Шупашкарти Сӗнтӗрвӑрри ҫулӗ ҫинчи ҫул урлӑ каҫмалли вырӑна тахҫанах тума пуҫланине, маларах уншӑн «Чӑвашавтодор» яваплӑ пулнине эпир пӗлтернӗччӗ. Шоссене юсаса ҫӗнетнӗ чух пассажирсене каҫса ҫӳремеллине те хута ямалла пулнӑ. Анчах ӗҫе вӗҫне ҫитерме май килмен. Каярах Храмов хушаматлӑ уйрӑм усламҫӑна шаннӑ. Хайхи этем пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗнче юсаса пӗтерме шантарнӑ. Подрядчик проекта хурланӑ, ӗҫ тӑсӑлнине ҫавӑнпа сӑлтавланӑ.
Паян ӗҫпе Шупашкар администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков паллашнӑ. Храмов подрядчикӑн пайташӗсем ӗҫе авӑн уйӑхӗн вӗҫӗччен вӗҫлеме шантарса калаҫнӑ.
Ҫул ҫийӗн каҫмалли — 48 метр тӑршшӗ. Унта ҫул сарлакӑшӗ — 3 метр. Сусӑрсене меллӗ пултӑр тесе лифт тума палӑртнӑ.
Тӑвай районӗнчи Чутей ялӗнче пурӑнакансем хӑйсен вӑйӗпе кӗпер тунӑ. Халӗ Пысӑк ҫырма урлӑ вӗсем ҫӑмӑллӑнах каҫса ҫӳрейреҫҫӗ.
Ялта тивӗҫлӗ канури ҫынсем нумай. Чылайӑшӗ 80 ҫултан иртнӗ. Кивӗ кӗпер урлӑ каҫса ҫӳреме меллӗ пулман. Уйрӑмах — хӗлле, тимӗр ҫинче ура шунӑ. Ҫавӑнпа чутейсене ҫӗнӗ кӗпер питӗ кирлӗ пулнӑ.
Ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Григорий Куклов ертсе пынипе, ял халӑхӗ ҫанӑ тавӑрса ӗҫленипе кӗпер туса лартнӑ. Унӑн конструкцийӗ тимӗртен, ҫийӗ — йывӑҫран.
Чӑваш Енре, Улатӑр районӗнче, Daewoo Nexia машина кӗпертен ҫырмана ӳкнӗ. Салонра тӑватӑ ҫын пулнӑ. Вӗсем суранланнӑ. Аманнӑскерсене пульницӑна илсе кайнӑ.
Ку пӑтӑрмах ҫурла уйӑхӗн 2-мӗшӗнче ҫӗрле пулнӑ. «Энӗш» автоҫулпа пыракан машина ҫырманналла ӳкнӗ. Руль умӗнче 18 ҫулти водитель пулнӑ.
Ҫав ҫул ҫинче юсав ӗҫӗсем пыраҫҫӗ. Чукун ҫул урлӑ каҫакан кӗпере ҫӗнетме палӑртнӑ. Халӗ ку ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ.
Кашни кун ҫумӑр ҫунӑран Сӑр урлӑ каҫмалли понтонлӑ кӗпере хупнӑ. Мӗншӗн? Сӑр шывӗ хӑпарнӑ.
Утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнче 21 сехет тӗлне юханшыв шайӗ виҫӗ метр хӑпарнӑ. Ҫавна май Ҫӗмӗрле хули патӗнче Чӑваш Енпе Чулхула облаҫне ҫыхӑнтаракан понтонлӑ кӗпере хупнӑ.
Кӗпере хупни пирки ятарлӑ паллӑсем вырнаҫтарнӑ. Понтонлӑ кӗпере хӑҫанччен хупни паллӑ мар-ха. Ҫумӑр ҫусах тӑрсан шыв шайӗ пӗчӗкленмӗ-ха.
Чӗмпӗр облаҫӗнче япӑх ҫанталӑк утӑ уйӑхӗн 5-мӗшӗнчен хуҫаланать. Ҫумӑр самай шар кӑтартнӑ. Паян Чӑваш Енри бригада чӗмпӗрсене пулӑшма кайнӑ.
Ӗнер кӳршӗ регионта ҫумӑр чарӑнмасӑр вӑйлӑ лӳшкенӗ. Чылай ял электричествӑсӑр тӑрса юлнӑ. Ҫуртсене ҫутӑпа тивӗҫтерес ӗҫе тӳрех пуҫӑннӑ. Халӗ те ҫак ӗҫ пырать.
Вырӑс Беденька ялӗнче кӗпер ишӗлсе аннӑ. Ӑна юсас ӗҫре халӗ 43 бригада ӗҫлет. Чӗмпӗрсене пулӑшма ытти регионтан та килеҫҫӗ. Мӑкшӑ Республикинчен, Самартан, Пензӑран та пулӑшу килмелле.
Регионсенчен килнӗ бригадӑсем валли ятарлӑ пунктсем хатӗрленӗ. Пурне те ятарлӑ тум, хӳтӗленмелли хатӗрсем тата инструментсем параҫҫӗ.
Канаш районӗнчи Юмансарта ҫуралнӑ, халӗ Шупашкарта пурӑнакан Г.И. Филиппов тӑван ялӗнче ҫакӑнса тӑракан кӗпер тунӑ. Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, ӑна савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Унта вырӑнти тӳре-шара та хутшӑннӑ. Ҫав шутра район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ В. Аланьева, Карӑклӑ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Е. Козлов пулнӑ. Ял халӑхӗ те пуҫтарӑннӑ.
«Ҫӗруш кӗперне», объекта ҫапла калаҫҫӗ (вӑл пилӗк пӗр тӑванран чи кӗҫӗннин ячӗ, вӑл пӗчӗкле вилнӗ), тума 360 пин тенкӗ тӑкакланнӑ. Укҫана ял халӑхӗ нимелле пухнӑ. Укҫа парса пулӑшнисен шутӗнче — маларах асӑннӑ Г.И. Филиппов, Мускавра пурӑнакан В.И. Филиппов тата О.В. Филиппов, Питӗрте тӗпленнӗ Н. Яковлева тата С.Г. Филиппов, Юмансарти Г.К. Кириллов. Вӗсем пурте — Юмансарта ҫуралса ӳснӗскерсем.
Иртнӗ ҫул вӗҫӗнче Чӑваш Ен Росавтодортан Пӑрачкав кӗперне юсама укҫа ыйтнӑ. Унтан хурав килнӗ: чи малтан укҫа-тенкӗ пуҫӑннӑ объектсене вӗҫлеме кайӗ.
Анчах ку республикӑна укҫа килмессине пӗлтермест. Пӑрачкав районӗнчи Сӑр урлӑ хывнӑ кӗпере федераци укҫи-тенкипе юсас шанчӑк пур-ха. Федераци хыснинчен уйӑрса памасан та Чӑваш Енӗн укҫа тупма тивет, кӗпере ҫитес икӗ ҫулта юсамаллах. Кун пирки ЧР транспорт министрӗ Владимир Иванов пӗлтернӗ.
Кӗпере юсамалли проекта 2015 ҫултах хатӗрленӗ. Кун валли пӗтӗмпе 565,144 миллион тенкӗ кирлӗ. Минтранс ку лару-тӑрӑва сӑнаса тӑрать. Хальлӗхе вара кӗпер питӗ япӑх лару-тӑрура.
Унччен ҫак кӗпере «Платон» тытӑмӗ пухнӑ укҫапа юсассине пӗлтернӗ. Анчах ҫав укҫа, 68 миллион тенкӗ, Етӗрне районӗнчи Сӑр урлӑ кӗпере юсама кайӗ.
Ҫӗрпӳри кӗпере 2015 ҫулта аран-аран хута янӑччӗ. Кайран тепӗр пайне, кӗпер патне пымаллине, Сарӑтури «Волгомост» предприятие тума шаннӑччӗ. Вӑл вара иртнӗ ҫулхи утӑ уйӑхӗн 19-мӗшӗнче панкрута тухнӑччӗ.
Упрдор Сарӑтури «Волгомост» ячӗпе килӗшӗве пӑрахӑҫлама ыйтса янӑ тавӑҫа республикӑн Арбитраж сучӗ тивӗҫтернӗччӗ, заказчик валли 116 миллион та 424 пин тенкӗ шыраса илме йышӑннӑччӗ. Анчах «Волгомост» кун пек йышӑнупа килӗшменччӗ. Вӑл Улатимӗрти пӗрремӗш Арбитраж судне аппеляци ҫӑхавӗ ҫырнӑччӗ.
Арбитраж сучӗ контракта пӑрахӑҫланӑ, халӗ ҫав йышӑну вӑя кӗнӗ. Ҫӗртме уйӑхӗ тӗлне ҫӗнӗ подряд организацине палӑртмалла. Анчах ӗҫ калӑпӑшӗ самаййине шута илсен ӗҫе юпа уйӑхӗ тӗлне туса пӗтересси те иккӗленӳллӗ. Ку шухӑша республикӑн транспорт министрӗ Владимир Иванов Чӑваш Енӗн патшалӑхӑн телерадиокомпанине пӗлтернӗ.
Шупашкарти Мускав кӗперне туса пӗтермешкӗн тата сахал мар укҫа кирлӗ. Кун валли тепӗр 518 миллион тенкӗ уйӑрмалла. Ку ыйтӑва ЧР Правительствинче сӳтсе явнӑ.
Аса илтерер: Мускав кӗперне 2015 ҫулта тума тытӑннӑ. Ӑна ҫитес ҫул туса пӗтерме палӑртнӑ. Анчах Мускав кӗперне вӑхӑтра хута ямашкӑн укҫа-тенкӗ кирлӗ.
Кӑҫал кӗпере тунӑ ҫӗре 435 миллион тенкӗ яма палӑртнӑ. 340 миллион тенки федераци хыснинчен пулӗ.
Сӑмах май, Мускав кӗперӗн ҫур пайне кӑҫал Республика кунӗ тӗлне уҫмалла. Шупашкар хула администрацийӗ Алексей Ладыков подрядчик умне ҫакнашкал тӗллев лартнӑ.
Кӑҫал Чӑваш Енри ҫулсене юсама 5 миллиард ытла тенкӗ уйӑрнӑ. Укҫан пысӑк пайӗ ҫӗнӗ ҫул сарнӑ ҫӗре кайӗ. 2 миллиард тенкипе вара ҫулсене тӗплӗ юсӗҫ. Ку ыйтупа Федераци ҫул-йӗр агентствин пӗлтӗрхи пӗтӗмлетӗвне тата 2017–2018 ҫулсенчи плана палӑртассине халалланӑ ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗнче калаҫнӑ. Унта ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев та хутшӑннӑ.
РФ транспорт министрӗ Максим Соколов 2019 ҫул тӗлне федераци ҫулӗсене 100 проценчӗпех йӗркене кӗртмелли пирки каланӑ. Ҫак тӗллеве пурнӑҫлама йышӑну тунӑ.
Конференцире ҫак ӗҫе «Платон» тытӑмне те хутшӑнтарма сӗннӗ. Кӑҫалхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ тӗлне ҫак тытӑм 17 миллиард тенкӗ пухнӑ. Ку укҫана регионсенчи ҫулсене пӑхса тӑма ярӗҫ. Кӑҫал ку укҫапа ытларах кӗперсене юсӗҫ.
«Платон» укҫине Пӑрачкав районӗнче Сӑр урлӑ хывнӑ кӗпере юсамашкӑн та уйӑрассине сайтра унчченех пӗлтернӗччӗ. Ҫак тӗллевпе Чӑваш Ене 68 миллион тенкӗ килӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.07.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 22 - 24 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Пятницкая Ольга Васильевна, нумай ҫул хушши ачасене вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентнӗ педагог ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент ҫуралнӑ. | ||
| Шупашкарти 1№ типографине никӗсленӗ | ||
| Теветкел Николай Александрович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Микулай Мӑскал, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |