Пӑтӑрмахсем
![]() Патӑрьелти авари Ҫурла уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Патӑрьелти Мир урамӗнче 12 ҫулти хӗрача ҫул урлӑ каҫнӑ чухне машина айне лекнӗ. Суранланнӑ ачана пульницӑна илсе кайнӑ. Ҫав кунах 16 сехетре Ҫӗнӗ Шупашкарта 9 султи арҫын ача ҫул ҫине чупса тухнӑ, ӑна «Веста» машина ҫапса кайнӑ. Тухтӑрсем ачана пулӑшнӑ хыҫҫӑн киле сипленме янӑ. Шупашкарти Эгер бульварӗнче те 9 ҫулти арҫын ача кустӑрма айне лекнӗ. Вӑл тӗмсен хушшинчен ӑнсӑртран тухнӑ. Юрать-ха, ача вӑйлах суранланман. Паян та 14 сехетре Эгер бульварӗнче ача машина айне лекнӗ. Хальхинче 13 ҫулти хӗрача шар курнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |