Чулхула облаҫӗнче Чӑваш Енре тунӑ алюмини кӗпер хута кайнӑ. Машинӑсем ун урлӑ раштав вӗҫӗнчех ҫӳреме тытӑннӑ.
Кӗпер Чулхула облаҫӗнчи Бор хули ҫывӑхӗнче уҫӑлнӑ, вӑл 72 метр тӑршшӗ, унпа Линда юханшывӗ урлӑ каҫма пулать. Ӑна алюминирен тунӑ. Унччен кунашкал технологисемпе Раҫҫейре тата Хӗвеланӑҫ Европӑра усӑ курман. Чӑваш Енри «Сеспель» предприяти машиностроителӗсем вара ӑна пӗрремӗш хутчен пурнӑҫа кӗртме пултарнӑ.
Халӗ Ҫӗмӗрлерен Чулхула облаҫне хӑвӑртрах ҫитме пулать. Ӗнер, раштавӑн 19-мӗшӗнче, Сӑр урлӑ хӗлле каҫмалли кӗпере уҫнӑ. Унпа тӳрех кӳршӗ регионти Нават салине ҫитме пулать.
Кӗпер 150 метр тӑршшӗ. Унпа 3 тоннӑран ытларах тайман транспортӑн ҫӳреме юрать. Пассажирсене илсе каҫма юрамасть. Вӗсен кӗпер урлӑ ҫуран каҫмалла. Машинӑра водителӗн кӑна пулмалла.
Кӗпере ҫӑлав хатӗрӗсемпе тивӗҫтернӗ. Унта информаци щичӗсем, ҫул-йӗр паллисем те пур.
Ҫак кунсенче М-12 тӳлевлӗ ҫул ҫинче строительсем Атӑл урлӑ хывнӑ кӗпер ҫинче асфальт сарса пӗтернӗ. Вӑл - ҫак ҫул ҫинчи чи вӑрӑм кӗпер: 3362 метр тӑршшӗ, 25 метр сарлакӑш.
Халӗ унта тимӗр картасем вырнаҫтараҫҫӗ. Кайран кӗпер ҫинче ҫутӑ тӑвӗҫ.
Палӑртмалла: ҫак кӗпере 2021 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче тума пуҫланӑ. Ӑна ҫывӑх вӑхӑтра, раштав уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, уҫасшӑн. Ҫавӑн чухнех машинӑсем Мускавран Хусана ҫӳреме тытӑнӗҫ. Хальхи вӑхӑтра ҫул Мускавран пуҫласа Арзамас таран уҫӑ.
Комсомольски районӗнчи Урмаелте пурӑнакан Ильгиз Пахалов шкул ачисем валли авӑнӑн 1-мӗшӗ тӗлне чӑн-чӑн парне тунӑ. Вӑл юханшыв урлӑ кӗпер хывнӑ. Ҫапла ачасем малашне шкула кӗске ҫулпа ҫӳреме пултараҫҫӗ. Унччен шӑпӑрлансем шкула тавран кайнӑ, темиҫе ҫухрӑм парӑнтарнӑ.
Кӗпер Ҫырма тата Сенгерей урамӗсене ҫыхӑнтарать. Ильгиз Пахалов кӗпере хӑйӗн укҫипе тунӑ. Ку ӗҫе Урмаел ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Айрат Ямалетдинов пуҫарӑвӗпе пурнӑҫланӑ.
Тӑвай районӗнчи Лачкасси ялӗнче Тӑрмӑш юханшыв урлӑ каҫмалли кӗпер питӗ япӑх лару-тӑрура. Кун пирки район пуҫлӑхӗ Владимир Михайлов хӑй пӗлтернӗ.
Вӑл каланӑ тӑрӑх, администраци дефектлӑ ведомоҫ хатӗрлет. Тӳре-шара Чӑвашупрдор ӗҫченӗсемпе пӗрле кӗпере пӑхса ҫаврӑннӑ, проекта хатӗрленӗ хыҫҫӑн ӗҫ планне кӗртме шантарнӑ.
Кӗперӗ вара халӑха питӗ кирлӗ. Вӑл яла кӗнӗ ҫӗрте вырнаҫнӑ. Ун урлӑ машинӑсем те ҫӳреҫҫӗ.
Патӑрьел районӗнчи Еншик тата Тикеш ялӗсене ҫыхӑнтаракан кӗпер ҫӗмӗрӗлнӗ. Халӗ прокуратура унта тӗрӗслев ирттерет. Вырӑнти ҫынсем каланӑ тӑрӑх, вӑл ялтан яла ҫӳремелли чи кӗске ҫул шутланать. Ун урлӑ каҫсан 1 ҫухрӑм кӑна утмалла. Тавран вара 8,5 тата 12 ҫухрӑм каймалла.
Пӑла урлӑ хывнӑ ҫав кӗпер кивелнӗ пулин те унпа тата темиҫе ҫул йӗркеллех ҫӳреме пултарнӑ ҫынсем. Анчах такамсем ӑна ҫӗмӗрнӗ, унтан халӗ кайма ҫук.
Район администрацийӗ ку кӗпер вӗсен балансӗ ҫинче пулманнине каланӑ, ӑна пуҫаруллӑ хысна программипе кӑна ҫӗнетме май пуррине пӗлтернӗ.
Прокуратура тӗрӗслев ирттернӗ хыҫҫӑн йышӑну тӑвӗҫ.
Патӑрьел районӗнчи Ҫӑл Атӑк ялӗнче кӗпер ишӗлме пуҫланӑ. Тӳре-шара кун пирки 2 ҫул каяллах пӗлнӗ, анчах пӑр вырӑнтан хускалман.
Ҫынсем кӗпер пирки халӑх тетелне ҫырса хунӑ. Кун хыҫҫӑн ӗҫ кӑштах хускалнӑ - тӳре-шара вырӑна ҫитнӗ. Ҫул-йӗр ӗҫченӗсем те, ПАИ инспекторӗсем те пулнӑ. Вӗсем ҫулӑн пӗр пайне пӳлме, бетон блок хума йышӑннӑ. Тунтикун татах килме шантарнӑ.
Канаш районӗнчи Мӑкӑр кӗперне ЕРРНа федераци пӗлтерӗшлӗ культура еткерлӗхӗ пек кӗртнӗ.
Палӑртмалла: кӗпере 1916 ҫулта тунӑ. Унпа чукун ҫул пек усӑ курнӑ. Анчах 1986 ҫулта вӑл ӗҫлеме пӑрахнӑ. Кӗпер хӑйне евӗрлӗхӗпе, аркӑсен ҫӳллӗшӗпе палӑрса тӑрать.
Хальхи вӑхӑтра Мӑкӑр кӗперӗ туристсене илӗртет.
Шупашкарти Гагарин кӗперӗ, чи аялти пайӗ, арканма пуҫланӑ. Тӳре-шара вырӑна ҫитсе тӗрӗсленӗ.
Кӗпере тӗплӗн тӗрӗслеме палӑртнӑ. ЖКХ тата хула хӑтлӑхӗ тӗлӗшпе ӗҫлекен управлени директорӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑна ҫитес эрнере кӑна юсама пуҫлӗҫ.
Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Денис Спирин каланӑ тӑрӑх, малтан Октябрь кӗперне юсама плана кӗртнӗ пулнӑ. Ун хыҫҫӑн кӑна – Гагарин кӗперне. Анчах 2025 ҫулти планра та Гагарин кӗперӗ ҫук.
Ейӳ вӑхӑтӗнче Элӗк районӗнчи Чӑваш Сурӑм ялӗнче пӗртен-пӗр кӗпер арканнӑ.
Ҫавна май ҫынсем ял масарӗ ҫине каяймаҫҫӗ, Янӑш ялне ҫитсе килеймеҫҫӗ, "Новый путь" ЯХПК уй-хирне каҫаймаҫҫӗ. Ӗнер ялти хастарсем арканнӑ кӗпер патне ҫитсе курнӑ. "Республикӑра ку инкек пирки илтмен ахӑртнех. Халӑх пулӑшасса кӗтет", - тенӗ хастарсем.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |