Чӑваш Енри аслӑ шкулта вӗреннӗ арҫын Чечняра полицейские вӗлернӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Кун пирки www.kavkaz-uzel.eu сайт пӗлтерет.
Кӑрлач уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Чечняри Шалинск районӗнчи Автуры ялӗнче ШӖМӗн полици уйрӑмӗн пуҫлӑхне тапӑннӑ. Пакунлӑ ҫынна апат-ҫимӗҫ лавккинчен тухнӑ чухне ҫурӑмӗнчен персе вӗлернӗ. Вӑл йывӑр сурана пула вилнӗ. Ӑна вӗлернӗ ҫын «Тайота» машинӑна ларса тарнӑ. Кӗҫех арҫынна тупнӑ. Тытса чарнӑ чухне вӑл хирӗҫ тӑнӑ, ҫавӑнпа ӑна персе пӑрахма тивнӗ.
Полицейские Автуры ялӗнче пурӑнакан 27 ҫулти каччӑ вӗлернӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Йӗрке хуралҫисем пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл Чӑваш Енре юридици факультетӗнче вӗреннӗ, полицире ӗҫленӗ. Анчах ӑна боевиксемпе ҫыхланнӑшӑн судпа айӑпланӑ.
Ҫӗнӗ ҫул тӗлӗнчи уяв чылайӑшӗшӗн хаваслӑхпа асра юлать пулсан теприсен килне вӑл хуйхӑ та илсе килнӗ. Раштавӑн 31-мӗшӗнче 44-ри хӗрарӑм-водитель «Опель-Антара» машинӑпа арҫын ҫине пырса кӗнӗ. Тӗксӗм тумланнӑскере хӗрарӑм кая юлса асӑрханӑ имӗш.
Инкек каҫхи ҫичӗ сехет тӗлӗнче «Шупашкар—Ҫӗньял—Илпеш—Алькеш» ҫул ҫинче пулса иртнӗ. Шупашкар хӗрарӑмӗ 56-ри арҫынна вилмеллех таптанӑ. Арҫын ҫул ҫинче ӳсӗр тӑма пултарнӑ, вӑл иртен-каян машинӑна чарма хӑтланнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Хӗрарӑм-водитель урах пулнӑ.
Ҫул-йӗр инспекторӗсем тата яваплӑ ытти специалист ҫул-йӗр ҫинчи инкек сӑлтавне палӑртӗ. Машина рулӗ умӗнчи хӗрарӑма еплерех явап тыттарассипе тыттармасси тата ӑна мӗн кӗтесси те каярах уҫӑмланӗ.
Шупашкарти йӗрке хуралҫисене раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнче 16 сехетсенче Арбат текен районтан сӗтелпе тенкел ҫухалнине пӗлтернӗ. Хула администрацийӗ вырнаҫтарнӑ ҫав пурлӑх ҫӗтнине илтсен пакунлисем шырама пикеннӗ. Часах вӗсем вӑрӑ йӗрӗ ҫине тухнӑ.
Сакпа сӗтеле 40 ҫулти арҫын куҫ хывнӑ. Унччен судпа айӑпланнӑскер вӑрланӑ япаласене пӗрле пурӑнакан хӗрарӑм патне кайса лартнӑ. Кукӑр алӑлли йӗрке хуралҫисене ӗнентернӗ тӑрӑх, сакпа сӗтеле вӑл ҫав хӗрарӑма Ҫӗнӗ ҫул ячӗпе парнелес тенӗ.
Шупашкарти Арбатран сакпа сӗтел хӗстерсе кайнӑ самантра арҫын самаях хӗрӗнкӗ пулни ҫиеле тухнӑ. Анчах ӳсӗрри те, савнине парнелес тени те ӑна яваплӑхран хӑтараймӗ. Ун тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 158-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе ӗҫ пуҫарнӑ.
Ӗнер, кӑрлач уйӑxӗн 2-мӗшӗнче, каҫхи вунӑ сехетре Вӑрнар районӗнчи Нурӑса 70 ытла ҫамрӑк ҫапӑҫма пухӑннӑ. Хайхискерсем унта ҫӑмӑл машинисемпех пынӑ.
Дежурствӑри полици ӗҫченӗсем Нурӑсра пулнӑ май питӗ нумай автомашина ларнине тата ҫамрӑксем йышлӑн кӗпӗрленнине асӑрханӑ. Хайхискерсем ҫапӑҫма пухӑннине пакунлисем ҫийӗнчех ӑнланнӑ та пурне те — 72 ҫынна — вырӑнти полици уйрӑмне илсе кайнӑ. Вӗceм — 18-30 ҫулсенчи ҫамрӑксем.
Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑpӑx, яшсем мӗншӗн пуҫтарӑнни те паллӑ. Вӑрнар районӗнчи пӗр ялти клубра икӗ каччӑ урлӑ пулнӑ иккен. Шӑпах ҫавна пула ҫамрӑксем пухӑнса кам вӑйлӑраххине палӑртма шухӑшланӑ. Халӗ йӗрке хуралҫисем ҫамрӑксене административлӑ майпа явап тыттарасси пирки шухӑшлаҫҫӗ.
Элӗк районӗнчи Ураскилтре пурӑннӑ арҫыншӑн Ҫӗнӗ ҫул каҫӗ инкекпе вӗҫленнӗ. Сехет 12 хутчен шакканӑ хыҫҫӑн ялти пӗр ҫуртра пушар тухнӑ, пӗр хутлӑ кирпӗч пӳрт ҫуннӑ.
Шел те, пушарта кил хуҫи вилнӗ. Ҫулӑма сӳнтерме 2 техника, 6 ҫын ҫитнӗ. Анчах арҫынна ҫӑлма май килмен. Ҫулӑма сӳнтернӗ хыҫҫӑн ҫав ҫуртра пурӑннӑ арҫыннӑн виллине тупнӑ. Вӑл – 1949 ҫулта ҫуралнӑскер.
Пушар ӑҫтан тухнӑ? Халӗ ку ыйтӑва уҫӑмлатаҫҫӗ, следстви умӗнхи тӗрӗслев ирттереҫҫӗ. Арҫын мӗншӗн вилнине палӑртаҫҫӗ, медицина тата пушар-техника экспертизи ирттерес ыйтӑва пӑхса тухаҫҫӗ.
«Шупашкарта чӑвашла калаҫсан Китая кайма сӗннӗ», — ҫапла хыпарланӑччӗ эпир Чӑваш халӑх сайчӗн редакторӗпе Николай Плотниковпа пулса иртнӗ пӑтӑрмаха.
Аса илтерер, ҫак уйӑхӑн 21-мӗшӗнче вӑл транспорт картти ҫине укҫа хума Шупашкарти Вокзалҫул урамри 1а ҫурта кӗнӗччӗ. Хӑй мӗн ҫӑмӑлпа ҫӳренине чӑвашла пӗлтерсен ӑна унти кассирсенчен пӗри курнӑҫланса ҫӳретӗн тесе вӑрҫса пӗтернӗ, вӑл ӑна Китая кайма сӗннӗ.
Пӑтӑрмах сиксе тухнине Николай Плотников «ЕТК» компание ҫӑхавланӑччӗ, кӑнттам кассира ӗҫрен хӑтармах ыйтнӑччӗ.
Халӗ компанирен хурав килнӗ. Унта кассирсене выговор панине, ҫынпа мӗнле калаҫмаллине вӗрентнине пӗлтернӗ.
Транспорт карттине чӑвашла ҫырманнине вырӑн хӗсӗккипе тата карттӑна илемлӗ тӑвасшӑн тӑрӑшнипе сӑлтавланӑ.
Вӑрнар районӗнчи Вӑрман Кипек ялӗнче пурӑнакан ҫынсем шока кӗрсе ӳкнӗ. Ӗнер ҫӗрле унта тӗпленнӗ пӗр ҫемьене арҫын тапӑннӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, хайхи арҫын вӗсен пӳртне кӗнӗ, кил хуҫине вӗлернӗ, унтан арӑмне леш тӗнчене ӑсатма хӑтланнӑ. «Арҫын ҫемьен килне кӗнӗ, шӑв-шав илтсе ачисем вӑраннӑ. Ҫемье пуҫӗ мӗн пулнине тӗрӗслеме тухнӑ, кӗтмен хӑнапа иккӗшӗ хирӗҫсе кайнӑ. Лешӗ ачасен ашшӗн ҫӗҫӗпе чиксе вӗлернӗ, арҫын ҫавӑнтах вилнӗ. Хӑна хӗрарӑма та тапӑннӑ, суранлатнӑ. Вӑл халӗ пульницӑра реанимацире выртать», - ҫапла пӗлтернӗ ял ҫыннисем.
Ку ӗҫ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. «Про Город» сайтра ҫырнӑ тӑрӑх, тискер преступление тума пултарнӑ арҫынна Шупашкарта Эгер бульварӗнче тытса чарнӑ.
Паян, раштав уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, Шупашкарти И.Яковлев проспектӗнчи производство предприятийӗнче вут-ҫулӑм алхаснӑ. Ҫак инкек ҫур ҫӗр иртни 2 сехет ҫурӑра пулнӑ. Кун пирки «Про Город» портал халӑх корреспонденчӗ пӗлтернипе хыпарлать.
«Шупашкар керамики» савутра цех ҫунчӗ», — пӗлтернӗ вӑл кӑларӑм журналистне. Официаллӑ хыпар тӑрӑх, пушар тухнӑ вырӑна Чӑваш Енӗн МЧСӗн 18 ӗҫченӗ 5 машинӑпа пырса ҫитнӗ, ҫулӑма чарнӑ. Анчах хальлӗхе пушар мӗнрен тухни паллӑ мар.
«Вут-ҫулӑм цехӑн тӑррине юрӑхсӑра кӑларнӑ, стенасемпе ҫивиттие сиенлетнӗ. Халӗ специалистсем пушар епле майпа тухнине тӗпчеҫҫӗ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, «хӗрлӗ автан» предприятие 100 пин тенкӗлӗх сӑтӑр кӳнӗ», — ӑнлантарчӗҫ Чӑваш Енри ГКЧСӑн пресс-службинче.
Ҫӗнӗ ҫул тӗлӗнче ҫӗнӗ шупашкарсем выҫӑ тытма шухӑшланӑ. Эрне ытла каннӑ вӑхӑтра ытла самӑрӑлса каясран шикленнипе мар, «Алза» строительство компанине тарӑхнипе вӗсен ҫилли тулса ҫитнӗ.
Выҫӑ тытасси пирки Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхне Ольга Чепрасовӑна хут ҫырса систернинчен 10 ҫынтан пуҫласа 40 ҫын таран ҫак акцие хутшӑнасси паллӑ. Апатсӑр ларма вӗсем раштав уйӑхӗн 30-мӗшӗнче тытӑнасшӑн та кӑрлачӑн 1-мӗшӗ таран ҫимесӗр чӑтасшӑн.
Выҫӑ тытма шухӑшланисем «Алза» тулли мар яваплӑ обществӑна хваттер тума тӳпене кӗрсе укҫа хывнӑ. Анчах ҫӑраҫҫи уҫҫине паян та алла илеймен.
Предприятие панкрута кӑларас ӗҫе Чӑваш Енӗн Арбитраж сучӗ ҫитес ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 5-мӗшӗнче пӑхса тухмалла. Строительство компанийӗ панкрут ӗҫне юридици сӑпачӗллӗ тата уйрӑм 7 ҫын кӗнӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 28 тата 30 ҫулсенчи икӗ арҫын 1100 ытла компьютера вирус ертсе аркатнӑ. Ҫапла майпа вӗсем компьютерсенчи информацие сутма тӗллев тытнӑ, анчах май килмен. Кун пирки «МК в Чебоксарах» хыпарлать.
Уголовлӑ ӗҫ материалӗсем тӑрӑх, хайхи арҫынсем хӑйсем шухашласа кӑларнӑ вируспа 1100 компьютера техникӑна пырса перӗнмесӗрех «чирлеттернӗ». Анчах пухнӑ информацие — ют компьютерсенчи парольсемпе кодсене, электронлӑ майпа укҫа тӳлеме май паракан реквизитсене — интернет урлӑ сутма ӗлкӗреймен, вӗсем патне Хӑрушсӑрлӑх службин ӗҫченӗсем пырса кӗнӗ.
Ҫамрӑк арҫынсене иккӗшне те тытса чарнӑ, уголовлӑ ӗҫ пуҫарса тӗпченӗ. Халӗ суд та пулнӑ. Хакерсенчен пӗрне ҫулталӑк ҫурӑлӑха ирӗклӗхсӗр хӑварнӑ, теприне 30 пин тенкӗлӗх штрафланӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Рамстедт Густав Ион, паллӑ финн чӗлхеҫи, алтай чӗлхе верентӗвӗн никӗсне хываканӗсенчен пӗри вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |