Ҫӗнӗ Шупашкарти Совет урамӗнчи 20-мӗш ҫуртра, общежитире, пурӑнакансем кӳрши пӳлӗмӗнчен пӗр эрне тухманнине сиснӗ. Кӑштахран коридорта лайӑх мар шӑршӑ сарӑлнӑ. Ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче чӑтма ҫук шӑршӑ пулнӑран полицие чӗннӗ.
Йӗрке хуралҫисем пӳлӗме чӳречерен кӗнӗ. Чӑнах та, унта пурӑннӑ арҫын вилнӗ, пӳлӗмре темиҫе кун выртнӑран шӑршӑ та тухнӑ. Кун тӗлӗшпе Следстви комитечӗ следстви умӗнхи тӗрӗслев ирттерет.
«Виле темиҫе кун выртнӑ. Ӑна илсе тухрӗҫ, питӗ вӑйлӑ шӑршӑ кӗрет. Пӗччен пурӑнакан тӑвансем пур тӑк вӗсен пурнӑҫӗпе тӑтӑшрах кӑсӑкланӑр тархасшӑн», - ҫапла пӗлтернӗ халӑх корреспонденчӗ «Про Город» хаҫата.