Пӑтӑрмахсем
![]() Кӑрлач уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти ҫӳп-ҫап уйӑракан линире тин ҫуралнӑ ача виллине тупнӑ. Арҫын ачан вилли полиэтилен хутаҫра пулнӑ. Следстви кун тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттерет. Следствипе оперативлӑ ушкӑн вырӑна ҫийӗнчех ҫитнӗ, тӗплӗн тӗрӗсленӗ. Халӗ тин ҫуралнӑ ача мӗншӗн вилнине палӑртаҫҫӗ, судпа медицина экспертизи ирттереҫҫӗ. Кун хыҫҫӑн тивӗҫлӗ йышӑну тӑвӗҫ. Ҫак пӑтӑрмах пирки мӗн те пулин пӗлекен ҫынсене пулӑшма ыйтаҫҫӗ – 02 е (8352) 62-46-59, (8352) 66-24-31 номерсеме пӗлтерме ыйтаҫҫӗ. Анонимлӑ пуласса шантараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |