Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.0 °C
Пӑсма пӗр кун, тума виҫ кун.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пӑтӑрмахсем: Вӗрентекен кил-ҫуртсӑр тӑрса юлнӑ

Ӗҫ Интернет лавккана аталантарас енӗпе партнет шыратӑп. Паллашу Zoom урлӑ.
Паллашу Ырӑ кӑмӑллӑ илемлӗ ялти пурнӑҫа килӗштерекен хӗр-хӗрарӑмпа паллашса Ҫемье ҫавӑра...
Сутатӑп Тĕртнĕ(пусма) маска , 100 тенкĕпе сутатăп
Софья Савнеш 09.04.2020 19:05 | 473 хут пӑхнӑ
Пӑтӑрмахсем
Нефедовсен сӑнӳкерчӗкӗ
Нефедовсен сӑнӳкерчӗкӗ

Улатӑрта пурӑнакан, шкулта алгебрӑпа геометрие вӗрентекен Надежда Нефедовӑн ҫемйи шар курнӑ. Ака уйӑхӗн 6-мӗшӗнче ҫӗрле вӗсен килӗнче пушар тухнӑ. Ҫулӑм ҫуртне тӗп тунӑ, никӗс ҫеҫ юлнӑ.

Ҫемьери ҫынсем ҫири кӗпе вӗҫҫӗн урама чупса тухнӑ. Вӗсем ун чухне ҫывӑрнӑ. Ҫур ҫӗр иртни 2 сехет ҫурӑра вӑранса кайнӑ – ҫулӑм пӳртӗн пӗр пайне ярса илнӗ ӗнтӗ.

Ҫемьере – тӑватӑ ҫын, вӗсем халӗ хваттер тара тытнӑ, кил-тӗрӗшре усӑ курмалли хатӗрсем пачах ҫук. Ҫынсем май килнӗ таран пулӑшаҫҫӗ. Нефедовсене халь нихӑҫанхинчен ытла пулӑшу кирлӗ.

#пӑтӑрмахсем, #Улатӑр, #пушарсем

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/63656
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Икӗ хутлӑ ҫурт, сарайпа гараж ҫунса кӗлленнӗ
2020, 03, 02
Ачасен алхасӑвне пула ҫурт ҫунса кайнӑ
2020, 03, 08
Шупашкарти пушарта кинемейпе икӗ пӗчӗк мӑнукӗ вилнӗ
2020, 03, 20
Тепӗр ҫемьене «Мужское/Женское» кӑларӑмра сӳтсе яврӗҫ
2020, 03, 25
Типӗ курӑка пула чутах ял ҫунса кайман
2020, 04, 05

Комментари:

Agabazar // 3108.69.5966
2020-04-09 21:33
Agabazar
Шешкелти (Тутарстан) вĕрентевçĕн те çурчĕ çунса кайнăччĕ.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org