Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -9.7 °C
Нумайне чӑтнине сахалне чӑт.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Пӑрмас

Республикӑра
Яндекс Карты сайтри сӑн
Яндекс Карты сайтри сӑн

Куславкка округӗнчи Пӑрмас ялӗнче пурӑнакан хӗрарӑм Совет тата Петров урамӗсенче ҫутӑ ҫук тесе прокуратурӑна ҫӑхав ҫырнӑ.

Тӗрӗслев пулнӑ. Чӑнах та, урамсем хӗресленекен вырӑнта ҫутӑ ҫитмен. Кун хыҫҫӑн ял ҫыннисене каҫхине те ҫӳреме хӑрушӑ ан пултӑр тесе темиҫе хунар вырнаҫтарнӑ. Куславкка округӗн администрацийӗ тӗлӗшпе представлени ҫырнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
goodfon.ru сайтри сӑн
goodfon.ru сайтри сӑн

Ҫӗртме уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Куславкка районӗнчи Пӑрмас ялӗ ҫывӑхӗнче пулнӑ аварире ача шар курнӑ.

ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӑмӑл автомашина водителӗ руле итлеттереймен – транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайнӑ та грузовикпе ҫапӑннӑ. Ҫӑмӑл автомашина рулӗ умӗнче Питӗрти 33-ри арҫын пулнӑ, грузовикре – Ростоври 35 ҫулти арҫын.

Хыҫалта ларнӑ ача суранланнӑ. Васкавлӑ медпулӑшу киличчен вӑл тӑнне ҫухатнӑ. Тухтӑрсем ӑна шина хунӑ, ыратнине ирттерекен укол тунӑ, ӳпкене сывлаттармалли аппарат лартса пульницӑна, Шупашкара, илсе кайнӑ. Вӗсене хирӗҫ реанимаци машини тухнӑ. Ҫур ҫулта вӗсем тӗл пулнӑ, реанимаци мероприятийӗсем ирттерсе ачана пульницӑна илсе ҫитернӗ. Халӗ вӑл реанимаци уйрӑмӗнче выртатать, сывлӑхӗ йывӑр.

 

Ҫул-йӗр
Лира Нурсаитова архивӗнчи сӑнӳкерчӗк
Лира Нурсаитова архивӗнчи сӑнӳкерчӗк

Куславкка районӗнче «Атӑл» М-7 федераци трасси ҫинчи 13 километр лаптӑка юсанӑ. Унта икӗ лаптӑк ҫӗре ҫӗнетнӗ.

«Волго-Вятскуправтодор» федерацин хысна учрежденийӗн халӑх ҫыхӑну тытас енӗпе ӗҫлекен специалисчӗ Лира Нурсаитова ҫак йӗркесен авторне пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫула юсанӑ ҫеҫ мар, ӑна 3 метр та 75 сантиметр таран сарнӑ.

Ҫӳрекенсене меллӗ пултӑр тесе ҫутӑ линине 8 километр тӑршшӗ сарнӑ. Ҫуран ҫӳрекенсене каҫмалли вырӑнсем те пур, общество транспорчӗ валли чарӑнусем те. Мартынкасси, Туканаш, Пӑрмас, Муркар, Тӗрлемес ялӗсем патӗнче 11 чарӑну вырӑнӗ вырнаҫтарнӑ. Пӗр ҫӗрте кану вырӑнӗ йӗркеленӗ.

Куславкка районӗнчи асӑннӑ ҫул лаптӑкӗсене тӗплӗ юсав валли федераци хыснинчен 1 миллиард та 300 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.

 

Пӑрмас ялӗн урамӗ. Ял тӑрӑхӗн сайтӗнчен илнӗ
Пӑрмас ялӗн урамӗ. Ял тӑрӑхӗн сайтӗнчен илнӗ

Нумай пулмасть Пӑрмас (Куславкка районӗ) ялне ҫул хывнине тата ҫӗнӗ административлӑ ҫурта уҫнине палӑртрӗҫ. Ҫурчӗ — икӗ хутлӑскер. Ҫитес вӑхӑтра унта ял вулавӑшӗ те ӗҫлеме пуҫлӗ.

Ҫак икӗ эскере (объекта) уҫнӑ ҫӗре Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ А.Разумов, Чӑваш Республикин муниципаллӑ пӗрлӗхсен канашӗнчен П. Айвенов, Куславкка районӗн администрацийӗнчен, районти ытти ял тӑрӑхсен пуҫлӑхӗсем килчӗҫ, сӑмах каларӗҫ. Ҫула уҫнине, административлӑ ҫурта хута янине ял тӑрӑхӗнче пурӑнакан халӑх тав сӑмахӗ каларӗ.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хӑвӑрӑн ӗҫре чылай япалана улӑштарма тивӗ. Тӗрӗслӗхшӗн кӗрешнӗ чухне хирӗҫӳрен пӑрӑнӑр, вӑя перекетлӗр — каярахпа тӗрӗслӗх пулатех. Канмалли кунсенче чуна пырса тивекен калаҫусем ирттерме сӗнмеҫҫӗ, вӗсене каярах вӑхӑта хӑварӑр.

Кӑрлач, 30

1918
108
Анатолий Александрович Александров, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫуралнӑ.
1941
85
Артемьев Юрий Михайлович, чӑваш критикӗ, литература тӗпчӗвҫи ҫуралнӑ.
2000
26
Колбасов Олег Степанович, правовед, юридици ӑслӑлӑхӗсен докторӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи