Ҫӗрпӳ районӗн администрацийӗн пуҫлӑхне Андрей Павлова ирӗклӗхсӗр хӑварнӑ.
Чӑваш Енӗн прокуратури пӗлтернӗ тӑрӑх, райадминистраци пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе тӑватӑ уголовлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курса юридици сӑпачӗсен ӗҫ-хӗлне саккунсӑр майпа чӑрмав кӳнӗшӗн, должноҫ полномочийӗсенчен иртнӗшен тата ултавлӑ ӗҫсемпе аппаланнӑшӑн явап тыттарасшӑн.
Ҫӗртме уйӑхӗн 14-мӗшӗнче малтанхи итлев вӑхӑтӗнче Андрей Павлова хупса хума йышӑну. Тӳрен ирӗк илмесӗр килтен тухса ҫӳреме юраман, анчах вӑл йӗркене темиҫе хут та пӑснӑ, ҫавна май суд Павлова ирӗксӗр хӑвармалла тунӑ.
Палӑртмалла, пӗлтӗрхи ҫу уйӑхӗнче Андрей Павлов хӑйне пӑхӑнса тӑракан тӳре-шарана электроустановкӑсене техника тӗлӗшӗнчен пӑхса тӑмашкӑн алӑ пуснӑ килӗшӳсене пӑрахӑҫлама хушса 10 организацие ҫыру яма хушнӑ. Вӑл вӑхӑтра ҫав предприятисем ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхӑн муниципаллӑ предприятийӗпе тунӑ килӗшӗве тӗпе хурса ӗҫленӗ. Кун хыҫҫӑн пурте «МНФ «Энергосервис» пӗрлӗхпе килӗшӳ ҫырнӑ, унта вара 2008-2011 ҫулсенче Павлов хӑй ӗҫленӗ, директор ҫумӗ пулнӑ. Унӑн хӑтланӑвӗсене пула предприятисем 490 пин тенкӗлӗх тӑкак тӳснине палӑртнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан Александр Пименов Мари Элти юханшыв хӗррине похода кайни пирки, вӑл унта ҫухални ҫинчен пӗлтернӗччӗ. Ку кӑҫалхи ҫуркунне пулнӑччӗ. Унтанпа вӑхӑт самай иртрӗ, ҫухалнӑ каччӑна тупайманччӗ-ха.
Ӑна тӑванӗсем, ҫӑлавҫӑсем шыранӑ, анчах кӑлӑхах. Кайран водолазсем, тусӗсем ӑна шывра усӑ курмалли ятарлӑ хатӗрпе шыранӑ. Темиҫе кунран ейӳ сарӑлас хӑрушлӑх пуррине кура ӗҫе чарма тивнӗ.
Шел те, ҫамрӑкскер ку тӗнчере ҫук ӗнтӗ. Ҫӗртмен 10-мӗшӗнче унӑн виллине пулӑҫӑ тупнӑ. Ӳчӗ ҫухалнӑ вырӑнтах инҫех мар пулнӑ. Александр Пименова тепӗр кунхине Явӑш ҫӑви ҫинче пытарнӑ.
Чӑваш Енре ҫуралнӑ Владимир Антипов 28 ҫул тултармаллаччӗ. Вӑл ҫуралнӑ кунӗччен пӗр кун ҫеҫ пурӑнайман. Шел те, ҫамрӑк арҫыннӑн пурнӑҫӗ Сирире татӑлнӑ.
Владимир Антипов сержант Хомс провинцийӗнчи перкелешӳре пуҫ хунӑ. Вӑл йывӑр сурансене чӑтаймасӑр сывлама пӑрахнӑ. Халӑх тетелӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, Антипов сержант хулана «зачистка» тунӑ чухне боевиксем ҫывхарнине асӑрханӑ, вӗсене пеме тытӑннӑ. Ушкӑн командирне ванчӑк лекнӗ, Владимир ӑна ҫапӑҫуран йӑтса тухнӑ, кайран каллех таврӑннӑ. 4 сехете пынӑ ҫапӑҫура салтаксен патронсем, ҫар припасӗсем пӗтнӗ, вара Антипов сержант ушкӑна хӑрушсӑр вырӑна янӑ, хӑй вара хӳтӗлеме юлнӑ. Вӑл нумай суранланнӑ, сывлама пӑрахнӑ. Вилнӗ хыҫҫӑн ӑна патшалӑх наградине пама тӑратнӑ.
Владимир Антипов 1990 ҫулта Канашра ҫуралнӑ, унтан унӑн ашшӗ-амӑшӗ Шупашкара куҫса килнӗ. «Ҫыхӑнура» форумра ҫынсем ҫырнӑ тӑрӑх, унӑн арӑмӗ тата икӗ ачи юлнӑ.
Шупашкар хулин Депутатсен пухӑвӗн депутатне, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти пайташне, строительство предприятийӗн пуҫлӑхне Евгений Андреева парти пайташӗ пулма чарнӑ.
Аса илтерер, ӑна икӗ уйӑхлӑха следстви изоляторне хупса хунӑ. Тӗпчевҫӗсем малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, пуҫлӑх-депутат хӑйӗ ӗҫтешне вӗлерме тӑнӑ имӗш. Анчах хура ӗҫе пурнӑҫлама пакунлисем ура хунӑ пулать.
41 ҫулти депутат пирки партин регионти уйрӑмӗ парти пайташӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарсан унӑн пайташлӑхне чарса лартма май пуррине пӗлтернӗччӗ. Право органӗсенчен официаллӑ хыпар илсен Евгений Андреевӑн партирен кӑларас ыйтӑва пӑхса тухма пултарнине систернӗччӗ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗ пуҫиле ӗс пуҫарнине хыпарланӑ хыҫҫӑн партин регионти уйрӑмӗ Евгений Андреева парти пайташӗ пулма чарса лартнӑ.
Пӗрремӗш каналпа кӑтартакан «Давай поженимся» телепередачӑн ӗнерхи кӑларӑмӗнче «юрлакан стилист» тесе хӑйӗнпе паллаштарнӑ Аида Великовӑпа тата Федор Федоров ятлӑ 25-ри каччӑпа пӑтӑрмах пулса иртрӗ.
Каччи хӑйӗн 3 ҫулхи ача пуррине пытарчӗ, хӗрарӑм Федорӑн амӑшӗ тесе суйрӗ. Федор хӑйне тӗлӗнсе каймалла пуян, миллионер, Европӑри инвестици фончӗн пуҫлӑхӗ евӗр кӑтартрӗ. Амӑшне вӑл ҫурт илсе панӑ имӗш. Унтан тата Шупашкар каччин савнийӗ Кира ятлӑ модель пулнӑ терӗҫ Аидӑпа Федор. Ҫав пике туй умӗн хӑйӗн тепӗр савнийӗпе автоинкеке лексе кӳмепе ҫӳрекен сусӑра ҫаврӑннӑ имӗш. Ырӑ чунлӑ Федор хӗре Израильте те сипленӗ-мӗн. Анчах Федорпа кӑтартнӑ сӑн ӳкерчӗкре пачах урӑх ятлӑ пикеччӗ, ури ҫинче те вӑл, Турра шӗкӗр, чиперех тӑратчӗ.
Каччӑпа паллашма пынӑ иккӗмӗш хӗрпе паллаштарнӑ хыҫҫӑн Шупашкарти суеҫӗ геройсене кӑларӑмран тухса кайма ыйтрӗҫ. Вӗсем хускалманнине кура телеертӳҫӗсем хӑйсем тӑрса утрӗҫ.
«В школе заставляют меня и моего сына написать заявление, что наш родной язык русский и сын хочет изучать его, а не чувашский. Мы сопротивляемся...» (чӑв. Шкулта мана тата манӑн ывӑла пирӗн тӑван чӗлхе вырӑс чӗлхи, чӑваш чӗлхи мар тесе ҫырма хистеҫҫӗ, ывӑл та ӑна вӗренесшӗн. Эпир хирӗҫ тӑратпӑр...) ҫапла ҫырнӑ Фейсбукра Эрбина Никитина журналист тата философи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, хулара ӳссе те чӑваш чунӗллӗ амӑшӗ.
Тӑван чӗлхе предмет тесе хӑш чӗлхене суйласси ирӗклӗ тесе тӳре-шара ӗнентернӗрен ку хыпар чӑннипех те тӗлӗнтерчӗ. Тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче ун пек хыпара ашшӗ-амӑшӗ маларах та пӗлтернӗччӗ. Унта ӗнентернӗ тӑрӑх, ашшӗ-амӑшне вырӑс чӗлхи тесе суйлама хатӗрленӗ заявленисене алӑ пусма ыйтаҫҫӗ имӗш.
Шупашкар хулин Депутатсен пухӑвӗн депутатне, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти пайташне, строительство предприятийӗн пуҫлӑхне Евгений Андреева икӗ уйӑхлӑха следстви изоляторне хупса хунине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Тӗпчевҫӗсем малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, депутат ҫынна саккас парса вӗлерме тӑнӑ имӗш. Тӗнче тетелӗнче ҫӳрекен сӑмах-юмаха ӗненсен, ҫапла майпа хайхи усламри хӑйӗн партнерне сиен кӳме ӗмӗтленнӗ пулать.
«Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин регионти уйрӑмӗ парти пайташӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарсан унӑн пайташлӑхне чарса лартма май пуррине пӗлтернӗ. Ку йӗркене партин уставӗнче пӑхса хӑварнӑ. Право органӗсенчен официаллӑ хыпар илсен Евгений Андреевӑн партирен кӑларас ыйтӑва пӑхса тухма пултарнине систернӗ.
Шупашкар хулин депутатсен пухӑвӗн депутачӗн Евгений Андреевӑн ҫитес икӗ уйӑха следстви изоляторӗнче ирттерме тивӗ. Унта вӑл, политикӑна спортран куҫнӑскер, суд пуличченех ларӗ. Кун пирки «Чебоксары24» (чӑв. «Шупашкар24») информаци порталӗ хыпарлать.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, депутата ҫынна вӗлерме саккас панӑшӑн тытса чарнӑ имӗш. Хӑшӗ-пӗри систернӗ тӑрӑх, «халӑх тарҫи» ҫапла майпа бизнесри партнерне тавӑрасшӑн пулнӑ. Тискер ӗҫ пурнӑҫланман пулин те Евгений Андреевӑн нумай вӑхӑтлӑха ирӗклӗхпе сыв пуллашма тивӗ.
Палӑртса хӑвармалла, уголовлӑ ӗҫе Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин республикӑри управленийӗ пӑхса тӑнипе Раҫҫей Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ ӗҫсене тишкерекен пайӗн ӗченӗсем тӗпчеҫҫӗ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 5-мӗшӗнче 13 сехет ҫурӑра Патӑрьел районӗнчи Анат Туҫа ялӗнче пушар тухнӑ. Вӑйлӑ ҫиле пула виҫӗ хуҫалӑх шар курнӑ.
МЧСӑн Чӑваш Енри тӗп управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Ҫамрӑксен урамӗнче пурӑнакан 42 ҫулти арҫыннӑн сарай таврашӗнче пушар тухнӑ. Ҫав вӑхӑтра шӑпах вӑйлӑ ҫил алхаснӑ. Ҫавна май ҫулӑм кил хуҫин ҫурчӗ ҫине куҫнӑ, кайран икӗ кӳршин пӳрчӗ ҫунма тытӑннӑ.
Пушара ҫур сехетрен сӳнтернӗ, пушарнӑйсем ултӑ автоцистернӑпа усӑ курнӑ. Пӗр ҫурт тӗпӗ-йӗрӗпе ҫунса кайнӑ, тепӗр иккӗшне ҫӑлма май килнӗ.
Халӗ ҫулӑм ӑҫтан тухнине тӗпчеҫҫӗ
Ҫулла ҫитсен массӑллӑ информаци хатӗрӗсем ачасем ҫӳлти хутран ӳкни пирки нумай ҫыраҫҫӗ, аслисене асӑрхануллӑ пулма ыйтаҫҫӗ. Ҫапах ашшӗ-амӑшӗ тимсӗрлӗхне пула шӑпӑрлансем шар курнӑ тӗслӗх пур. Ку ыйтӑва паян Правительство ҫуртӗнче иртнӗ планеркӑра Шупашкарти Пӗрлехи диспетчер службин пуҫлӑхӗ Валерий Гладков хускатнӑ.
Ӗнер тӗп хулари Стрелоксен 139-мӗш дивизийӗн урамӗнчи пӗр ҫуртра инкек пулнӑ. Тӑваттӑмӗш хутри балконран 11 ҫулти арҫын ача ӳкнӗ. Шел те, шӑпӑрлан васкавлӑ медпулӑшу киличчен сывлама пӑрахнӑ. Ку тӗлӗшпе халӗ тӗрӗслев иртет.
Николаев урамӗнчи 41-мӗш ҫуртра та чутах инкек пулман. Унта иккӗмӗш хутри чӳречерен арҫын ача сикнӗ. Ӑна «Облик» вӗренӳ центрӗн тӑрринче асӑрханӑ. Ача урине суранлатнӑ, ӑна Республикӑри ача-пӑча пульницине илсе кайнӑ. Ку ӗҫ тӗлӗшпе те тӗрӗслев иртет.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Рамстедт Густав Ион, паллӑ финн чӗлхеҫи, алтай чӗлхе верентӗвӗн никӗсне хываканӗсенчен пӗри вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |