Чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗнче 14 сехет те 15 минутра Етӗрне районӗнчи Тури Ачак ялӗнче арҫын трактортан тухса ӳкнӗ. Шел те, 65 ҫулти арҫын вилнӗ.
Урапаллӑ трактор асфальт сарман ҫулпа пынӑ. Арҫын урапа ҫинче ларса пынӑ. Вӑл ӑнсӑртран ҫул ҫине тухса ӳкнӗ. Арҫын тухтӑрсем киличчен сывлама пӑрахнӑ.
Руль умӗнче 45 ҫулти арҫын ларнӑ. ҪҪХПИ малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл ӳсӗр пулнӑ.
Ҫул-йӗр инспекторӗнче ӗҫленӗ арҫынна ӗҫ кӑтартӑвне лайӑхлатма хӑтланнӑшӑн айӑпласшӑн. Ун тӗлӗшпе маларах РФ Пуҫиле кодексӑн икӗ статйипе пуҫиле ӗҫсем пуҫарнӑ. Ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ тесе шухӑшлакан инспекторпа ҫыхӑннӑ ӗҫе Ҫӗмӗрле район судне ярса панӑ ӗнтӗ.
Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, Ҫӗмӗрле районӗнче ҫул-йӗр инспекторӗнче ӗҫленӗ ҫын кӑҫалхи пуш, ҫу, ҫӗртме уйӑхӗсенче водительсене урӑх статьяпа явап тыттарнӑ. Лешсем ҫул-йӗр правилине пӑснӑ: хӑрушсӑрлӑх пиҫиххине ҫыхӑнман, чарӑнма юраман ҫӗрте чарӑннӑ, страхламан машинӑпа ҫула тухнӑ. Вӑл вара вӗсене ҫуран ҫӳрекен ҫын ҫул-йӗр правилине пӑснӑ евӗр ҫырса панӑ. Ҫавӑншӑн лешсене 500-шер тенкӗ штраф ҫырса панӑ.
Шанчӑкран тухнӑ хыҫҫӑн инспектора ӗҫрен кӑларнӑ.
Йӗпреҫ поселокӗнче пурӑнакан 43 ҫулти арҫын киле часах таврӑнаймӗ – суд ӑна ҫирӗп режимлӑ колоние 20 ҫуллӑха ӑсатма йышӑннӑ.
Следстви тата суд палӑртнӑ тӑрӑх, кӑҫал ака уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Йӗпреҫ поселокӗнче хайхискер 30 ҫулти арҫынпа калаҫса татӑлса «ӗҫленӗ» (теприн тӗлӗшпе уйрӑм производство уҫнӑ, вӑл следствипе ӗҫлеме киклӗшнӗ). Вӗсем эрех ӗҫмешкӗн укҫа илме 74 ҫулти хӗрарӑмӑн килне кӗнӗ, ӑна хӗненӗ. Унтан икӗ телефон йӑкӑртнӑ, хӗрарӑмран укҫа ыйтнӑ. Ватӑскер 750 тенкӗ кӑларса панӑ, анчах ку лешсене ҫитмен – каллех ыйтнӑ. Хӗрарӑм хӑранипе вӗсене 4 пин тенкӗ тыттарнӑ.
Арҫынсем ку вӗсемшӗн япӑх вӗҫленӗ тесе шутланӑ, ҫавӑнпа хӗрарӑма вӗлерме шут тытнӑ. Малтан вӗсем ватӑскере ҫиппе пӑвма тытӑннӑ, анчах татӑлса кайнӑ. Унтан 43-ри арҫын хачӑ илнӗ те ӑна мӑйӗнчен темиҫе хутчен чикнӗ. Лешӗ ҫавӑнтах вилнӗ.
Хӗрарӑм виллине пӗлӗшӗ темиҫе сехетрен курнӑ, кун пирки полицие пӗлтернӗ. Арҫынсене часах тытса чарнӑ. Вӗсем кинемейрен йӑкӑртнӑ телефонсене кӑмакара ҫунтарнӑ, анчах кӑмрӑк ашӗнче пайӗсене тупнӑ. Хваттерте вӑрланӑ укҫан пӗр пайӗ пулнӑ.
Паян ирхи 8 сехет тӗлӗнче Етӗрне районӗнче кӗпер ҫине кӗнӗ вырӑнта инкек пулнӑ. ШӖМ пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫамрӑк арҫын пысӑк машина кустӑрми айне пулса вилнӗ.
СуперМАЗ водителӗ, 21 ҫулти каччӑ, машинӑна юсама шутланӑ, анчах кустӑрмисене ятарлӑ хатӗрпе ҫирӗплетсе тӗкӗлемен. Ҫав вырӑнта вара ҫул кӑштах тӑвайккиллӗ, водитель ҫакна шута илмен ахӑртнех.
Каччӑ юсав тунӑ чухне пысӑк машина каялалла чакнӑ, водителе таптанӑ. Вӑл йывӑр сурансене пула ҫавӑнтах вилнӗ.
Палӑртмалла: сӗт турттаракан ҫак машина – Комсомольски районӗнчи предприятин.
Чӑваш Енре Мускав облаҫне вахта мелӗпе ӗҫлеме кайнӑ виҫӗ арҫын темӗнле шӗвекпе наркӑмӑшланса вилнӗ, тепӗр иккӗшӗ пульницӑра выртаҫҫӗ. Кун пирки Следстви комитечӗ пӗлтерет.
Ведомство хыпарланӑ тӑрӑх, паян Одинцово хула округӗнчи Часцы ялӗнчи общежитире 55-ри тата 56-ри арҫынсен виллине тупнӑ. Тепӗр виҫҫӗшне, 59-ти, 37-ри тата 27 ҫулти арҫынсене, пульницӑна илсе ҫитернӗ. Шел те, тухтӑрсем пӗрин пурнӑҫне ҫӑлайман.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫынсенчен пӗри малтанхи кун ҫӳп-ҫап контейнерӗнче пластик кӗленчери темӗнле шӗвеке тупнӑ, ӑна вӗсем ӗҫнӗ. Федераци МИХӗсем ҫак арҫынсем ҫӳп-ҫап уйӑракан предприятире ӗҫленӗ тесе пӗлтереҫҫӗ. Вӗсем унта Патӑрьел тата Канаш районӗсенчен килнӗ.
Чӳкӗн 13-мӗшӗнче сӑтӑрҫӑсем чӑваш эстрада ҫӑлтӑрӗсен темиҫе страницине ҫӗмӗрнӗ. Шар курнисен йышӗнче Виталий Сергеева тата Вероника Пинеслӑва асӑнма пулать — сайт редакторӗ вӗсенчен укҫа енчен пулӑшу ыйтакан ҫырусем илнӗ.
Сӑмахран, Виталий Сергеевӑн страницинче амӑшӗ ҫул-йӗр инкекне лекни пирки ҫырнӑ, ӑна васкасах укҫапа пулӑшмалли пирки вырнаҫтарнӑ. Сехетрен, калас пулать, унӑн страницинче ҫӗмӗрни пирки информаци вырнаҫтарнӑ. Ҫавӑн пекех Вероника Пинеслуран та ҫыру ҫитнӗ, ун ячӗпе 12 пин тенкӗ укҫа ыйтнӑ.
Калас пулать, пӗр-пӗр страницӑна кӗме май тупнӑ хыҫҫӑн сӑтӑрҫӑсем унӑн юлташӗсенчи аккаунтсенчен вӑл е ку майпа укҫа ыйтма пуҫлаҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах вӗсем хӑйсен ҫырӑвӗсене шар курнӑ ҫыннӑн ӳсӗмне кура хатӗрлеҫҫӗ.
Хӑвсамӑр страницӑсен вӑрттӑн сӑмахӑрсене тивӗҫлӗ шайра упрамалли пирки аса илтеретпӗр, пули-пулми сайтсенче вӗсене кӗртмелле мар. Унсӑр пуҫне, час-часах страницӑна кӗме май тупнин сӑлтавӗсенчен пӗри вӑл — тӗрлӗ ресурссенче пӗрешкел парольпе усӑ курни. Пӗринче пӗлнипех сӑтӑрҫӑсем тӳрех темиҫе сайта кӗме май тупаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех укҫа ыйтсан килӗшме сӗнместпӗр — юлташӑрсем ыйтаҫҫӗ пулин те маларах вӗсемпе телефонпа ҫыхӑнса лару-тӑру мӗнлерех пулнине ыйтса пӗлӗр.
Паян, чӳк уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, Шупашкарти Гагарин урамӗнче вырнаҫнӑ пульница ҫывӑхӗнче арҫын виллине тупнӑ. Унӑн вилли 12 сехетре йывӑҫсем айӗнче выртнине асӑрханӑ. Унтан инҫех мар – тротуар.
Пульница питӗ ҫывӑхра, 20 метр кӑна. Ҫакна курнӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх, 78 ҫулти арҫын пульницӑна утса ҫитеймен. Анчах Следстви комитечӗ ҫакна ҫирӗплетмен-ха.
Ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатас тӗллевпе судпа медицина экспертизи ирттерӗҫ.
Чӳк уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, паян, ирхи 7 сехет тӗлӗнче «Вятка-2» ҫул ҫинче «Яндекс. Такси» машини кювета чӑмнӑ. Ҫав вӑхӑтра салонра пассажир та пулнӑ.
ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, «Лада Гранта» водителӗ ҫулпа пынӑ чухне руле итлеттереймен, кювета чӑмса ЛЭП опорини ҫапӑннӑ. Салонра хӗрарӑм пассажир пулнӑ. Суранланнӑскере пульницӑна илсе ҫитернӗ. Водитель те аманнӑ, ӑна та пульницӑна илсе кайнӑ.
ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, хале водитель ӳсӗр пулнипе пулманнине тӗрӗслеҫҫӗ.
Чулхула облаҫӗнче пурӑнакан хӗрарӑм калаҫма тесе телефон илнӗ те... йӗп пек ҫухалнӑ.
Йӗрке хуралҫисенчен Шупашкарта пурӑнакан 27 ҫулти арҫын юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗнче пулӑшу ыйтнӑ. Вӑл вӗсене ӑнлантарнӑ тӑрӑх, телефонсӑр тата банк картти ҫинчи 34 пин тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ. Телефона пӗрле пурӑнакан хӗрарӑма усӑ курма панӑ иккен. Лешӗ вара — Чулхула облаҫӗнче пурӑнакан хӑйӗн пӗлӗшне. Лешӗ шӑнкӑравласшӑн тесе каланӑ та. Кӳршӗ регионти хӑна ют ҫыннӑн смартфонӗ-мӗнӗ ҫухалнӑ.
Чӳк уйӑхӗн 7-мӗшӗнче хӗрарӑма тытса чарнӑ. Вӑл федераци шыравӗнчискер пулнӑ. 29 ҫултискере вӑрӑ тунӑ тесе йӗрке хуралҫисем шыранӑ. Хӗрарӑм судпа унччен темиҫе хут та айӑпланнӑ. Вӑл ытти ҫынна та шар кӑтартма пултарнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Паян, чӳк уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, Шупашкарта маршрутка тӗппипех ҫунса кайнӑ. Ку 14 сехетсенче Пичет ҫурчӗ ҫывӑхӗнче пулнӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, Мерседес пынӑ чухнех хыпса илнӗ. Юрать, ҫав вӑхӑтра салонра пассажирсем пулман. 501-мӗш маршрутпа ҫӳрекен микравтобус Чулхулана рейс хутланӑ.
Ҫулӑма ҫур сехетрен сӳнтернӗ. Ҫав вӑхӑталла маршрутка тӗппепех ҫунса кайнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Рамстедт Густав Ион, паллӑ финн чӗлхеҫи, алтай чӗлхе верентӗвӗн никӗсне хываканӗсенчен пӗри вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |