑна – куҫне ӗмӗрлӗхех хупнӑ.
Хӗрарӑм общество транспортӗнчен тухсан машинӑсем ҫӳрекен ҫул ҫине тӑрук чупса тухнӑ, малта «Toyota Land Cruiser» пынине асӑрхаман. Ҫӑмӑл автомашина ӑна ҫапса хӑварнӑ. Руль умӗнче Шупашкарта пурӑнакан 47 ҫулти арҫын ларнӑ.
Хӗрарӑм йывӑр сурансене пула ҫавӑнтах вилнӗ. Авари вӑхӑтӗнче машина водителӗ урӑ пулнӑ. Автобус водительне те явап тыттарма пултарӗҫ. Вӑл пассажира чарӑнура е урӑх ҫӗрте антарса хӑварнипе хӑварманнине тӗрӗслеҫҫӗ.
Чӑваш Енре ҫанталӑк самай сивӗ тӑрать. Шел те, ҫак кунсенче инкек те пулнӑ: пӗр ҫын шӑнса вилнӗ.
«Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Канаш районӗнчи пӗр ялта хӗрарӑм килӗ умӗнчех шӑнса вилнӗ. Унӑн виллине пӳрчӗ ҫумӗнчи ҫырмара тупнӑ. Вӑл 66 ҫулта пулнӑ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ кун тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттерет. Асӑрханӑр: канмалли кунсенче синоптиксем ҫанталӑк сивӗтессине пӗлтереҫҫӗ. Сывлӑш температури 23 градус сивве ҫитмелле.
Паян Шупашкарти шкулсенчен пӗрин картишӗнче пиллӗкмӗш класси ача ҫине машина пырса кӗнӗ. Вӗрентекене «Тойота» машина рульне тытса пыракан хӗрарӑм-вӗрентекен суранлатнӑ. Урине хуҫнӑ ачана пульницӑна ӑсатнӑ.
Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, инкек Шупашкарти Элкер урамӗнчи гимнази картишӗнче 14 сехет те 30 минут тӗлӗнче пулса иртнӗ. 43-ри вӗрентекен ача ҫине машинӑпа пырса кӗнине видеокадрта та сӑнланӑ. Пӗр ача шкул картишӗпе чупса пырать. Ҫав самантра сылтӑм енчен машина сиксе тухать.
Шалти ӗҫсен министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗренӳ учрежденийӗсен кратишне уйрӑм ҫынсен хӑйсен транспорчӗпе кӗме юрамасть. Ҫул-йӗр правилине пӑснишӗн протокол ҫырса панӑ.
Чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Ҫӗмӗрле пульницин ача-пӑча уйрӑмӗнче тин ҫуралнӑ ача вилнӗ. Ӑна 28 ҫулти амӑшӗ пӗр эрне каялла, чӳк уйӑхӗн 19-мӗшӗнче ҫуратнӑ.
Пӗчӗк хӗрача ҫӗрле хӑсӑкпа чыхӑнса вилнӗ. Шел те, тухтӑрсем унӑн пурнӑҫне ҫӑлайман. Халӗ кун тӗлӗшпе тӗрӗслев иртет.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ку инкекре криминал ҫук. Тӗрӗслев хыҫҫӑн процессуаллӑ йышӑну тӑвӗҫ.
Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫ поселокӗнче пурӑнакан 56 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тишкерсе пӗтернӗ, суда ярса панӑ. Хайхи арҫынна хут уйӑрттармасӑр пӗрле пурӑннӑ хӗрарӑма вӗлернӗшӗн явап тыттарасшӑн. Кун пирки «ПроГород Чебоксары» хаҫат интернетри сайтӗнче хыпарланӑ.
Официаллӑ верси тӑрӑх, авӑн уйӑхӗн 11-мӗшӗнче ҫӗрле ҫак арҫын ӗҫре, хурал будкинче, пулнӑ. Унтах ҫырӑнмасӑр пӗрле пурӑнакан арӑмӗ пынӑ. Хайхискерсем эрех ӗҫнӗ. Тахӑш самантра харкашма тытӑннӑ. Унччен те пулман — арҫын хӗрарӑма ҫӗҫӗпе яшлаттарнӑ та тухса кайнӑ. Ахӑртнех, ҫапла майпа яваплӑхран тарма шухӑшланӑ вӑл. Хӗрарӑмӑн чӗри вара ҫавӑнтах тапма чарӑннӑ.
Палӑртса хӑвармалла, арҫынна йӗрке хуралҫисем кӑштахранах тытса чарнӑ, судченех ирӗксӗр хӑварма йышӑннӑ.
Иртнӗ эрнекун «Ҫӗрпӳ – Чӗмпӗр» ҫул ҫинче лашасем машина айне лекнӗ. Вӗсем Канаш районӗнчи пӗр ял хуҫалӑх предприятийӗнчен тухса тарнӑ-мӗн. Виҫӗ лаша вӑрмантан ҫул ҫине ӑнсӑртран сиксе тухнӑ.
48 ҫулти водитель, сӗт турттараканскер, лашасене курсан тӑрук чарӑннӑ, ҫапах виҫӗ урхамах урапа айне лекнӗ. Пӗри ҫавӑнтах вилнӗ, тепри вӑйлӑ аманнӑ, ӑна фермер пусса какая янӑ.
Виҫҫӗмӗш лаша вара ҫӑмӑл автомашина ҫине лекнӗ. Унӑн водителӗ ку кӗтмен ҫӗртен пулнӑран шок тӳснӗ. Юрать, лаша аманман, хӑраса ӳкнӗскер тӑнӑ та вӑрманалла чупса тарнӑ.
Чӳк уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Тӑвай районӗнчи пӗр ялта пысӑк инкек пулнӑ. Ҫӗнӗ Пуянкасси ял тӑрӑхӗнче пӗчӗк хӗрача эмел тупнӑ та ӗҫнӗ. Шел те, ӑна тухтӑрсем ҫӑлса хӑварайман.
Ку инкек пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ, ҫав тӑрӑхра пурӑнакан ҫын, пӗлтернӗ. «Эпӗ пӗлнӗ тӑрӑх, ача асламӑшӗ тата инкӗшӗ патӗнче вӑхӑтлӑх пулнӑ. Пӗчӗкскер тӑванӗн эмелне асӑрханӑ, вӑл курӑнмалли ҫӗртех выртнӑ. 2-ри хӗрача каҫхине вилнӗ. Ҫемйипе пӗрле хурланатпӑр. Эпир халӗ шокра», - тенӗ вӑл.
Следстви комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрача мӗншӗн вилнине палӑртаҫҫӗ. Ку ӗҫ тӗлӗшпе следстви умӗнхи тӗрӗслев иртет.
Чӑваш Енри ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, чӳк уйӑхӗн 18-мӗшӗнче «Атӑл – Сӗнтӗрвӑрри» ҫул ҫинче авари пулнӑ. Шел те, унта ҫынсем суранланнӑ, пӗри вилнӗ.
Аварире 13 хӗрачан пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Вӑл салонра амӑшӗпе пулнӑ, ҫывӑх ҫынни руль умӗнче ларнӑ.
Ҫӳлерех асӑннӑ автоҫулӑн 9-мӗш ҫухрӑмӗнче хӗрарӑм руле итлеттереймен-ши – машина ҫаврӑнса ӳкнӗ. Руль умӗнчи хӗрарӑм тата пӗр пассажир суранланнӑ. 13-ри хӗрача вара вилмеллех аманнӑ.
Асӑрханӑр: халӗ ҫулсем пӑрлак. Кун пирки ҪҪХПИ тепӗр хутчен аса илтерет.
Шупашкарти туй халӑхӗ пакунлисене хӗненӗ. Ку пӑтӑрмах чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗнче сиксе тухнӑ.
«Инфореактор» сайтра пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енӗн тӗп хулинчи кафесенчен пӗринче туй иртнӗ. Сӑра сакки сарлака, туй-ҫуй таврашӗнче ӗҫмесӗр пулманах-тӑр. Тахӑш самантра тем пайлайман-ҫке — харкашу сиксе тухнӑ. Сӑмах ҫине сӑмах — ҫапӑҫмах тытӑннӑ. Кафере ӗҫлекенсем хӗрсе кайнӑ туй халӑхне чарма пӑхнӑ, анчах май килменнине кура пакунлисене чӗннӗ.
Йӗрке хуралҫисем килсе ҫитсен те ҫапӑҫакансем чарӑнман. Унтан та ытларах — пакунлисене хӗнеме тытӑннӑ. Пысӑк ушкӑна ҫӗнеймессине ӑнланса лешсем хӑйсен ӗҫтешӗсене чӗнсе илнӗ.
Кафери харкашӑва халӗ йӗрке хуралҫисем тишкереҫҫӗ. Пуҫиле ӗҫ пуҫарассине ҫывӑх вӑхӑтра татса парӗҫ.
Шӑматкун Чӑваш Енре сывлӑхпа спорт кунӗ иртнӗ. Ун чухне ҫынсем спорт учрежденине тӳлевсӗрех кӗме пултарнӑ.
Анчах ку Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан ҫемьешӗн инкекпе вӗҫленнӗ. Ҫак хулари 8-мӗш шкулти бассейнра арҫын ача путса вилнӗ. Вӑл 9 ҫулта кӑна пулнӑ.
Арҫын ача бассейна ашшӗпе килнӗ. Асли ывӑлне холра кӗтсе тӑнӑ. Арҫын ача бассейнра ишнӗ чухне ытти ҫынсем те пулнӑ, анчах вӑл путнине никам та асӑрхаман. Ӑна бассейн тӗпӗнче выртнине ҫеҫ курнӑ.
Бассейн пӳлӗмӗнче шкул ӗҫченӗ те пулнӑ, анчах вӑл та ача путма пуҫланине асӑрхаман. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Рамстедт Густав Ион, паллӑ финн чӗлхеҫи, алтай чӗлхе верентӗвӗн никӗсне хываканӗсенчен пӗри вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |