Хуласенчи нумай хваттерлӗ ҫуртсенчи пӗрремӗш хутра пурӑнакансенчен хӑшӗсем хӑйсен балконӗ айне нӳхреп чавма кӑмӑллаҫҫӗ. Анчах ҫак ӗҫе пуҫӑниччен ятарлӑ службӑсенчен ирӗк илмелле. Ахальлӗн нӳхрепе сӳтме тивӗ.
Шупашкарта икӗ ҫын тӗлӗшпе суд пулнӑ. Хулари Калинин район администрацийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗрремӗш хутра пурӑнакан хваттер хуҫисем хӑйсем тӗллӗн нӳхреп чавнӑ. Унта вӗсем хӑйсен балконӗнчен кӗмелле тунӑ. Никамран ирӗк илмесӗр нӳхреп тунине «Жилищный стандарт» управляющи компани асӑрханӑ.
Суд икӗ хваттер тӗлӗшпе пулнӑ. Вӗсен хуҫисен нӳхрепе сӳтмелле, стена унччен епле пулнӑ, ҫавӑн пек йӗркене кӗртмелле.