Хӗлле халех вӗҫленмест пулин те Элӗк районӗнчи Чӑваш Сурӑмӗнче пурӑнакансем ҫуркуннене хӑраса кӗтеҫҫӗ. Кӗҫех ял хуҫалӑхӗнче ӗҫсем пуҫланаҫҫӗ вӗт. Анчах ҫак ялти ҫынсен тата колхозӑн ҫӗрӗсем ҫырма леш енче вырнаҫнӑ. Каҫӑ пур-ха унта, анчах ӑна каҫӑ теме ҫук — кивелсе пӗтнӗ.
Унта каяс тесен ытти ялсем урлӑ ҫитмелле — кӗпер начар. Уйра ӗҫсем пуҫлансан комбайнерсемпе трактористсем кашни кун 30 ҫухрӑм ҫаврӑнса ҫӳреҫҫӗ. Ҫырмара Сурӑм юханшывӗ юхать. Ун урлӑ пирвайхи кӗпере 19-мӗш ӗмӗр вӗҫӗнче хывнӑ, иккӗмӗшне — 20-мӗш ӗмӗр варринче.
Ял ҫыннисем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулталӑк каялла пӑрӑхсем хунӑ, тӑпра сапнӑ. Анчах ӑна тепӗр уйӑхран юхтарса кайнӑ.
Юрий Семенов пӗлтернӗ тӑрӑх, унта МАЗ урапа ӳкнӗ. Вӑл кӗпер начар пулнине пӗлмен ҫав — персе аннӑ. Аран-аран кӑларнӑ вара.
Ял тӑрӑхӗн администрацийӗ унта кӗпер кирлех мар тесе шухӑшлать. Вӑл икӗ яла ҫыхӑнтармасть-мӗн. Петр Петров пуҫлӑх каланӑ тӑрӑх, инҫех мар Янӑш ялӗ вырнаҫнӑ. 2014 ҫулта унта хысна укҫипе бетон кӗпер тунӑ — ҫапла тракторсем те, урапасем те аванах ҫӳреме пултараҫҫӗ-мӗн.
Чӑваш Сурӑмӗнче 220 ҫын пурӑнать.
Елчӗк районӗнчи Лаш Таяпа ял тӑрӑхӗн сайчӗ Ҫӗнӗ Эйпеҫ ҫыннисем туслӑ пурӑннине пӗлтерет. Вӗсем уявра савӑнма та, яла тирпей-илем кӗртме те пӗлеҫҫӗ.
Нумаях пулмасть ҫӗнӗ эйпеҫсем кивӗ, юхӑннӑ шкул кирпӗчӗсене сӳтсе ҫулсене сарнӑ. Халӗ унта урапасем лачакара кӗрсе лармаҫҫӗ.
Иртнӗ эрнере вӗсем ҫырма урлӑ каҫмашкӑн кӗпер ӑсталанӑ. Ку кӗпер ял хӗрринче вырнаҫнӑ. Ҫитес ҫул выльӑх-чӗрлӗхе уй-хире хӑваласа тухма ҫӑмӑлрах пулӗ.
Пуҫлӑх мӗнле пулнинчен ӗҫ епле пурнӑҫланасси нумай килет. Ял старости Геннадий Туманов ӗҫе йӗркелеме пӗлет.
Япалана пӑхса тӑмасан, ҫӗнетмесен вӑл кивелет те юрӑхсӑра тухать. Ҫакна уйрӑмах ял ҫынни лайӑх ӑнланать.
Вӑрмар районӗнчи Аслӑ Шӑхальте нумаях пулмасть Шарапаш юханшывӗ урлӑ Сарапай ҫӑлкуҫӗ патне илсе ҫитерекен кӗпере юсанӑ. Тӗрӗссипе, кӗпере нумаях пулмасть тунӑ. Анчах аслӑ шӑхальсен инкек пулнӑ: ватӑ йӑмра ӳкнӗ те кӗпере ҫӗмӗрнӗ.
Аслӑ Шӑхальсем каланӑ тӑрӑх, ҫулла ун урлӑ каҫса ҫӳреме май пулнӑ-ха. Анчах ҫанталӑк сивӗтнӗ май кӗпер ҫинче шуса ӳкес хӑрушлӑх ӳснӗ.
Тӗнче ырӑ ҫынсемсӗр мар теҫҫӗ те. Ял тӑрӑхӗн администрацине Владимир Мартынов ҫитнӗ те кӗпере юсасси пирки калаҫу пуҫарнӑ. «Хам та ӗҫлеме тухӑп», — тенӗ Николай Петрович.
Ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ кӗпер валли каштасем тупса парсан Владимир Мартыновпа Николай Федоров икӗ кунра кӗпере юсаса хунӑ.
Сӑр юханшывне урапа анса кайни пирки МИХсем шавларӗҫ. Салонра Тутар Республикин ҫыннисем пулнӑ. Чӳкӗн 6-мӗшӗнче Чуллӑ Ҫырти Екатерина Филатовӑн Мӑкшӑ Республикинчи колонире ларакан упӑшки патне каймалла пулнӑ. Чӳкӗн 7-мӗшӗнче вӗсен тӗлпулмалла пулнӑ. Анчах ҫула тухни инкекпе вӗҫленнӗ.
Екатерина Филатова водителе нумай шыранӑ. Тавралӑха тӗтре карса илнӗрен никам та килӗшмен. Юлашкинчен 24-ри Айнур Киямов руль умне ларма килӗшнӗ. Вӗсем Ҫӗмӗрле районне кӗрсен ҫыхӑну татӑлнӑ.
Ҫав кун пӗр арҫын МЧСа шӑнкӑравласа куҫӗ умӗнче урапа Сӑр ҫинчен пуҫтарса салатнӑ понтон кӗпертен шыва сикнине пӗлтернӗ. Салонри ҫынсем тухнипе тухманнине вӑл курман.
Чылай водитель ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, инкекчен понтон кӗпере пуҫтарни пирки асӑрхаттаракан паллӑ пулман. Ҫӑлавҫӑсем халӗ путнӑ урапана тупнӑ, ӑна кӑларассишӗн тӑрӑшаҫҫӗ.
Красноармейски районӗнчи типҫырмасен Мӑн Шетмӗ юханшыв урлӑ каҫасси чӗр нуша пулнӑ. Тахҫанхи кӗпер ҫӗрсе пӗтнӗ, юрӑхсӑра тухнӑ. Пӗр хушӑ ял ҫыннисем шыв-шурта ҫӗтӗк кӗпер урлӑ каҫса ҫӳренӗ.
Тинех вӗсем патне савӑнӑҫ ҫитнӗ. Халӑх тӑрӑшнипе нумаях пулмасть ҫӗнӗ кӗпер хута кайнӑ. Уйрӑмах ҫак ӗҫре Геннадий Сверчков, Влас Дмитриев, Виктор Владимиров, Гаврил Михайлов, Виктор Тимофеев, Виктор Николаев, Владимир Сверчков, Рена Маркова тата ыттисем палӑрнӑ.
Кӗпере юпан 7-мӗшӗнче савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Унта район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Андрей Шестаков, ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Полина Николаева хутшӑннӑ.
Уявра Типҫырма ҫыннисем кӗпер урлӑ каҫнӑ. Культура ӗҫченӗсем халӑха юрӑпа савӑнтарнӑ.
Сӑнсем (34)
Комсомольски районӗнчи Вутлан ялӗ ял тӑрӑхӗн администрацийӗ пулӑшнипе тата хӑйсем тӑрӑшнипе кӗпер тунӑ. Вӑл тӗп урампа Чапаев урамне ҫыхӑнтарать.
Унччен ҫынсене те, выльӑх-чӗрлӗхе те пӗр урамран теприне ҫитме йывӑр пулнӑ. Кӗпер тумашкӑн пӗренесене харпӑр усламҫӑ кӳрсе килнӗ, хӑмасемпе ял тӑрӑхӗн администрацийӗ тивӗҫтернӗ. Пӑтасемпе ытти хатӗр-хӗтӗре ҫынсем килӗсенчен илсе тухнӑ.
Халӑх кӗпере 3 кунра туса пӗтернӗ.
Ҫак кунсенче Вӑрнар тата Етӗрне районӗсенчи автоҫулсем ҫинче тӗл пулакан пӗлтерӗшлӗ пысӑк кӗперсене юсассипе ҫине тӑраҫҫӗ. Мӑн Ҫавал юханшыв урлӑ каҫаканнине «Нурӑс–Патӑрьел–Елчӗк» автоҫул ҫинче ҫӗнетеҫҫӗ, Сӑр урлӑ каҫаканнине — «Никольски–Етӗрне–Нурӑс» автоҫул ҫинче.
Юсав ӗҫӗсем епле шайра пынипе «Чӑвашупрдор» хысна учрежденийӗн ертӳҫи Игорь Прусаков тата «Чӑвашавтодор» акционерсен обществин тӗп инженерӗ Николай Арденков вырӑна тухса паллашнӑ.
Вӑрнар районӗнче, тепӗр майлӑ каласан Мӑн Ҫавал ҫинче, мӗнпур ӗҫ калӑпӑшӗн 12 процентне пурнӑҫланӑ, Етӗрне районӗнче, Сӑр юханшывӗ урлӑ каҫаракан кӗпере 85 процент юсанӑ.
Сӑнсем (24)
Атӑлҫи федераци округне илсен, 100 пин ҫын пуҫне ҫын вилессипе Чӑваш Енре чи пысӑк кӑтарту. Пӗлтӗрхипе танлаштарсан ку цифрӑна 2–3 процент чакарма май килнӗ-ха та, ҫапах та ку лӑпланса-савӑнса лармалли сӑлтав мар.
Ҫул-йӗр ҫинчи лару-тӑру темине Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьевпа ирттернӗ пресс-конференцире те хускатнӑ. Ҫул-йӗр ҫинчи инкексене чакарас тесен Михаил Васильевич шучӗпе ҫулсем тума тата пуррисене юсаса ҫӗнетмелле. 2018 ҫулччен республика лаптӑкӗнче федераци пӗлтерӗшлӗ мӗнпур ҫула юсаса пӗтермелле. Ун валли 10 миллиард тенкӗ уйӑраҫҫӗ. Сӑр юханшывӗ ҫинче кӗпер тӑвас ыйтӑва татса парассипе те ӗҫлеҫҫӗ имӗш. Унччен вара проектпа смета документацине хатӗрлемелле.
М–7 трассӑна юсанӑ май Ҫӗнӗ Лапсар поселокӗ патӗнче ҫул ҫаври тума палӑртнӑ.
Ҫитес ҫул Шупашкарти Мускав кӗперне тума федераци хысничнен укҫа килессе шанаҫҫӗ. Пысӑк тӑкаклӑ ӗҫе пурнӑҫлама 1 миллиард та 600 миллион тенкӗ кирлӗ.
Ырантан, ҫурлан 1-мӗшӗнчен, пуҫласа Шупашкарти Гагарин кӗперне юсама тытӑнӗҫ. Ҫавна май транспортсене унтан ҫӳреме сӗнмеҫҫӗ.
Ҫурлан 1–18-мӗшӗсенче транспортсене сылтӑм енӗсемпе сахалрах ҫӳреттерӗҫ. Ҫак тапхӑрта икӗ еннелле каякансем те ҫул варрипе ҫӳрӗҫ. Унта ун чухне юсав ӗҫӗсем пымӗҫ.
Хула кунӗ хыҫҫӑн, ҫурлан 18-мӗшӗнчен пуҫласа авӑнӑн 8-мӗшӗччен, транспортсене ҫул варрипе ҫӳреме чарӗҫ. Ҫак вӑхӑтра сылтӑм енчи ҫулсемпе ҫӳреме май пулӗ.
Ку информацие Чӑваш Енӗн экономика министрӗ Владимир Аврелькин журналистсене пӗлтернӗ. «Паян китайсем апат-ҫимӗҫпе хӑйсене тивӗҫтереймеҫҫӗ. Республикӑра ирӗклӗ выртакан ҫӗр лаптӑкӗсем пур. Эпир выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетесси тата пахча-ҫимӗҫ ӳстересси енпе проектсем хатӗрлерӗмӗр. Вӗсене Китая пӑхса тухса тишкерме патӑмӑр. Кунсӑр пуҫне эпир вӑрман хуҫалӑхӗ енӗпе проектсем хатӗрлерӗмӗр. Пирӗн вара вӑрман хуҫалӑхне тара пама май пур», — тенӗ вӑл. Ҫавӑн пекех лифт хуҫалӑхӗ енӗпе килӗштерсе ӗҫлесшӗн.
Владимир Аврелькин каланӑ тӑрӑх, китайсем ҫул тӑвассипе ӗҫлес шухӑшлӑ. Сӑмахран, Шупашкарти Мускав кӗперне юсама. Министр китайсемпе калаҫса татӑлма хайхисен «пачах расна философи, тӗнче курӑм» пулнипе те ҫӑмӑл маррине палӑртнӑ.
Раҫҫейпе Китай килӗштерсе ӗҫлес ыйтӑва Атӑлҫи тӑрӑхӗнче пӗлтӗрхи ҫу уйӑхӗнче пуҫланӑ. Регионсен ертӳҫисем ун чух Китайра пулнӑ, кайран унтисем килсе курнӑ. Юпа уйӑхӗн 10-мӗшӗнче суту-илӳпе экономика тата гуманитари енӗсемпе килӗштерсе ӗҫлесси пирки килӗшӗве алӑ пуснӑ. Чӑваш Енпе, сӑмахран, Аньхой провинци ҫыхӑну тытас шухӑшлӑ. Пирӗн патра китайсем автокомпонентсен производствине уҫас, биотехнологи проекчӗсене аталантарас кӑмӑллӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 23 - 25 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |