Раштав уйӑхӗн 29-мӗшӗнче 23 сехет ҫурӑра Шупашкарти Патрис Лумумб урамӗнчи 10-мӗш ҫуртра икӗ пӳлӗмлӗ хваттер ҫунма пуҫланӑ. Ҫӑлавҫӑсем вырӑна часах ҫитнӗ. Вӗсем ҫулӑма хӑвӑртах сӳнтернӗ, анчах ҫулӑм кравате сиенлетме ӗлкӗрнӗ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар ача шӑрпӑкпа вылянӑран тухнӑ.
Палӑртса хӑварар: кӑҫал Чӑваш Енре ачасем шӑрпӑкпа вылянӑран 30 яхӑн пушар тухнӑ. Юпа уйӑхӗнче Шупашкар районӗнче 2 ҫулти ачана пула ҫурт ҫунса кӗлленнӗ. Шӑпӑрлан кӑмака умӗнчи япаласене чӗртсе янӑ.
Чӑваш Енри йӗрке хуралҫисен иртнӗ эрнекун сисчӗвленме тивнӗ. Тӗрлӗ объектра мина хунӑ тесе 90 хутчен шӑнкӑравланӑ. Суяҫҫӗ пуль тесе лараймӑн — тӗрӗслемех тивет. Пакунлисем ҫапла тунӑ та.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Инстаграмри хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, телефонпа «шӳтлекен» ҫын 90 хутчен шӑнкӑравланӑ. Ҫав ҫын тӗрлӗ учреждени организацире мина хуни пирки хыпарланӑ. Тавах, ниҫта нимле мина та пулман.
Михаил Игнатьев суйса шӑнкӑравлакансене пуҫиле статьяпа явап тыттарма май пурри пирки аса илтернӗ. Суйса шӑнкӑравланӑшӑн 3 ҫул таран ирӗкрен хӑтарма май пурри пирки пӗлтернӗ вӑл. Михаил Игнатьев Элепер Ҫӗнӗ ҫул умӗнхи хавас кӑмӑла пӑсакан провокаторсем хыҫҫӑн каймалла маррине аса илтернӗ.
«Форд» водителӗ, 27 ҫулти арҫын, ачана ҫапса кайнӑ та авари вырӑнӗнчен тарнӑ. Полицейскисем ӑна тытса чарнӑ.
Паян Шупашкарти Калинин урамӗнчи «Мега Молл» суту-илӳ центрӗ патӗнче авари пулнӑ. 10 ҫути арҫын ача светофор симӗс ҫутатнӑ чухне ҫул урлӑ каҫма тӑнӑ та ун ҫине машина пырса кӗнӗ.
Водитель вырӑнтан тарнӑ, кайран хӑйех каялла таврӑннӑ. Вӑл ӳсӗр пулнӑ. Хӑй ӑнлантарнӑ тӑрӑх, вӑл авари хыҫҫӑн эрех сыпнӑ. Ҫакна курнӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх, унӑн машини ҫинче юн сирпӗннӗ евӗр наклейка ҫыпӑҫтарнӑ. Ҫакскер каллех авари вырӑнӗнчен ҫухалнӑ. Кайран водителе пакунлисем шыраса тупнӑ.
Ачан урисем хуҫӑлнӑ, ӑна пульницӑна илсе кайнӑ, операци тунӑ. Водитель тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Палӑртмалла: кӑҫал вӑл ҫул-йӗр правилисене 20 хутчен пӑснӑ.
Шупашкарта заправкӑсен сечӗн гендиректорӗ пулса ӗҫленӗ ҫынна пуҫиле майпа явап тытарнӑ. Ӑна суд 270 пин тенкӗ штраф хурса панӑ.
Заправкӑсен сечӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ ҫын шалу тӳлеменшӗн ята кӗнӗ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, шалу парӑмӗ пирки асӑннӑ управлени пуҫлӑхӗ Александр Полтинин ирттерекен йышӑнусенчен пӗринче систерекен тупӑннӑ.
Ӗҫ укҫи тӳлеменнипе ҫыхӑннӑ пӑтӑрмах 2017 ҫулхи пуш уйӑхӗнчен пуҫласа 2018 уйӑхӗччен предприятие панкурт тесе йышӑннӑ. Ҫав вӑхӑтрах пӗр ҫын умӗнче предприятин ӗҫ укҫи парӑмӗ 46 пин тенкӗрен иртнӗ. Апла пулин те шалупа татӑлма васкаман. Предприяти счёчӗ ҫинчи укҫана хуҫалӑх ыйтӑвӗсемпе тӑкакланӑ тата гендиректора шалу тӳленӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта 7 ҫулхи хӗрача ҫухалнӑ. Шкултан киле таврӑнманскере малтан амӑшӗ ураран ӳкесле шыранӑ. Телефон ҫине шӑнкӑравлама май килмен — ачан смартфонӗ сӳнсе ларнӑ.
Ачине ҫухатнӑ хӗрарӑм тӗпренчӗкне тупайман енне пакунлисенчен пулӑшу ыйтнӑ. Ача ҫухалнине пӗлсен ШӖМӗн Ҫӗнӗ Шупашкарти пайӗн ӗҫченӗсене пурне те ура ҫине тӑратнӑ. Ачана 100 ытла полицейски шыранӑ.
Пӑтӑрмах ӗнер, раштавӑн 23-мӗшӗнче, пулса иртнӗ. Шкултан килнӗ чухне ача тепӗр хӗрачапа паллашнӑ. Унтан вӑл хайхи патне хӑнана кайнӑ. Кил хуҫи каҫпа киле таврӑнсан ют хӗрачана асӑрханӑ. Ӑна вӑл киле кайма сӗннӗ. Ӑсатса ярасшӑн пулнӑ. Анчах ача пӗчченех ҫитессине пӗлтерсе тухса утнӑ. Пакунлисем хӗрачана 10-мӗш Пилӗкҫуллӑх урамӗнче 22 сехет те 45 минутра асӑрханӑ.
Кӑҫал ҫурла уйӑхӗн 14-мӗшӗнче ҫӗрле Шупашкарта пурӑнакан 29 ҫулти арҫын хӑйӗн 52 ҫулти амӑшӗпе хирӗҫсе кайнӑ.
Ывӑлӗ ун чухне ӳсӗр пулнӑ. Ҫак арҫын амӑшне пуҫӗнчен, кӗлеткин ытти пайӗнчен 45 хутран кая мар ҫапнӑ. Кун хыҫҫӑн ывӑлӗ хӑйех васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Анчах тухтӑрсем вырӑна ҫитсен хӗрарӑма нимпе те пулӑшайман – лешӗ вилсе кайнӑ. Ҫапла пӗлтерет следстви.
Ҫак арҫынна тытса чарнӑ. Следстви комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл халӗ суд пуласса кӗтет.
Ӗнер, раштав уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, 20 сехет те 45 минутра Ҫӗнӗ Шупашкарта икӗ маршрутка ҫапӑннӑ. Ку пӑтӑрмах 10-мӗш Пилӗкҫуллӑх урамӗпе Тӗкӗрҫ проезчӗ хӗресленнӗ вырӑнта пулнӑ. Унта 331-мӗш тата 21-мӗш маршруткӑсем ҫапӑннӑ.
Авари вырӑнне икӗ васкавлӑ медпулӑшу ҫитнӗ. Виҫӗ ҫын аманнӑ. Иккӗшне пульницӑра пулӑшу панӑ хыҫҫӑн киле янӑ. 53 ҫулти хӗрарӑма вара унтах хӑварнӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, 331-мӗш маршрутка светофор ҫутнӑ чухне сулахай еннелле пӑрӑннӑ.
Раштав уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, ӗнер, Елчӗк районӗнчи пӗр арҫын масар ҫинче суранланнӑ. 51 ҫултискер масар ҫине хӑй тӗллӗн ӳссе тухнӑ йывӑҫсене касма кайнӑ.
11 сехет ҫурӑ ҫитнӗ, шӑп ҫак вӑхӑтра унпа инкек пулнӑ: ҫак арҫын ҫине йывӑҫ ӳкнӗ. Вӑл самаях суранланнӑ – пуҫӗ аманнӑ.
ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫынна Патӑрьел районӗн пульницине илсе ҫитернӗ, тухтӑрсем унта ӑна пулӑшу кӳнӗ.
Ҫанталӑк кӑштах сивӗтрӗ. Шел те, республикӑра ҫын шӑнса вилнӗ тӗслӗх пулнӑ.
ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, раштав уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Вӑрмар районӗнчи Арапуҫ ялӗнче ҫынсем ентешӗ урамра выртнине асӑрханӑ. 44 ҫулти арҫын килне кӑшт кӑна, темиҫе метр, ҫитеймен, ӳкнӗ. Вӑл тӑнне ҫухатнӑ.
Ҫынсем ӑна килне илсе кӗнӗ, анчах, шел те, унӑн пурнӑҫне ҫӑлайман. Кӑштахран арҫын вилсе кайнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын шӑнса вилнӗ.
Ҫӗмӗрле районӗнчи Юманай ялӗнче пурӑнакан хӗрарӑма суйса евитленӗшӗн штрафланӑ.
Кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 30-мӗшӗнче хайхискер ывӑлне салтака ӑсатнӑ. Ялти йӑлана пӑхӑнса хӑна-вӗрле: тӑван-пӗтен, ял-йыш — пуҫтарӑннӑ.
Кайран хӗрарӑм ялти пӗр арҫын ҫавӑн чухне хӑйне хӗненӗ тата пусмӑрланӑ тесе йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ. Ҫил вӗрмесӗр йывӑҫ хумханмасть теҫҫӗ те, иккӗшӗ тем пайлайман ӗнтӗ — эпир ӑна пӗлеймӗпӗр. Тӗпчевҫӗсем евит тӗлӗшпе ӗҫлеме тытӑнсан хӗрарӑма хайхи этем мӑшкӑламанни палӑрнӑ иккен. Ҫапла пӗлтерет РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн пресс-служби.
Ҫапма пӗлмен пушӑ хӑвнах пырса лекет тенӗ евӗр пулса тухнӑ. 38 ҫулти хӗрарӑма суйса евитленӗ тесе 8 пин тенкӗ штраф хурса та панӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Рамстедт Густав Ион, паллӑ финн чӗлхеҫи, алтай чӗлхе верентӗвӗн никӗсне хываканӗсенчен пӗри вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |