Улатӑр районӗнчи Явлей ялӗнче арҫын асӑрханмасӑр пирус туртнӑ та виҫӗ пӳрте ҫунтарса янӑ. Ку ҫу уйӑхӗн 16-мӗшӗнче пулнӑ. Ҫак пӑтӑрмаха паян Правительство ҫуртӗнче иртнӗ планеркӑра та сӳтсе явнӑ.
Арҫын пирус туртнӑ. Ҫулӑм ҫавӑн чухне тухнӑ. Пушар виҫӗ пӳрте тӗп тунӑ. Иккӗшӗнче ҫынсем пурӑннӑ, тепри пушах ларнӑ. Пӗтӗмпе 3 ҫын шар курнӑ. Халӗ тӑкак мӗн чухлӗ пулнине шутлаҫҫӗ. Шар курнӑ ҫынсем хальлӗхе тӑванӗсем патӗнче вырнаҫнӑ.
Сӑмах май, ҫу уйӑхӗн 10-16-мӗшӗсенче республикӑра 59 пушар пулнӑ. Вӗсенче 2 ҫын вилнӗ, 1 ҫын суранланнӑ.