Авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Вӑрнар районӗнчи Хорӑнсор Ҫармӑс ялӗнче ҫуллахи ҫурт ҫунса кайнӑ. Ахӑртнех, кил хуҫи хӗрарӑмӗн 6 ҫулти ывӑлӗ ҫулӑмпа асӑрхануллӑ пулман. Пӗчӗкскер аслисемсӗр юлсан ҫуллахи ҫурта кӗрсе ҫулӑмпа вылянӑ. Юрать, хӑй шар курман.
Ҫав кунах Йӗпреҫ районӗнче Кӑшмаш ялӗнче пушӑ ҫурт ҫуннӑ. Халӗ пушар мӗне пула тухнине уҫӑмлатаҫҫӗ.
Каҫхине Шупашкарта та пушар алхаснӑ. Уруков урамӗнчи нумай хваттерлӗ пӗр ҫуртра тӗтӗм йӑсӑрланнӑ. Диван ҫинче ӳсӗр арҫын ҫывӑрнӑ, пирус тӗпӗ ӳксе ҫулӑм тухнӑ. Юрать, арҫын урама хӑй тӗллӗнех тухма пултарнӑ. Хваттерте вара сӗтел-пукан ҫунса кайнӑ.
Палӑртмалла: ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре 637 пушар тухнӑ. Пӗтӗмпе 74 миллион тенкелӗх сиен кӳнӗ. Пушарта 48 ҫын вилнӗ, 309 ҫынна ҫӑлма ӗлкӗрнӗ.
Ҫӗркаҫ Етӗрне районӗнчи Кӗҫӗн Чутай ялӗнче ҫулталӑк та тӑхӑр уйӑхри ача ҫухалнӑ. Шӑпӑрлан асламӑшӗпе аслашшӗ патӗнче пулнӑ. Ӗнер, каҫхи 17 сехет те 17 сехет тӗлӗнче, вӑл кил умӗнчи хӑйӑр купи ҫинче выляса ларнӑ. Тахӑш самантра аслисем йӑпӑртлӑха пӗччен хӑварнӑ. Ҫав самантпа усӑ курса пӗчӗкскер куҫӗ ӑҫталла курать, ҫавӑнталла утнӑ.
Шикленсе ӳкнипе аслисем пакунлисене пӗлтернӗ. Инкек пулнӑ вырӑна РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн специалисчӗсем, полицейскисем, Инкеклӗ ӗҫсен министерствин вырӑнти специалисчӗсем, тӳре-шара, «Лиза Алерт» шырав отрчӗн хастарӗсем, пӗр ял ҫыннисем пухӑннӑ. Пурте ачана шыранӑ. Паян ирхине, 8 сехет те 30 минутра, ялтан инҫех мар утар патӗнче ача макӑрнине илтнӗ. Пӗчӗкскер ҫавӑнта ҫӗр каҫнӑ.
Чӑваш Енӗн Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи полномочиллӗ представителӗ пулнӑ Леонид Волков тӗлӗшпе хӑй вӑхӑтӗнче пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑччӗ. Полпред пуканне вӑл 2012-2016 ҫулсенче йышӑннӑччӗ. Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин Чӑваш Енри управленийӗн тӗпчевҫисем ӑна икӗ эпизод тӗлӗшпе айӑплӑ мар тесе йышӑннӑ. Кун пирки «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫата Леонид Волковӑн ваккачӗ Евгений Райков пӗлтернӗ. Ҫапла вара экс-полпред кассӑран представительство укҫине (195 пин тенкӗ) тата командировка тӑкакне (48,8 пин тенкӗ) саплаштарни саккуна пӑсни шутланмасть.
Пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче Леонид Волков пӗтӗм ҫӗршыв шайӗнче иртекен «Раҫҫей лидерӗсем» конкурсӑн финалне лекнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Авӑн уйӑхӗн 11-мӗшӗнче ЧР спорт министрӗ Сергей Шелтуков йывӑр чире пула пурнӑҫран уйрӑлни пирки паян хыпарланӑччӗ. «Правда ПФО» интернет-хаҫат министрпа ӑҫта тата хӑҫан сывпуллашни пирки пӗлтернӗ.
Сергей Шелтуковпа ыран, авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, Шупашкарти маунтинбайк аталанӑвӗн центрӗнче (Олимп резервӗсен В.Ярды ячӗллӗ спорт шкулӗ) сывпуллашӗҫ. Вӑл Мускав проспектӗнчи 38-мӗш «В» ҫуртра вырнаҫнӑ. Траур митингӗ 11 сехетре пуҫланӗ.
Чӑваш Ен влаҫӗн органӗсен порталӗнче хурланса ҫырнисене вырнаҫтарнӑ. Некролог айӗнче республика ертӳлӗхӗн, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» депутачӗсен, Шупашкар тата ведомство пуҫлӑхӗсен ячӗсем пур. «Правда ПФО» пӗлтернӗ тӑрӑх, Федераци Канашӗн вице-спикерӗн Николай Федоровӑн тата РФ Патшалӑх Думин депутачӗн Алена Аршиновӑн ячӗсем вара ҫук.
Ватлӑхра чылайӑшӗ канлӗ пурӑнма ӗмӗтленет. Анчах Шупашкарта кун кунлакан 78 ҫулти кинемейӗн ҫак кунсене, ахӑртнех, тӗрмере ирттерме тивӗ. Ӑна ҫынна вӗлернӗшӗн айӑпласшӑн.
Ҫак ватӑ хӗрарӑм упӑшкине, 80 ҫулти арҫынна, вӗлернӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Следстви палӑртнӑ тӑрӑх, пӗлтӗрхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче каҫхи 6 сехетре кинемей килте пулнӑ. Вӑл упӑшкипе тем пайлайман – хирӗҫсе кайнӑ. Хайхискер арҫынна аш арманӗпе хӗненӗ: кӗлеткин тӗрлӗ пайӗнчен 16 хутран кая мар ҫапнӑ.
Ватӑскер йывӑр сурансене чӑтаймасӑр ҫавӑнтах сывлама пӑрахнӑ. Халӗ следстви пуҫиле ӗҫе суда ярса панӑ.
Тутарстан Республикинче пурӑнакан виҫӗ арҫын Патӑрьелте пуйма шухӑш тытнӑ. Унтисем пек севок ҫинче тар тӑкса мар. Вӑйӑ салонӗ уҫнипе. Ӑна хайхисем пурӑнмалли мар ҫуртсенчен пӗринче вырнаҫтарнӑ. 2016 ҫулхи раштав уйӑхӗнче уҫнӑ та кӑҫалхи ҫу уйӑхӗччен шик шӑхӑрса пурӑннӑ.
Вӑйӑ выляса пуяс кӑмӑллисем Патӑрьел тупӑнсах тӑнӑ. Вӗсем вӑйӑ салонӗн хуҫисене ҫулталӑк ҫурӑра 2 миллион тенкӗ ытла тупӑш кӳнӗ.
Укҫа кӗсьене кӗни усламҫӑсене хавхалантарнӑ пулӗ те, анчах кӑҫалхи ҫу уйӑхӗнче вӗсем патне пакунлисем ҫитсе кӗнӗ. Асӑх вӑййа йӗркелеме юраман ҫӗрте салон уҫнӑ ҫынсен тӗлӗшпе кӗҫех пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Халӗ айӑплава Патӑрьел районӗнчи прокуратура ҫирӗплетнӗ те пӑхса тухма вырӑнти суда ярса панӑ.
Улатӑрти районсем хушшинчи прокуратура суя диплом сутакансене тупса палӑртнӑ. Тата тӗрӗсерех каласан, ҫавӑн пирки тӗнче тетелӗнче хыпарлакансене.
Вӗренни ҫинчен калакан хута сутса илме юраманнине шута илсе надзор органӗ Шупашкарти Ленин район судне тухнӑ. Тавӑҫра вӑл диплом сутакан сайтӑн страницин ӗҫне чарса лартма ыйтнӑ.
Халӗ суд ларӑвӗ иртнӗ. Унтисем те суя диплом сутаканснее ырламан, диплом сутассине хыпарлакан страницӑна хупмалла тесе йышӑннӑ.
Суд йышӑнӑвӗ хальлӗхӗ саккунлӑ вӑя кӗреймен-ха. Ун валли 10 кун кирлӗ. Ҫав вӑхӑтра тепӗр енӗ аппеляци ҫӑхавӗ шӑрҫаламасан суд йышӑнӑвӗ вӑя кӗрет.
Тӳре йышӑнӑвӗ вӑя кӗрсен прокуратура Роскомнадзора ҫитме палӑртать. Унта вӑл хайхи диплом сутакан сайтри страницӑна хупма ыйтӗ.
Шупашкар районӗнчи Явӑш ялӗнче пурӑнакан 18 ҫулти Феодосия Васильева килтен тухса кайнӑ та ҫухалнӑ. Ҫак йӗркесен авторне пикен амӑшӗ Надежда Геннадьевна пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ Феодосийӑн докуменчӗсем тупӑннӑ. Вӗсене амӑшӗ полицейскисем патне кайса илнӗ. Хутсене Шупашкарти Богдан Хмельницкий урамӗнчи лавккасенчен пӗрин патӗнче тупнӑ.
Тӗнче тетелӗнчи хаҫатсенчен пӗринче хӗре ӗнер, авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, курнӑ тенине Надежда Геннадьевна ҫирӗплетсе каламарӗ. «Кам пӗлет, те чӑн сӑмах вӑл», — терӗ чунне ыраттарса. Хӗрарӑм ӗнентернӗ тӑрӑх, килте пикепе тавлашу пулман.
Ҫухалнӑ хӗр пирки мӗн те пулин пӗлекенсене Надежда Геннадьевна 89871251453 номерпе шӑнкӑравласа систерме ыйтать. Хӑйӗн упӑшкин, Александр Ефферкиевичӑн, номерне те 89877379500 вӑл пӗлтерме ыйтрӗ.
Куславккара пурӑнакан икӗ арҫынна пулӑ тытнӑшӑн суд тенкелӗ ҫине лартнӑ. Вӗсем ӑна пулӑ вӑлча сапнӑ вӑхӑтра тытнӑ.
51 ҫулти икӗ тус пулӑ татма юраман вӑхӑтрах Атӑл хӗррине кайса ларнӑ. Вӑлтапа та мар. Тетӗлпе. Вӗсем 30 метр тӑршшӗ ҫав хатӗре карса хунӑ.
Куславкка ҫыннисем йӗркене пӑснине пакунлисем кӑҫалхи ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнче тупса палӑртнӑ.
Арҫынсен тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 256-мӗш статйин 3-мӗш пайӗпе ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑй питтисене малтан калаҫса татӑлса ушкӑнпа пулӑ тытнӑшӑн явап тыттарма йышӑннӑ. Пӗрремӗш инстанцири суд вӗсене икӗ ҫуллӑха условлӑ майпа айӑпласа 2 ҫуллӑха сӑнав вӑхӑчӗ панӑ. Чӑваш Енӗн прркуратурин пресс-служби паян пӗлтернӗ тӑрӑх, пирвайхи инстанцири суд йышӑнӑвӗ хальлӗхе вӑя кӗмен-ха.
Авӑн уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Шӑмӑршӑ районӗнчи Пӑчарлӑ Пашьел ялӗнче пурӑнакан хӑш-пӗр ҫын ӗнесӗр тӑрса юлнӑ. Мӑйракаллӑ шултра выльӑх кӗтӳрен килсен урамрах йӑванса кайнӑ. Клевер ҫинче ҫӳренӗскерсем карӑнса кайнӑ-мӗн.
«Ӗнесене ҫӑлма май ҫукчӗ. Кӗтӳҫсем вӗсене лайӑх пӑхман, халӗ ҫур ял ӗнесӗр тӑрса юлчӗ», - ҫапла пӗлтернӗ халӑх корреспонденчӗ «Про Город» хаҫата.
Вырӑнти администраци пӗлтернӗ тӑрӑх, ку каҫхине пулнӑ. Миҫе ӗне вилнине татса калайман: 4-шӗ тӳрех вилнӗ, тепӗр 14-шне пусса какая яма май килнӗ. Темиҫе ӗнене ҫӑлнӑ: ятарлӑ хатӗрпе хырӑмне шӑтарса газне кӑларнӑ.
Ялти ӗнесене ятарласа тытнӑ кӗтӳҫсем пӑхнӑ-мӗн. Вӗсене уйӑхне кашни ӗнешӗн 700 тенкӗ тӳленӗ. Анчах кӗтӳҫсемпе килӗшӳ туман, вӗсенчен нимӗн те ыйтаймастӑн.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Рамстедт Густав Ион, паллӑ финн чӗлхеҫи, алтай чӗлхе верентӗвӗн никӗсне хываканӗсенчен пӗри вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |