Пӑтӑрмахсем
![]() «Про Город» сайтран илнӗ сӑн Чӑваш Енре пассажирсене илсе ҫӳрекен автобус ҫунса кайнӑ. Ку Канаш хулинче пулнӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ. Паян, утӑ уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Канаш хулинче автовокзал ҫывӑхӗнчи общество транспорчӗн чарӑнӑвӗнче автобус ҫунма тытӑннӑ. Вӑл хулари маршрут пулман, «Мускав - Канаш» маршрутпа ҫӳренӗ. Автобус мӗншӗн мӑкӑрланма тытӑнни паллӑ мар, сӑлтавне халӗ специалистсем уҫӑмлатаҫҫӗ. Тен, транспортра ҫитменлӗхсем пулнӑ. Инкек вӑхӑтӗнче автобусра ҫынсем пулман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментари:
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |