Ӗнер Шупашкарти Граждан ҫул ҫаврӑнӑшӗнче хӑрушӑ авари пулни пирки, унта виҫӗ ҫамрӑк вилни ҫинчен пӗлтернӗччӗ. Каллех хурлӑхлӑ хыпар: пульницӑра тепӗр ҫамрӑк пурнӑҫран уйрӑлнӑ.
Аса илтерер: «Лада Приора» машина юпа ҫине пырса кӗнӗ хыҫҫӑн ҫунма пуҫланӑ. Салонри 20-ри водитель тата 21 ҫулти икӗ пассажир вырӑнтах вилнӗ. 17-ри тата 18-ти ҫамрӑксене пульницӑна ӑсатнӑ. Шел те, вӗсенчен пӗри реанимацире вилсе кайнӑ.
Руль умӗнче ларнӑ ҫамрӑкӑн прави те пулман, ӑна туртса илнӗ. Машина вара — ашшӗн.
Куракансем каланӑ тӑрӑх, «Лада Приора» тата тепӗр машина «Богданка» енчен пысӑк хӑвӑртлӑхпа ӑмӑртмалла килнӗ. Пассажирсем вара хӑрушсӑрлӑх пиҫҫихипе ҫыхӑнман пулнӑ.
Паян ҫӗрле, 1 сехет иртсен, Шупашкарта хӑрушӑ авари пулнӑ. Граждан урамӗнчи ҫул ҫаврӑнӑшӗнче машина юпана пырса тӑрӑннӑ та ҫунма пуҫланӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Лада Приора» водителӗ руле итлеттереймен те юпа ҫине пырса кӗнӗ. Кун хыҫҫӑн машина ҫунма пуҫланӑ.
Куракансем каланӑ тӑрӑх, машина ҫапӑнсан тӗтӗм йӑсӑрланма пуҫланӑ. Пушарнӑйсем вырӑна часах ҫитнӗ. Ҫул-йӗр инспекторӗсем ҫула пӳлнӗ. Машина сирпӗнес хӑрушлӑх пулнӑ.
Шел те, хӑрушӑ аварире виҫӗ ҫын вилнӗ: водитель тата 21 ҫулти икӗ пассажир. Тепӗр иккӗшӗ, 17-ри тата 18-ти ҫамрӑксем, суранланнӑ, вӗсене пульницӑна илсе кайнӑ.
Шупашкарти аэропорт техника енчен пуянлансах пырать. Иртнӗ ҫул вӗҫӗнче унта амбулифт туяннӑччӗ. Ҫак хатӗр урапапа ҫӳрекен сусӑрсене самолета лартма тата антарма кирлӗ. Ӑна Ҫӗнӗ Шупашкарта пӗлтӗр иртнӗ сусӑрсен Пӗтӗм Раҫҫейри ӑмӑртӑвне килнӗ спортсменпа сиксе тухнӑ пӑтӑрмах хыҫҫӑн туянма йышӑннӑччӗ. Шупашкарти аэропорт пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнче амбулифт туянассине иртнӗ ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерстви пӗлтернӗччӗ. Оборудовани Шупашкара раштав уйӑхӗн 27-мӗшӗнче килсе ҫитнӗччӗ.
Шупашкарти аэропортра халӗ тата пассажир трапӗ туяннӑ. Ҫӗнӗ хыпара паян пӗлтернӗ. Ку оборудовани те — самолетпа вӗҫме кӑмӑллакансене меллӗ пултӑр тесе илнӗ япала.
Паян, нарӑс уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, Шупашкарта маршрутка йывӑр тиевлӗ машинӑна пырса тӑрӑннӑ. Авари Трактор тӑвакансен проспектӗнчи Яхтинг тӗлӗнче пулнӑ.
266-мӗш маршрутка йывӑр тиевлӗ машинӑпа ҫапӑннӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, йывӑр тиевлӗ машина ҫаврӑнма чарӑннӑ. Ҫав вӑхӑтра ун ҫине маршрутка пырса кӗнӗ. Салонра пассажирсем пулнӑ. Вӗсенчен пиллӗкӗшне пульницӑна ӑсатнӑ.
Ку хыпара «Ҫыхӑнура» канашлура сӳтса явнӑ. «Ку транспорт хирӗҫ килекен ҫул та мар-ҫке. Маршрутка ҫаплах арканмалла мӗнле хӑвӑртлӑхпа пынӑ вара?» - ҫырнӑ Васильч. «Ахӑртнех, чарӑнура 33-мӗш маршрутка тӑнӑ, ку водитель малта пырас, пассажирсене пуҫтарас тесе васканӑ-тӑр», - палӑртнӑ 211.
Шупашкарта тӑхӑр уйӑхри ача хваттерти ӑшӑ пӑрӑхне тытса аллине пӗҫертнӗ. Кун пирки «Хула пирки» кӑларӑм (выр. «Про Город») хыпарлать.
Пӑтӑрмах нарӑсӑн 14-мӗшӗнче 324-мӗш Стрелоксен дивизийӗн урамӗнчи 19-мӗш ҫуртри пӗр хваттерте пулнӑ. Упаленекен, утма хӑнӑхакан ача пӑрӑха ярса тытнӑ та шари ҫухӑрма тытӑннӑ. Аллине пӗҫертнӗ ачана амӑшӗ пӗрремӗш пулӑшу панӑ, тухтӑрсене чӗннӗ. Ачана пульницана илсе ҫитернӗ, сулахай алли тата ал лаппи иккӗмӗш степень лартмалӑхах пиҫнине палӑртнӑ.
Ҫамрӑк хӗрарӑм каланӑ тӑрӑх, хутса ӑшӑтмалли тапхӑр пуҫланнӑранпах пӑрӑхсем калама ҫук вӗри тата хваттерте питӗ шӑрӑх. Ҫурт-йӗре пӑхса тӑракан компани шучӗпӗ айӑпли - ӑшӑ энергийӗпе тивӗҫтерекен «Т Плюс» фирма. Лешсем вара хваттерти ӑшӑ пӑрӑхӗсемшӗн хайхи леш компани яваплӑ теҫҫӗ. Апла-и, капла-и — шар курнӑ ҫемье куншӑн укҫа шыраса илме пултарать. Саккунпа килӗшӳллӗн вӗсен халь ҫурт-йӗре пӑхса тӑракан компание тата патшалӑхӑн пурӑнмалли ҫурт-йӗр инспекцине ҫӑхав ҫырмалла.
Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫри ача-пӑчан ӳнер шкулӗн пуҫлӑхне службӑри ултавшӑн айӑпласшӑннине Чӑваш халӑх сайчӗ иртнӗ ҫулхи ака уйӑхӗнчех пӗлтернӗччӗ. Хӗрарӑм-пуҫлӑх тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе иртнӗ уйӑхра тӗпчевҫӗсем суда ярса панине те Чӑваш халӑх сайчӗ ҫырнӑччӗ.
Тӗпчевҫӗсем тата суд ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, 2015 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче хӗрарӑм-пуҫлӑх вӗренӳ енӗпе ӗҫлекен заведующи пулма паллаканне илнӗҫи хушу кӑларнӑ. Леш урӑх организацире ӗҫленӗ, тепӗр ҫулталӑкран вӑл Тутарстана куҫса кайнӑ. Апла пулин те ӑна ӗҫленӗ пек укҫа тӳленӗ, лешӗ «кӗмӗле» пуҫлӑха парса пурӑннӑ. Унсӑр пуҫне хӗрарӑм-директор хӑйӗнпе пурӑннӑ арҫынна та шкулта ӗҫленҫи кӑтартнӑ.
Хӑй ертсе пынӑ шкула хӗрарӑм-пуҫлӑх 240 пин тенкӗ ытлалӑх шар кӑтартнӑ.
Пуҫлӑх пулнӑ хӗрарӑма 50 пин тенкӗ штраф хурса панӑ, ирӗкрен 3 ҫуллӑха условлӑ майпа хӑтарма йышӑннӑ. Вӗрентекен пулса ӗҫлеме ӑна икӗ ҫуллӑха чарнӑ. Хӗрарӑмӑн пӗлӗшне 1 ҫул та 3 уйӑхлӑха тӗрмене хупмасӑр явап тыттарӗҫ, 20 пин штраф тӳлеттерӗҫ. Приговор хальлӗхе вӑя кӗмен.
Ҫӗмӗрле хулинче суд тенкелӗ ҫине 45 ҫулти арҫын ларнӑ. Ӑна вӑрман хуҫалӑхӗн лаптӑкӗнчен Ҫӗнӗ ҫул уявӗ умӗн икӗ чӑрӑш касса тухнӑшӑн саккунпа килӗшӳллӗн явап тыттарнӑ.
Чӑваш Енӗн экологипе ҫутҫанталӑк министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, иртнӗ ҫулхи раштав уйӑхӗн 21-мӗшӗнче хайхи арҫын йӗрке хуралҫисен аллине ҫакланнӑ. Шӑпах ҫав кунхине вӑрман инспекторӗсем полици ӗҫченӗсемпе пӗрле рейда тухнӑ. Судпа унччен те темиҫе хут айӑпланнӑ ҫак арҫын 12 сантиметр диаметрлӑ, 2 метра яхӑн ҫӳллӗш икӗ чӑрӑша касса антарнӑ иккен. Вӑрман хуҫалӑхӗ вара арҫыннӑн хӑтланӑвне пула 5 пин тенкӗлӗх шар курнӑ.
Миравай суд арҫын айӑплине туллин ҫирӗплетнӗ, ӑна 200 сехет ӗҫлеттерме йышӑну кӑларнӑ. Приговор вӑя кӗме те ӗлкӗрнӗ ӗнтӗ.
Паян, нарӑс уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, Мускав ҫывӑхӗнче самолет ӳкнӗ. Сарӑту авиалинийӗн Ан-148 самолетра 71 ҫын пулнӑ. Кун пирки Интерфакс пӗлтерет.
«Тимӗр кайӑк» Мускаври «Домодедово» аэропортран Орска вӗҫсе тухнӑ. Мускавра вӗҫсе хӑпарсанах вӑл радарсен экранӗнчен ҫухалнӑ. Экипажпа ниепле те ҫыхӑну йӗркелеме май килмен. Кӑштахран самолет ӳкнине курнӑ ҫынсем ку хыпара пӗлтернӗ. Вӑл Раменское районӗнче ӳкнӗ.
Самолетра 65 пассажир тата экипажӑн 6 ҫынни пулнӑ. Шел те, специалистсем пӗлтернӗ тӑрӑх, унти ҫынсен ҫӑлӑнма шанчӑк пулман.
Хальлӗхе ҫӑлавҫӑсем икӗ вилен пайӗсене тупнӑ. Самолет ӳкнӗ вырӑна техника кӗреймест, ҫавӑнпа унта ҫуран ҫитме тивет.
Паян Шупашкар районӗнче ҫул-йӗр инспекторӗсен машини инкеке лекнӗ. Авари ирхи 6 сехет те 20 минут тӗлӗнче «Шупашкар— Сӑр» ҫул ҫинче пулнӑ.
Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн патшалӑх инспекцийӗн ҫул-йӗрпе патруль службин инспекторӗ тытса пыракан «Лада Приора» ҫӑмӑл машина хирӗҫ ҫул ҫине тухса кайнӑ.
Инкек вӑхӑтӗнче инспекторсем иккӗн пулнӑ. Вӗсем, Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, патруле тухнӑ.
Хирӗҫ ҫул ҫинче машина «ГАЗель-2705» автомобильпе ҫапӑннӑ. Водительсене тата «ГАЗельте» ларса пынӑ хӗрарӑма пульницӑна илсе кайнӑ.
Инкек сӑлтавне йӗрке хуралҫисем палӑртӗҫ. Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерстви ку фактпа тӗрӗслев пуҫарнӑ. Ҫакӑн пирки министерствӑн пресс-служби хыпарланӑ.
Шупашкар хулинчи Энгельс урамӗнчи 17-мӗш тата 19-мӗш ҫуртсем хушшинчи ҫӳп-ҫап контейнерне пепкине тухса пенӗ хӗрарӑм хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хӗрарӑма йӗрке хуралҫисене асӑрхаттармасӑр урӑх ҫӗре тухса каймалла мар алӑ пустарнӑ. Пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ. Ҫакна РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн пресс-служби паян пӗлтернӗ. Аса илтерер, ача чӗрех пулнӑччӗ.
Кӑрлачӑн 5-мӗшӗнче тупнӑ вилӗ ача амӑшне вара халӗ те шыраҫҫӗ. Акӑ еплерех пӗлтернӗччӗ пӑтӑрмах пирки Софья Савнеш Чӑваш халӑх сайтӗнче: «Шупашкарта ҫӳп-ҫап ешчӗкӗнче ача виллине тупнӑ. Ӑна пӗр предприяти ӗҫченӗсем кӑрлач уйӑхӗн 5-мӗшӗнче асӑрханӑ. Йӗрке хуралҫисем пӗлтернӗ тӑрӑх, ача тин кӑна ҫуралнӑ».
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Рамстедт Густав Ион, паллӑ финн чӗлхеҫи, алтай чӗлхе верентӗвӗн никӗсне хываканӗсенчен пӗри вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |