Шупашкар хулинче 48 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна ҫынна йывӑр сиен кӳни вилӗмпе вӗҫленнӗшӗн явап тыттарӗҫ.
Пӑтӑрмах чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗн — чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗн каҫхине пулса иртнӗ. 48-ти арҫын 42 ҫулти кӳрши патӗнче хӑналаннӑ. Ӳсӗрсен пӑтӑрмах сиксе тухнӑ. Аслӑраххи кӗҫӗннине кӑкӑр тӗлӗнчен ҫапнӑ. Хытах лекнӗ курӑнать — пӗвер ҫурӑлса кайнӑ. Шар курни инкек вырӑнӗнчех кӑштахран вилсе кайнӑ.
Халӗ РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри тӗпчевҫиҫем пӑтӑрмаха малалла тишкереҫҫӗ, вӗсем тӗрлӗ экспертиза ирттерессине пӗлтереҫҫӗ.