Шупашкар районӗнчи Сархурӑн ялӗнче ҫуралнӑ Игорь Поручиков журналиста ӗнер юлашки ҫула ӑсатнӑ. «Пӗр класрисем» халӑх тетелӗнчи унӑн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, Игоре юлашки ҫула Шупашкарти Трактор тӑвакансен проспектӗнчи 14-мӗш ҫуртри 114-мӗш хваттертен ӑсатнӑ.
Игорь Поручиков юлашки вӑхӑтра профсоюз организацийӗсенчен тытӑмӗнче пресс-службӑра ӗҫленӗччӗ. Унччен вӑл республикӑри тӗрлӗ массӑллӑ информаци хатӗрӗнче тӑрӑшнӑ. Профсоюз тытӑмне куҫиччен Игорь Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн «Республика» хаҫатӗнче ӗҫленӗччӗ. Игорь унта реклама менеджерӗ пулса тимленӗччӗ.
Ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Игорь 51 ҫул тултарнӑ. Ӑна М-7 автоҫул ҫинче ҫурҫӗр ҫитеспе машина ҫапса кайнӑ. Ӗҫтешӗмӗр ҫемьеллӗ пулнӑ, хӗрпе ывӑл ӳстернӗ.
Шупашкарти кӑнтӑр районӗнчи пӗр шкултан 11-мӗш класран вӗренсе тухнӑ хӗр вилнӗ. Унӑн виллине патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменӗ умӗн тупнӑ.
Вилене ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнче 13 сехетре асӑрханӑ. Кӗҫех математикӑпа экзамен иртмелле пулнӑ.
«Ку хурлӑхлӑ хыпар пӗрле вӗреннисене тата вӗрентекенсене питӗ хурлантарать. Ашшӗ-амӑшне питӗ шел», - тенӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ хӗрӗн тусӗ «Про Город» хаҫата.
Хӗрӗн халӑх тетелӗнчи страницинче тусӗсем тӑванӗсемпе пӗрле хурланнине пӗлтерсе ҫырнӑ.
Паян ирхине Ҫӗнӗ Шупашкарта пӑтӑрмах сиксе тухнӑ. Халӑх корреспонденчӗ «Про Город» хаҫата пӗлтернӗ тӑрӑх, общество транспорчӗн чарӑнӑвӗнче арҫын вилнӗ.
44 ҫулти арҫын ирхине общество транспортӗнче хӑйне япӑх туйнӑ. «Ахӑртнех, вӑл чӗрепе юн тымарӗсен чирӗпе аптӑранӑ. Пассажирсем ӑна урама тухма пулӑшрӗҫ, васкавлӑ медпулӑшу чӗнчӗҫ. Тухтӑрсем унӑн пурнӑҫне ҫӑлма тӑрӑшрӗҫ, анчах арҫыннӑн чӗри тапма пӑрахрӗ», - тенӗ халӑх корреспонденчӗ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын мӗншӗн вилнине уҫӑмлатмашкӑн специалистсем тӗрӗслев ирттереҫҫӗ.
Чӑваш Енри депутат арҫынсене массаж тӑвакансене шанмасть тесе Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Унта Шупашкарӑн Ленин районӗнчи тата Ҫӗнӗ Шупашкарти прокурорсем пакунлисем эротика массажӗ тӑвакан салонсен тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарман йышӑнусене пӑрахӑҫланине хыпарланӑччӗ. Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Игорь Моляков массаж тӑвакан салонсем пирки малтан шалти ӗҫсен ӗҫченӗсем патне ҫырнӑ. Унтисем пуҫиле ӗҫ пуҫарманнине кура депутат прокуратурӑна ҫӑхавланӑ.
Халӗ РФ ШӖМӗн ӗҫченӗсем ҫӗршывӑн 10 хулинче операци ирттернӗ, массаж тӑвакан салонсенче арҫынсене хӗрарӑмсем урӑхла майпа килентернине кура хупнӑ. Шупашкарта ун пек икӗ салон ӗҫӗе пӳлнӗ. Ҫакӑнта Игорь Моляков депутат тӳпи те пур тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Мускав облаҫӗнче Чӑваш Енри арҫын карьерта путса вилнӗ. Кун пирки inkotelniki.ru сайт пӗлтерет.
Ку инкек ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Селикат микрорайонӗнче пулнӑ. Ӗҫлеме килнӗ икӗ арҫын эрех ӗҫнӗ, Пӗчӗк Люберецк карьер ҫыранӗнче канма шухӑшланӑ.
Ҫав кун ҫиллӗ, анчах хӗвеллӗ ҫанталӑк тӑнӑ. Хайхискерсем ӑшша пиҫнӗ пулмалла – шыва кӗме шут тытнӑ. Вӗсенчен пӗри шыва чӑмнӑ та тек тухайман. Тепри ӑна ҫыран хӗрринче кӗтсе тӑнӑ, кӑштахран ҫӑлавҫӑсем патне шӑнкӑравланӑ.
Арҫын виллине ҫыран хӗррине кӑларнӑ, вӑл чӑнах та эрех ӗҫни паллӑ пулнӑ. Хайхискер шывпа чыхӑнса кайса вилнӗ.
Тӗнче тетелӗнче Шупашкарти тӳре-шара тата депутатсем Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗпе Наташа Королевӑпа юрланӑ кадр сарӑлнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернине вулакансем астӑваҫҫӗ пулӗ. Тӗнче тетелне лекнӗ видеокадрта Раҫҫей эстрадин ҫӑлтӑрӗ Наташа Королева тата пуҫлӑхсем депутатсем «Жёлтые-е тюльпа-а-а-ны, вестники разлуки…» тесе ӗнӗрлетчӗҫ. Тулли сӗтел йӗри-тавра тӑрса тухнисене пуш уйӑхӗн 22-мӗшӗнче иртнӗ «Сильный президент — сильная Россия» (чӑв. Вӑйлӑ президент — вӑйлӑ Раҫҫей) уяв концерчӗ хыҫҫӑнхи корпоративра ӳкерсе илнӗ тесе хыпарларӗҫ.
Концерт иртнӗ хыҫҫӑн ҫеҫ Шупашкарти тӳре-шара ҫавӑн валли конкурс ирттерессине пӗлтернӗ сӑмах та тухрӗ кайран. Ӗнер Монополипе кӗрешекен федераци службин Чӑваш Енри управленийӗ Шупашкарти «Творческий город» (чӑв. Пултарулӑх хули) автономи учрежденийӗн ӗҫченне административлӑ майпа явап тыттарма йышӑннӑ.
Ку эрне пуҫламӑшӗнче Шупашкарта 22 ҫулти ҫамрӑк ҫухални пирки массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче ҫырчӗҫ. Ӑна полици шыранӑ.
Шел те, ҫамрӑкскер ку тӗнчере ҫук ӗнтӗ, паян Василий Архиповӑн виллине тупнӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ ҫак факта ҫирӗплетет. Хальлӗхе вӑл мӗншӗн вилнине палӑртман, ку тӗлӗшпе следовательсем ӗҫлеҫҫӗ, судпа-медицина тӗрӗслевӗ ирттереҫҫӗ.
Каччӑн сывламан кӗлеткине «Садовый» тата «Байконур» микрорайонсен хушшинчи ҫырмара тупнӑ.
Шупашкарти Мускав район администрацийӗн сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, хулара ача чӳречерен тухса ӳкнӗ.
Телее, пӗчӗкскер пӗрремӗш хутран аялалла чӑмнӑ. 2 ҫулти шӑпӑрлана пульницӑна илсе кайнӑ. Халӗ вӑл Хулари ача-пӑча клиника пульницинче стационарта выртать.
Ҫапла, ҫанталӑк шӑрӑхланнӑ май ҫынсем чӳречесене москитлӑ сетка караҫҫӗ. Вӑл вара ачашӑн питӗ хӑрушӑ. Пӗчӗкскер ун ҫине туянса тухса ӳкме пултарать.
Мускав район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Елена Романова ку енӗпе тимлӗ пулмаллине аса илтернӗ. Уйрӑмах – нумайх хваттерлӗ ҫуртра пурӑнакансен.
Ҫӗнӗ Шупашкарти унччен лавкка пулнӑ ҫурта реконструкциленӗ чухне 37 ҫулти арҫын сарӑмсӑр вилнӗ. Халӗ ку ӗҫ тӗлӗшпе следстви умӗнхи тӗрӗслев ирттереҫҫӗ.
Ку пӑтӑрмах ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Совет урамӗнчи пӗр ҫуртра пулнӑ. Строительствӑпа монтаж ӗҫӗсене пурнӑҫланӑ чухне арҫын ҫине перегородка йӑтӑнса аннӑ та ӑна хӗстерсе лартнӑ. Вӑл йывӑр сурансене пула ҫавӑнтах вилнӗ.
Арҫын унта субподрядчик пек килӗшӳ тумасӑр ӗҫленӗ. Инкек мӗншӗн сиксе тухнине уҫӑмлатмашкӑн судпа медицина экспертизи ирттерме палӑртнӑ. Тӗрӗслев ӗҫне Чӑваш Енри Ӗҫ патшалӑх инспекцийӗн специалисчӗсем те хутшӑнӗҫ.
Чӑваш Енӗн Администрацийӗн Ертӳҫин ҫумӗ пулнӑ Сергей Вязовский ячӗпе приговор вуланӑ. Унпа ҫыхӑннӑ ӗҫе Шупашкарти Ленин район сучӗ пӑхса тухнӑ. Республика правительствинче тӳре-шарара ӗҫленӗскере асӑннӑ ҫуртра сауна тума пуҫланишӗн «турткалама» тытӑннӑччӗ.
Суд Сергей Вязовские хупмалла мар айӑпланӑ тата ӑна амнистипе каҫарнӑ.
«Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫат Галина Вронская юрист пӗлтерни тӑрӑх хакласан суд ӗнер, ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, пулнӑ. Тӳре экс-пуҫлӑха 1,5 ҫуллӑха ирӗкрен хӑтармасӑр айӑпланӑ. Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 70 ҫул ҫитнине халалласа хӑй вӑхӑтӗнче ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин хӑш-пӗр категорие амнистилеме йышӑннине кура Сергей Вязовские каҫарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Рамстедт Густав Ион, паллӑ финн чӗлхеҫи, алтай чӗлхе верентӗвӗн никӗсне хываканӗсенчен пӗри вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |