Чӑваш Енри тӳре-шара хӗрӳ ӗҫ вӑхӑтне пӑхмасӑрах аслӑ шкулсенче вӗрентме те ӗлкӗрет. Тӳре-шарана преподаватель пулса ӗҫлеме никам та чармасть-ха. Саккун та ирӗк парать. Анчах Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти пайташӗ Игорь Моляков хӑш-пӗр пуҫлӑх ӗҫ вӑхӑтӗнче ӗҫри машинӑпа аслӑ шкулсене вӗрентме кайнине илтнӗ иккен. Ҫапла туни йӗркеллӗ япала мар тесе вӑл ҫырусем шӑрҫалама тытӑннӑ. Вӗсенчен пӗрне Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев патне те ҫитернӗ.
Шӑматкунпа вырсарникун ӗҫленине депутат ӑнланатчӗ пуль-ха е ӗҫ хыҫҫӑн ҫӗр хута студентсене вӗрентсен. Анчах хӑш-пӗр тӳре-шара, маларах асӑнтӑмӑр ӗнтӗ, тӑр кӑнтӑрлах экзамен тыттарать, студентсем валли лекци вулать-мӗн.
Тӗнчере тӗрлӗрен кӗнчеле тесе ахальтен каламан пулӗ. Чӑваш Енӗн Строительство министерствине пӑхӑнакан организацисенчен пӗрне ертсе пыма тивӗҫ пулнӑ пуҫлӑх хӑйне айван тесе ӗнентерме хӑтланса суд тӑрӑх ҫӳрет иккен. Ҫак тӗлӗнмелле хыпара тӗнче тетелӗнчи «Правда ПФО» хаҫат журналисчӗсем пӗлтернӗ.
Унта ҫырни тӑрӑх хакласан, пуҫлӑх пуканне йышӑннӑ ҫын хӑйӗн тилхепийӗ килӗшменрен кутӑнлашма пуҫламан-мӗн-ха. Пӑтӑрмахӗ тепӗр ҫынпа ҫыхӑннӑ. Хайхи пуҫлӑх унччен пӗрле ӗҫленӗ пӗлӗшӗнчен 6 миллион тенкӗ кивҫен илнӗ пулать, ҫавна вӑл хут ҫырсах ӗнентернӗ иккен. Тӳлес вӑхӑт ҫитсен хута ҫырнӑ чух хӑй ӑслӑ-тӑнлах пулманнине ӗнентерме шухӑш тытнӑ. Мӗнле лару-тӑрура алӑ пусса панине те астумасть имӗш, хӑй сывах маррине вӑл суд урлах ҫирӗплетме ыйтнӑ иккен.
Етӗрне районӗнчи ниҫта та ӗҫлемен, судпа унччен те айӑпланнӑ 57 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫиле (уголовлӑ) ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна ҫын пурлӑхне ҫаратнӑшӑн тата медальсем вӑрласа сутнӑшӑн явап тыттарасшӑн. Кун пирки Чӑваш Енӗн шалти ӗҫсен министерствин пресс-служби хыпарлать.
Ку пӑтӑрмах Сарьял ялӗнче пулнӑ. Следовательсем шухӑшланӑ тӑрӑх, хайхи арҫын яла канмалли кунсенче ҫеҫ килсе ҫӳрекенсен ҫуртне кӗнӗ, унтан кухньӑри япаласене, йӑлари техникӑна, наци капӑрлӑхне тата еткерлӗхе юлнӑ медальсене йӑкӑртса тухнӑ. Йӗрке хуралҫисем унӑн килӗнче капӑрлӑха тата «Ача амӑшӗн мухтавӗ» икӗ медале тупнӑ. Йӑлари техникӑна вӑл сутма ӗлкӗрнӗ, анчах «1941-1945 ҫулсенчи Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче Германие ҫӗнтернӗшӗн» медаль ӑҫта иккенне калайман. Ҫакна вӑл темиҫе кун эрех ӗҫнипе сӑлтавланӑ.
Паян ирхине Комсомольскинче пушар тухнӑ. Унта чутах ҫемье ҫунса вилмен.
37 ҫулти Александр Жирнов вырӑнти электроподстанцире ӗҫлет. Дежурство вӑхӑтӗнче вӑл пӗр ҫуртри пӗрремӗш хутра пушар тухнине асӑрханӑ. Хайхискер хуҫисене вӑратас тесе алӑкран шакканӑ. Анчах никам та тухман. Вӑл чӳречене ҫӗмӗрнӗ.
Арҫын 5 йӑхри ачана тата 3-ри арҫын ачана урама йӑтса тухнӑ. Унтан 7 ҫулти хӗрачана ҫӑлнӑ. Ачасен амӑшӗпе кукамӑшӗ хӑйсемех урама тухнӑ.
Александр Жирнов ҫӑлман пулсан пӳртри ҫынсем вӑранмасӑрах ҫӑра тӗтӗмпе чыхӑнса вилӗччӗҫ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар электропралук юсавсӑррине пула тухнӑ.
Пуш уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Муркаш районӗнчи Тури Панкли ялӗ ҫывӑхӗнчи вӑрман хӗрринче Шупашкарта пурӑнакан 43 ҫулти арҫынна йӗрке хуралҫисем тытса чарнӑ. Кун пирки «Суйман МИХ» кӑларӑм хыпарлать.
Вӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав кунхине хайхи арҫыннӑн ҫӑмӑл машининче виҫӗ хир сысни тушкине тата пӑшал тупса палӑртнӑ, полици ӗҫченӗсем вӗсене йӑлтах туртса илнӗ. Пакунлисем тӗпчесе пӗлнӗ хыҫҫӑн ҫав арҫын тискер кайӑксене чылай вӑхӑт хушши пӗр вырӑнта тӑрантарни, апатланма хӑнӑхсан вӗсене персе вӗлерни паллӑ пулнӑ. Анчах айӑпланакан арҫыннӑн пӗр чӗрчуна тытма ирӗк паракан лицензи ҫеҫ пулнӑ. Ҫапла майпа вӑл 240 пин тенкӗлӗх сиен кӳнӗ. Ҫак сӑлтавсене шута илсе хула ҫынни тӗлӗшпе пуҫиле (уголовлӑ) ӗҫ пуҫарнӑ, лару-тӑрӑва малалла тишкереҫҫӗ.
Ӗнер, пуш уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, Шупашкарта пурӑнакан пӗр ачапа пӑтӑрмах сиксе тухнӑ. Хулари Университет урамӗнче пурӑнаканскер урине чукун батарея хушшине чиксе хунӑ. Кӗме кӗнӗ-ха ура, анчах кӑларма тӑрсан каялла хускалман. Пӗчӗкскер хӑй те аптӑранӑ, аслисем те сехӗрленсе ӳкнӗ.
Ачан ҫывӑх ҫыннисем, инкеке лекнӗ шӑпӑрлана пулӑшма ыйтса, кӑнтӑрла иртни тӑватӑ сехет тӗлӗнче Чӑваш Енӗн Шыравпа ҫӑлав службине шӑнкӑравланӑ. Лешсем вӑрах кӗттермен, пӗчӗкскере пулӑшма васканӑ.
Капкӑна лекнӗ ачана ҫӑлавҫӑсем ятарлӑ хатӗрсемсӗрех пулӑшма май тупнӑ. Урана вӗсем пӑрӑха май асӑрханса ҫавӑрнӑ та ялт кӑна туртса кӑларнӑ. Ачан ҫывӑх ҫыннисем вара тӗпренчӗкне ӳлӗмрен асӑрхануллӑ пулмаллине, харсӑрланмалла маррине ӑнлантарса панӑ.
Ҫӗмерле хулинчи йӗрке хуралҫисем 61 ҫулти арҫынна тытса чарнӑ. Ӑна чиркӳ хӑпартмашкӑн укҫа пуҫтарма лартнӑ ешчӗкрен укҫа вӑрланӑ тесе шанмаҫҫӗ. Ҫавна май тивӗҫлӗ канури ҫак арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ те пуҫарнӑ.
Чӑваш Енӗн шалти ӗҫсен министерстви хыпарланӑ тӑрӑх, пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнче такам апат-ҫимӗҫ лавккинче ларакан ешчӗке уҫса укҫа йӑкӑртса тухса кайнӑ. Укҫана хапсӑнма пултарнӑ ҫынна пакунлисем тепӗр икӗ сехетренех тупса палӑртнӑ. Вӑл — судпа унччен те айӑпланнӑ 61 ҫулти арҫын. Чиркӳ хӑпартма пуҫтаракан укҫаран хайхискер 4 пин те 500 тенкӗ илни паллӑ пулнӑ. Укҫана вӑрласа тухса кайнӑ хыҫҫӑн тивӗҫлӗ канури арҫын нумай шухӑшласа тӑман — эрех туянса ӑшне кантарнӑ.
Раҫҫейӗн Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн тӗпчевҫисем Шупашкарти 4-мӗш гимназин пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫсем татах тупнӑ.
Аса илтерер, Эльвира Казакова тӗлӗшпе маларах темиҫе уголовлӑ ӗҫ пуҫарнӑччӗ. Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, вӑл ачасене гимназие вырнаҫтарма ашшӗ-амӑшӗнчен сӗтев илнӗ. Пуҫлӑх пулнӑ хӗрарӑма килте хупса усрама йышӑннӑччӗ.
Ҫавӑн хыҫҫӑн гимнази директорне ҫирӗплетес тӗллевпе конкурс иртнине, пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑран должноҫран хӑтарнӑ хӗрарӑм вырӑнне Андрей Михайлова лартнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Халӗ экс-директор тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫсене пӗр ҫӗре пухса тӗпчеҫҫӗ. Вӗсем, тӗпрен илсен, сӗтев илнипе, ӗҫ вырӑнӗпе тивӗҫсӗр усӑ курнипе ҫыхӑннӑ.
Канашри коммерци организацийӗн 42 ҫулти директорӗ тата унта ӗҫлекен 24-ри каччӑ тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле (уголовлӑ) ӗҫе тишкерсе пӗтернӗ, суда ярса панӑ. Следовательсем ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, предприятире ӗҫлекен пӗр ҫын шӑпах вӗсен айӑпӗпе хытах аманнӑ.
Следстви хучӗсем тӑрӑх ҫакӑ паллӑ: иртнӗ ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗнче предприяти ертӳҫи 24 ҫулти ҫамрӑка ятарлӑ программӑпа вӗрентмесӗрех тата ӗҫ хӑрушсӑрлӑхӗн йӗркипе паллаштармасӑрах «Амкодор 342В» погрузчикӗн шыв тытӑмне юсама шаннӑ. Аппаланнӑ хушӑра вӑл пысӑк пусӑмлӑ ҫухавасене гидрораспределительтен уйӑрнӑ та погрузчикӑн ӑсса илмелли пайӗ вӗҫерӗнсе кайнӑ. Ӑсакан пая шӑратса ҫыпӑҫтаракан арҫын ҫине пӗр тонна ытла таякан хатӗр ӳкнӗ — арҫын сывлӑхне хытах сиенлетнӗ. Тепӗр арҫын вара пӑтӑрмаха вӑхӑтра асӑрхаса айккинелле тапса сикме ӗлкӗрнӗ.
Ертӳҫӗ тата 24 ҫулти ҫамрӑк ҫын шӑпине суд ҫитес вӑхӑтрах татса парӗ.
Пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Шупашкар тӗлӗнче Атӑлӑн сулахай ҫыранӗ енне мотоциклпа каҫма тӑнӑ ҫамрӑк инкеке лекнӗ.
Икӗ урапаллӑ хатӗрпе вӗҫтерсе пыраканскер ҫыран хӗрне ҫитесси пӗр 500 метр юлсан шар курнӑ. Юрать-ха, хӑй ҫӑлӑнма пултарнӑ. Анчах пӑр айне лекнӗ тимӗр тусне туртса кӑларас тесе вӑл тӑватӑ сехете яхӑн нушаланнӑ.
Инкек кӑнтӑрлахи 11 сехетсенче «Чувашия» (чӑв. Чӑваш Ен) санатори ҫывӑхӗнче сиксе тухнӑ. Мотоцикла шывран кӑларас тесе каччӑ 14 сехет те 50 минутчен тапаланнӑ. Май килменнине кура ҫӑлавҫӑсенчен пулӑшу ыйтнӑ.
Чӑваш Енӗн шыравпа ҫӑлав тытӑмӗнче ӗҫлекен специалистсем пӑр ҫийӗн ҫӳреме хӗлле те хӑрушшине аса илтереҫҫӗ. Ҫитменнине тата — транспортпа. Ҫуркунне вара каламасӑрах паллӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Рамстедт Густав Ион, паллӑ финн чӗлхеҫи, алтай чӗлхе верентӗвӗн никӗсне хываканӗсенчен пӗри вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |