Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.0 °C
Пиҫнӗ-пиҫмен иккӗ тӑрантарать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пӑтӑрмахсем: 17-ри каччӑ наркотик сутма хӑтланнӑ

Ӗҫ Интернет лавккана аталантарас енӗпе партнет шыратӑп. Паллашу Zoom урлӑ.
Паллашу Ырӑ кӑмӑллӑ илемлӗ ялти пурнӑҫа килӗштерекен хӗр-хӗрарӑмпа паллашса Ҫемье ҫавӑра...
Сутатӑп Тĕртнĕ(пусма) маска , 100 тенкĕпе сутатăп
Таисия Ташней 06.07.2020 17:47 | 128 хут пӑхнӑ
Пӑтӑрмахсем

Шупашкарта пурӑнакан 17 ҫулти каччӑна наркотик сутма тӑнӑшӑн айӑпланӑ. Ӑна Раҫҫей Федерацийӗн 30-мӗш статйин 3-мӗш пайӗпе тата 228-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе явап тыттарма йышӑннӑ. Ку статьясемпе наркотика саккуна пӑсса пысӑк виҫепе сутакансене айӑплаҫҫӗ.

Следстви тата суд ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 30-мӗшӗнче каччӑ Шупашкарти пӗр ҫуртӑн картишӗнче 8 грамм ытла наркотик туяннӑ. Ӑна вӑл кайран сутма тесе упранӑ. Анчах ярӑнтарса ӗлкӗреймен – наркотика пакунлисем асӑрхаса туртса илнӗ.

РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫамрӑка суд хупса усрамасӑр 5 ҫуллӑха ирӗкрен хӑтарма йышӑннӑ.

#ҫамрӑксем, #судсем, #пӑтӑрмахсем, #Шупашкар

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Кӗвӗҫнипе вӗлернӗ
2019, 10, 04
Тӑвай район хӗрне ют машинӑшӑн штрафланӑ
2019, 12, 15
Олег Ладыков ӗҫне тишкернӗ
2020, 01, 15
Хула пуҫлӑхӗн ывӑлне хупма йышӑннӑ
2020, 01, 21
Темиҫе аслӑ пӗлӳллӗ депутатӑн дипломӗсене шанмаҫҫӗ
2020, 06, 25

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org