Пӑтӑрмахсем
![]() Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Ҫурла уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Чӑваш Енре аҫа ҫапнине пула 5 пушар пулнӑ. Вӗсенчен иккӗшӗ – нумай хваттерлӗ ҫуртра. Шупашкарти Ленин Комсомолӗн урамӗнчи 30-мӗш тата 32-мӗш ҫуртсенче ҫиҫӗме пула тӗпелти техника сиенленнӗ. Шупашкар районӗнчи Вӑрӑмту ялӗнче ҫурта аҫа ҫапнӑ. Пӳрт тӑрри тата шалти отделка сиенленнӗ. Красноармейски районӗнчи Дворик ялӗнче те ҫурта аҫа ҫапнӑ. Йывӑҫ пӳрт кӗле ҫаврӑннӑ. Ҫӗрпӳ районӗнчи Вӗрмер ялӗнче 1 тонна утӑ хунӑ сарай ҫунса кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |