Чӑваш Енпе Чулхула облаҫне ҫыхӑнтаракан кӗпере, Сӑр юханшывӗ урлӑ хывнӑскере, юсама палӑртнӑ. Кун валли 33,4 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ.
Ӗҫе Чулхула облаҫӗнчи Автоҫулсен тӗп управленийӗн саккасӗпе юсӗҫ. Ку ӗҫе РЭБ СК «ОКА» тулли мар яваплӑ общество пурнӑҫлӗ.
Кӗпере чӳк уйӑхӗн 7-мӗшӗнче юсама пуҫлӗҫ. Понтонсене пӑсса юсава илсе кайӗҫ, ҫуркунне вара каялла илсе килӗҫ. Кӗперӗн ытти пайне, ун патне пымалли ҫула та юсӗҫ. Кӑҫал подрядчик ӗҫе 4 миллион тенкӗлӗх тӑвӗ, ҫитес ҫул – 29,4 миллион тенкӗлӗх.
Хӗлле кӗпер вырӑнӗнче пӑр ҫийӗн каҫмалли пулӗ. Ӑна пӑр хулӑнлансан ҫеҫ хурӗҫ.
Ҫӗрпӳ кӗперне юсама пуҫланӑранпа темиҫе ҫул та иртрӗ ӗнтӗ. Ӗҫе ниепле те вӗҫне ҫитереймеҫҫӗ. Ку водительсене те вӗчӗрхентерет. Ара, канмалли кунсенче унта «пӑкӑ» тем тӑршшех, сехечӗ-сехечӗпе ларма тивет.
Хальхинче подядчик кӗпере юсаса пӗтересси пирки шантарсах каланӑ. Ӑна юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗнче уҫма палӑртнӑ. Халӗ унта ӗҫлекен подрядчик ӗҫе вӗҫлесе пырать.
Юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗ тӗлне пӗтӗм ӗҫе вӗҫлеме шантарнӑ: ҫутӑсем вырнаҫтарӗҫ, ҫул хӗррипе карта тытӗҫ. Инҫех мар вырнаҫнӑ ялсен ҫыннисемшӗн те меллӗ пулӗ: автопавильон лартӗҫ.
Шупашкарти Мускав кӗперне юсаса ҫӗнетесси малалла пырать. Объекта икӗ тапхӑрпа юсаса ҫӗнетме йышӑннӑччӗ. Пӗлтӗр Республика кунӗнче ӑна савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑччӗ. Анчах вӑйлӑ ҫумӑр вӑхӑтӗнче асфальт ҫав кунах вырӑнтан хускалнӑччӗ. Чӑваш Енӗн транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗ Владимир Иванов Фейсбукра ун чух ӑнлантарнӑ тӑрӑх, асфальта малтанхи кун ҫеҫ хурса пӗтернӗ. Ҫӗнӗскер хытса ӗлкӗреймен, киввипе ҫӗннине сыпӑнтарнӑ ҫӗрте асфальт хускалнӑ. Ӑна ҫийӗнчех юсанӑ.
Кӗпере юсаса ҫӗнетес иккӗмӗш тапхӑр кӗҫех вӗҫленмелле. Михаил Игнатьев Элтепер Шупашкарти объектсенче пулнӑ, кӗпер юсакансен ӗҫӗпе те вӑл паллашнӑ. ЧР влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, объекта чӳк уйӑхӗн 27-мӗшӗнче хута ярасшӑн.
Ҫӗрпӳ кӗперне хӑҫан туса пӗтерӗҫ? Ку ыйтӑвӑн хуравӗ ҫук пек туйӑнать ахӑртнех. Ара, ӑна миҫе ҫул тӑваҫҫӗ-ха та.
Ҫак кунсенче рабочисем Мӑн Ҫавал урлӑ хывнӑ кӗпер ҫине ӗҫлеме тухнӑ. Унта реконструкцин юлашки тапхӑрӗ пырать. «Волго-Вятскуправтодор» пуҫлӑхӗ Илдар Мингазов пӗлтернӗ тӑрӑх, кӗпере кӑҫал юпа уйӑхӗнче хута яма палӑртнӑ.
Ҫывӑхри ял ҫыннисем валли чарӑну та пулӗ. Унта павильон лартӗҫ. Палӑртмалла: Ҫӗрпӳ кӗперне хута ямашкӑн федераци хыснинчен 282 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.
Шупашкарти Мускав кӗперне тӑвакансене пуш уйӑхӗнчен подрядчик ӗҫ укҫи тӳлемест. Рабочисем забастовкӑна тухнӑ.
«Ака уйӑхӗнче пире шалу тӳлемен. Пуш уйӑхӗшӗн ҫуррине панӑ, кун хыҫҫӑн шантарса ҫеҫ пурӑнаҫҫӗ. Пирӗн ҫемьесем пур. Пирӗн мӗнле пурӑнмалла?» - тенӗ рабочи «Про Город» корреспондентне.
Паян 20 ытла ҫын ӗҫе тухман, забастовка тунӑ. Хӑшӗ-пӗри ҫапах ӗҫе пикеннӗ. Сӑмах май, кӗпере Мускаври «Пеликсер» тулли мар яваплӑ общество тӑвать.
Ҫынсене укҫа хӑҫан парассине подрядчик татӑклӑн калаймасть. Ҫакна вӑл федераци укҫи ҫуккипе сӑлтавлать.
Чӑваш Енри Ҫӗмӗрле хулипе Нават ялне (выр. Наваты) Сӑр юханшывӗ урлӑ понтон кӗперпе ҫыхӑнтарнине эпир пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер, икӗ региона тӳрремӗн ҫитме май паракан ҫула ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче уҫнӑччӗ.
Паян кӗпере Ҫӗмӗрлери тата Чулхула облаҫӗнчи, ҫул-йӗр инспекцийӗн инспекторӗсем, автоҫулсене тытса тӑрассишӗн яваплӑ специалистсем хакласа йышӑннӑ. 5 тонна таран таякан машинӑсене чӑтакан кӗпер тӑрӑх ҫывӑх вӑхӑтра автобус хутлама пуҫлӗ. Вӑл Ҫӗмӗрле хулипе Чулхула облаҫӗнчи Нават ялне ҫыхӑнтарӗ.
Ҫурхи, ҫуллахи тата кӗрхи тапхӑрта ӗҫлекен понтон кӗпере 1998 ҫултанпа хута яраҫҫӗ. Икӗ регионта пулин те кӳршӗллӗ пурӑнса пӗр-пӗринпе ҫыхӑну тытакансемшӗн ӑна уҫни чӑннипех те паха.
Чӑваш Енри Ҫӗмӗрле хулипе Нават ялне (выр. Наваты) Сӑр юханшывӗ урлӑ понтон кӗперпе ҫыхӑнтарнӑ. Икӗ региона тӳрремӗн ҫитме май паракан ҫула ӗнер уҫнӑ.
Хӗлле пӑр вӑйлӑ ларсан Сӑр урлӑ пӑр ҫулпа машинӑсем ҫӳремелле туса параҫҫӗ.
Аса илтерер, кӑҫал ӑна кӑрлач уйӑхӗн 15-мӗшӗнче хута янӑччӗ. Вӑхӑтлӑх ҫулпа 3 тоннӑран ҫӑмӑлтарах машинӑсен ҫеҫ каҫма юратчӗ. Пӑр ҫулпа иртнӗ чух пӗр сехетре вунӑ ҫухрӑмран ытла хӑваламалла марччӗ. Юханшыв урлӑ ҫула кӑҫал ака уйӑхӗн 4-мӗшӗнче хупрӗҫ. Ҫапла туни пӑр ҫӳхелнипе ҫыхӑннӑччӗ.
Сӑр урлӑ халӗ хывнӑ вӑхӑтлӑх понтон кӗпер урлӑ 5 тоннӑран йывӑр мар машинӑсен иртсе ҫӳреме юрать. Вӗсене талӑкӗпех каҫма ирӗк панӑ.
«Вятка» ҫул урлӑ иртекен Кӑкшӑм юханшывӗ урлӑ хывнӑ кӗпере ҫывӑх вӑхӑтра юсасшӑн. Унта «Чӑвашупрдор», Чӑваш Енӗн Строительство министерствин тата «Волгастройпроект» проект институчӗн специалисчӗсем пулнӑ, кӗпер пахалӑхне хакланӑ.
Вӗсем кӗпере тишкернӗ тӑрӑх, объект япӑхма пуҫланӑ. Автотранспорта каҫса ҫӳреме хӑрушӑ мар-ха, ҫапах та специалистсем хӑш-пӗр мера йышӑнмаллах тесе пӗтӗмлетнӗ. Сӑмахран, иртен-ҫӳрен машинӑсен хӑвӑртлӑхне кӗпер ҫинче чакармалли. Асӑрхаттаракан ҫынна кунӗн-ҫӗрӗн тӑратаймӑн, апла пулсан информаци щичӗсем кирлӗ.
Ӳлӗмрен кӗпере юсама тивӗ. Унччен вара проектпа шырав ӗҫӗсене ирттермелле.
Кӗпер тӑршшӗ 60 метр иккен. Унӑн тӗп пайне 1994 ҫулта тунӑ. Хӑш-пӗр ӗҫе вара 1988 ҫулта пуҫланӑ.
М-7 федераци трасси ҫинче Сӑр юханшывӗ урлӑ хывнӑ кӗпер патне илсе пыракан ҫула хатӗрлӗҫ. Росавтодор тытӑмӗнчи «Волго-Вятскуправтодор» федерацин хысна предприятийӗ эстакадӑна кӑҫал тума пуҫлассине пӗлтернӗ. Сӑр юханшывӗ урлӑ кӗпер тунипе пӗрлех вӑл Мӑн Ҫавал урлӑ кӗпере юсаса ҫӗнетӗ. Ҫак хыпара Росавтодор сайтӗнче пӗлтерни тӑрӑх Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерстви хыпарланӑ.
Подряд организацинче палӑртнӑ хыҫҫӑн М-7 «Атӑл» автоҫул ҫинчи ӗҫсем 582+300 километрӗ тӗлӗнче пулӗҫ. Кунти ҫӗр час-часах ишӗлнине шута илсе ҫула 33 метр тӑршӗллӗ тимӗр-ботон балкӑсемпе ҫирӗплетӗҫ. Ӗҫе 2020 ҫулта вӗҫлесшӗн.
Ҫавал урлӑ хывнӑ кӗпере (сӑмах Ҫӗрпӳ хули ҫумӗнчи пирки пырать) вара кӑҫал туса пӗтермелле. Кӗпер патне пыракан ҫула хунарсемпе ҫутатӗҫ. Ҫӗрпӳ районӗнчи Виҫпӳрт Салинче пурӑнакансем валли чарӑну туса парӗҫ.
Чӑваш Ене федераци хыснинчен 450 миллион тенкӗ килӗ. Ку укҫа-тенкӗпе кӗперсене юсӗҫ.
Раҫҫейри 11 региона укҫа-тенкӗ уйӑрса парӗҫ. Пирӗн республика ҫав йыша кӗнӗ. Хушӑва РФ премьер-министрӗ Дмитрий Медведев ҫак кунсенче алӑ пуснӑ.
ЧР транспорт министрӗ Владимир Иванов ку укҫапа хӑш кӗперсене юсанине ӑнлантарса панӑ. 320 миллион тенкипе Шупашкарти Мускав кӗперне юсӗҫ. 130 пин тенки вара Пӑрачкаври кӗпере юсама кайӗ. Аса илтерер: 2016 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче Сӑр урлӑ хывнӑ кӗперӗн бетонӗ йӑтӑнса аннӑ. Ун чухне ӑна йӗркене кӗртнӗ, йывӑр тиевлӗ машинӑсене ҫӳреме чарнӑ, асфальт сарнӑ. Пӗлтӗр вара ку кӗпере юсама 565 миллион тенкӗ кирлӗ тесе пӗлтернӗччӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |