Раштав уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Янту ялӗнче пурӑнакан Любимовсем ҫуртсӑр, нимсӗр-мӗнсӗр тӑрса юлнӑ. Вӗсен пурлӑхне пушар тӗп тунӑ. Халӗ ҫемье кӳршисем патӗнче выртса тӑрать.
Ҫуртра 5 ҫын пурӑннӑ. Пушар хыҫҫӑн япаласем те, сӗтел-пукан та тӑрса юлман, выльӑх-чӗрлӗхрен ӗнене ҫеҫ ҫӑлма май килнӗ. Юрать, ҫынсем шар курман.
Ентешӗсем, тӑванӗсем ҫемьене йывӑрлӑхра пӑрахмаҫҫӗ. Пушар пулнӑ кунах япаласем пуҫтарса вӗсене килсе панӑ. «Япаласем кайса панӑ чух пушартан мӗн те пулин юласса шаннӑччӗ, анчах хам куҫпа курсан тӗлӗнтӗм. Ҫемьери ҫынсем хӑйсене мӗнле туйнине сӑмахпа каласа кӑтартма ҫук», - «Про Город» хаҫата ҫапла пӗлтернӗ Любимовсен тӑванӗ Мария.
Ҫемьен халӗ ҫурта ҫӗнӗрен ҫӗклемелле. Вӗсем пулӑшасса шанаҫҫӗ. Сирӗн те пулӑшас кӑмӑл пур тӑк – тархасшӑн: +79033794437, Елена Николаевна Любимова (номер карточкӑпа ҫыхӑннӑ).
Раштав уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Муркаш районӗнчи Актай ялӗнче пурӑнакан 40 ҫулти арҫынна пульницӑна илсе ҫитернӗ. Вӑл тӑнсӑр пулнӑ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Унӑн 47 ҫулти арӑмне тытса чарнӑ.
Шел те, раштав уйӑхӗн 15-мӗшӗнче ҫӗрле арҫын пульницӑрах вилсе кайнӑ. Унӑн арӑмӗн ҫынна асӑрханмасӑр вилӗм кӳнӗшӗн явап тытма тивӗ.
Следстви версийӗ тӑрӑх, раштав уйӑхӗн 13-мӗшӗнче арҫын килте ӳсӗр пулнӑ. Арӑмӗпе эрех ӗҫнӗ, кайран хирӗҫсе кайнӑ. Хӗрарӑм арҫынна вутӑ пуленккипе пуҫӗнчен ҫӑпнӑ. Лешӗ тӑнсӑр кайса ӳкнӗ. Следовательсем шутланӑ тӑрӑх, хӗрарӑм ӑна хӑйӗн пиччӗшӗпе пӗрле кравать ҫине хунӑ. Анчах упӑшки тепӗр кун та вӑранман. Пульницӑра та вӑл тӑна кӗмен.
Паян, раштав уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, ир-ирех, 5 сехет те 15 минутра, Шупашкар районӗнчи Уйкас ялӗнче харпӑр ҫыннӑн чӑх-чӗп ферми ҫунма пуҫланӑ. Пушар ампара тӗп тунӑ, чӑх-чӗп те ҫунса кайнӑ. Юрать, ҫынсем шар курман.
Пушара ирхи 8 сехет тӗлне кӑна сӳнтернӗ. Ҫулӑма сӳнтернӗ ҫӗре РФ Инкеклӗ лару-тӑру министерствин Чӑваш Енри тӗп управленийӗн 5 ятарлӑ техника, 15 ҫӑлавҫӑ хутшӑннӑ. Халӗ пушар мӗншӗн тухнине уҫӑмлатаҫҫӗ.
Раштав уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти Совет урамӗнчи 25-мӗш ҫурт патӗнче ватӑ хӗрарӑмпа 9 ҫулти мӑнукӗ ҫул урлӑ каҫнӑ. Ҫав вӑхӑтра ВАЗ-21074 машина рулӗ умӗнче ларакан 25-ри водитель тимлӗхне ҫухатнӑ ахӑртнех – вӗсем ҫине пырса кӗнӗ.
Аварире хӗрача шар курман, юлашки самантра ӑна асламӑшӗ (е кукамӑшӗ) айккинелле тӗксе яма ӗлкӗрнӗ. 69 ҫулти хӗрарӑм вара васкавлӑ медпулӑшу машининче сывлама пӑрахнӑ.
Руль умӗнчи арҫын урӑ пулнӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. ШӖМ следствийӗ водителе следстви вӑхӑтӗнче арестлеме суда тавӑҫпа тухнӑ, анчах ӑна ирӗкре хӑварма йышӑннӑ.
Шупашкарта хӗре троллейбусра ток ҫапнине, пӑтӑрмах «Республика тӳремӗ» чарӑнура, 1-мӗш маршрутпа ҫӳрекен транспортра, пулнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри комитечӗн специалисчӗсем халӗ пӑтӑрмаха тӗпчеме пуҫланӑ. Вӗсем инкек сӑлтавне, хӗр пульницӑна лекмеллех аманнине тӗрӗслӗҫ.
Аса илтерер, Софья Савнеш автор ӗнентернӗ тӑрӑх, салонра ҫын нумай пулнӑ, анчах никам та пулӑшма васкаман. Хӗр «Манӑн арӑма та ҫапла ток ҫапнӑ» тенине илтсе юлнӑ. 23-ри хӗр троллейбусӑн картлашки ҫине пуснӑ кӑна, билет туянма та ӗлкӗреймен – ӑна ток ҫапнӑ. Унӑн кӗлетки хытса ларнӑ,урине хускатайман. Пӗтӗм вӑйран туртӑнса вӑл картлашкаран уйрӑлнӑ, асфальт ҫине кайса ӳксе пуҫӗпе бордюра ҫапӑннӑ. Ӑна пӗр арҫын тӑма пулӑшнӑ. Инкек вырӑнне пикен ашшӗ-амӑшӗ ҫитсе васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Хӗр стационарта виҫӗ кун сипленнӗ.
Куславкка районӗнчи пӗр ялта 52 ҫулти вӑйпитти 85-ри карчӑка пусмӑрланӑ. Халӗ пуҫиле ҫак ӗҫе РФ Следстви комитечӗн тӗпчевҫисемсуда ярса панӑ.
Усал шухӑшлӑ кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 17-мӗшӗнче 85-ри карчӑк патне пырса кӗнӗ. Ӳсӗрскер малтан ӑна хененӗ. Кайран пӳрте кӗме хистенӗ. Унта вӑл кинемее пусмӑрланӑ.
Пуҫтах тухса кайсанах кинемей йӗрке хуралҫисене пӗлетрнӗ. Часах арҫына тытса чарнӑ.
Раҫҫейӗн Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын унччен те судпа айӑпланнӑ. 2014 ҫулта та вӑл ватӑ ҫынна пусмӑрланӑ. Ун чухне вӑл 72-ри хӗрарӑма куҫ хывнӑ. Тӗрмерен кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнче кӑна тухнӑ. Ирӗкре йӗркеллӗн нумаях та пурӑнайман — хӗрарӑм шухӑшӗпе минренине пула пакунлисен аллине ҫакланнӑ.
Ӗнер, раштав уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, Шупашкарта 4-мӗш маршрутпа ҫӳрекен троллейбус хӗрарӑма ҫапса кайнӑ. Шел те, кинемей ҫавӑнтах вилнӗ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, 66 ҫулти хӗрарӑм Карл Маркс урамӗнче, Суту-илӳ ҫурчӗ тата ШӖМӗн ҫӗнӗ ҫурчӗ умӗнче, ҫул урлӑ каҫма юраман вырӑнта тӑрук сиксе тухнӑ. Видеона пӑхсан ҫакӑ паллӑ: ҫав вырӑнта виҫӗ ҫын каҫнӑ, пӗри каҫса ӗлкӗрнӗ, хыҫалти транспорт иртсе каясса кӗтнӗ, варринчи ҫын вара троллейбус айне пулнӑ.
Кинемей васкавлӑ медпулӑшу киличченех сывлама пӑрахнӑ.
Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем республика правительствине шансах каймаҫҫӗ. Анчах пурте мар. Оппозици текен хӑш-пӗр партин хӑш-пӗр депутачӗ.
Александр Белов журналист пӗлтернӗ тӑрӑх, паян чӑваш парламенчӗн президиумӗн ларӑвӗ иртнӗ. «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин парламентри фракцийӗн пайташӗ Игорь Моляков республика Элтеперне Михаил Игнатьева правительствӑна шаннипе шанманни пирки ЧР Патшалӑх Канашӗн черетлӗ сессийӗнче тухса калаҫма сӗннӗ. Парламентари республика ертӳҫине ыранхи сессире калаҫтарасшӑн пулнӑ. Игорь Моляков ыйтӑвӗ Чӑваш Енӗн вице-премьерне Владимир Аврелькина йӗрке хуралҫисем тытса чарнине кура ҫуралнӑ.
Парламентӑн президиумӗн паянхи ларӑвне хутшӑннӑ «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин пайташӗсем Игорь Моляков сӗнӗвне ырламан.
Раштав уйӑхӗн 15-мӗшӗнче ирхине 5 сехет ҫиетеспе Шупашкар районӗнчи Пархикасси ялӗнчи Шоссе урамӗнчи ҫурт ҫунса кӗлленнӗ. Хуралтӑ таврашӗнчен мунча кӑна сиенленмен.
Нумай ачаллӑ ҫемье пӳртсӗр тӑрса юлнӑ. «Ҫемье пуҫӗ пушарта вилнӗ. Ыттисем пурте чӗрех, сывах. Халӗ виҫӗ пӗчӗк ачаллӑ амӑшне тӑванӗсем хӑйсем патне пурӑнма илнӗ», - ҫапла пӗлтернӗ халӑх корреспонденчӗ «Про Город» хаҫата.
Пушара 2 техника, 8 ҫын сӳнтернӗ. Шел те, ҫурт кӑшкарӗ кӑна юлнӑ. Ҫемье тӗрекӗсӗр тӑрса юлнӑ хӗрарӑмпа ачисене пулӑшу кирлӗ. Май пур тӑк акӑ Матвеевсен номерӗ - 8-927-844-44-47 (Олеся Александровна М., номер банк карточкипе ҫыхӑннӑ).
Ӗнер, раштавӑн 16-мӗшӗнче, Шупашкарти Мир проспектӗнче пӗр машина ачана ҫапса кайнӑ. Инкеке асӑрхакансем пӗлтернине шута илсе «За рулем» (чӑв. Руль умӗнче) автопорталта хыпарланӑ тӑрӑх, ача ҫул урлӑ светофороӑн симӗс ҫутипе каҫнӑ. Ун ҫине О005ОО21 номерлӗ «Тойота» пырса кӗнӗ.
«Антидилер» халӑх юхӑмӗ (ертӳҫи — Альберт Ильин) пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствинче руль умӗнчи ҫын ШӖМ ӗҫченӗ пулнине ҫирӗплетнӗ. Инкеке пакунлисем тишкереҫҫӗ тесе ҫырнӑ.
Ачана ҫапса хӑварнине хыпарланине «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи «За рулем» автопортал пабликӗнче пысӑк йышпа хӗрсех сӳтсе яваҫҫӗ. Ҫул урлӑ каҫнӑ чух пӑхмалла текенсем те пур, теприсем водителе ятлаҫҫӗ. Ачана пульницӑна илсе кайнӑ иккен. Анчах, пӗри ҫырнӑ тӑрӑх, ашшӗ-амӑшне укҫа-тенкӗ ҫеҫ кирлӗ, вӗсем ывӑлӗн сывлӑхӗ пирки шухӑшламаҫҫӗ, тухтӑрсем тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн ӑна киле илсе кайнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Рамстедт Густав Ион, паллӑ финн чӗлхеҫи, алтай чӗлхе верентӗвӗн никӗсне хываканӗсенчен пӗри вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |