«Кӗпер хӑҫан тарӑхтарма пӑрахӗ?» — ҫак ятпа чӑваш халӑх сайчӗ утӑ уйӑхӗн вӗҫӗнче хыпар вырнаҫтарнӑччӗ. Унта сӑмах Мӑн Ҫавал урлӑ Ҫӗрпӳ хӗррипе каҫакан кӗпер пирки сӑмах пынӑччӗ.
Кӗпер туса пӗтерме нумаях та юлман теҫҫӗ унта пулса курнисем. Кӗпере пӗлтӗрех туса пӗтермелле пулнине пӑхмасӑрах ку ӗҫ ҫаплипех тӑсӑлать. Утӑ уйӑхӗнче кӗпер ыйтӑвне Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев та пӗр канашлура хускатнӑ. Яваплисене вӑл авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне ӗҫе вӗҫлеме хушнӑ. Анчах пӑх та кур: ӗҫ ҫаплипех вӗҫленмен.
Ҫӗрпӳ кӗперӗн ыйтӑвне черетлӗ хут республикӑри тӳре-шара ӗнерхи канашлура хускатнӑ. Ҫул-йӗр федераци агентствин «Чулхула–Ӗпхӳ» автоҫулӑн управленийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Дмитрий Филиппов кӗпере тӑвакан «Башкиравтодор» общество 63 ҫынна тата 33 ятарлӑ техника ӗҫлеттернине пӗлтернӗ. Ҫакна Д. Филиппов кирлӗ материалпа тивӗҫтерессипе йывӑрлӑх сиксе тухнипе сӑлтавланӑ. Михаил Игнатьев вара ҫынсене сӑлтавӗ кӑсӑклантарманнине, вӗсене кӗпер кирлине пӗлтернӗ. Ӗҫе вӑл авӑн уйӑхӗн 5-мӗшӗ тӗлне вӗҫлеме хушнӑ.
Шупашкарти Гагарин кӗперне 1972 ҫулта хута янӑ. Ҫав вӑхӑтра вӑл кивелме ӗлкӗрнине кура ӑна юсас тесе хулан ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх управленийӗ 2,9 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Юсав ӗҫне «Мостотрест» ятлӑ организаци кӳлӗннӗ. Хула пуҫлӑхӗсем строительсене ӗҫе авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗчен вӗҫлеме хушнӑ.
Ҫак вӑхӑтра стройорганизацин кӗперӗн япӑхнӑ виҫӗ ҫӗввине ватса йӗркене кӗртмелле. Пӑхмалли ҫӑлкуҫсене юсассине те манмалла мар.
Халӗ, юсав пынӑ пирки, Гагарин кӗперӗ урлӑ урапасене айккинчи сылтӑм йӗрпе кӑна ҫӳреттереҫҫӗ. Ун тӑрӑх ик енне те каҫма пулать.
Вӑхӑтлӑх чӑрмав кӳнине хула администрацийӗнчисем ҫынсем ӑнланса йышӑнасса шанаҫҫӗ. Меллӗрех маршрута пуҫлӑхсем урапа хуҫисене малтанах палӑртма сӗнеҫҫӗ.
Сӑнсем (13)
Халӑх сурсан кӳлӗ пулать тесе ваттисем ахальтен каламан. Йӗпреҫ районӗнчи Хирти Выҫли ялӗнчи ҫынсем ку пулӑма тахҫантанпах кӗтнӗ. Ҫак кунсенче унта ялти кӗпере юсанӑ.
Ара, вӑл е ку енне лекес тесен ял халӑхӗн тавран утмалла пулнӑ. Халӗ вара ку енӗпе пӑтӑрмах ҫук. Ҫӗнӗ кӗпер самай ҫирӗп. Ун урлӑ урапа е трактор та каҫма пултарать.
Халӑх куншӑн Хурамал ял тӑрӑхӗн депутачӗсен пухӑвӗн депутатне Валерий Григорьева, район депутачӗсен пухӑвӗн депутатне Валерий Кузнецова тата ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне Валерий Евграфова тав тӑвать.
Тарӑхтаракан кӗпер Мӑн Ҫавал юханшывӗ урлӑ выртать. «Кивӗ кӗперпе юнашарах ҫӗннине тунӑран машинӑсем куллен ирхине-каҫхине, канмалли кунсенче черет тӑрса тимӗр шапа пек аран-аран иртнине Ҫӗрпӳ хули витӗр автотранспортпа ҫул ҫӳрекенсем лайӑх пӗлеҫҫӗ», — тесе хаклать ӑна Юрий Михайлов журналист.
Строительствӑна вӗҫлеме нумай юлман-мӗн.
Республика Пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев та кӗпер ыйтӑвне нумаях пулмасть хускатнӑ.
Кӗперпе ҫула тӑвакан тӗп подряд организацийӗ — «Волгомост» АУО. Строительствӑна унӑн пӗлтӗрех вӗҫлемелле пулнӑ. Тӗллеве пурнӑҫлама вӑл субподрядҫӑсемпе килӗшӳ тунӑ. Анчах вӗсене (пӗри объектран 5 ҫухрӑмра ҫеҫ вырнаҫнӑ) укҫа вӑхӑтра куҫарса паман пирки ӗҫ чарӑнса тӑнӑ. Кӑҫал ҫул хывма «Башкиравтодор» обществӑпа килӗшӳ тунӑ.
М. Игнатьев канашлура ӗҫе авӑн 1-мӗшӗччен вӗҫлеме хушнӑ.
«Российский бизнес форум» сайт пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енпе Чулхула облаҫне шыв ҫийӗнчи каҫӑ ҫыхӑнтарнӑ.
Чулхула облаҫӗнче Чӑваш Енпе ҫыхӑнтаракан каҫӑ хута кайнине МИХсем нумай пулмасть пӗлнӗ. Вӑл метр тӑршшӗ. Урапасен ҫӳремелли вырӑнӗ 4,5 метр сарлакӑш. Ҫынсем утмалли ҫул вара 1 метр сарлакӑш.
Каҫӑ ҫинче ҫутӑсем, светофорсем пуррине пӗлтереҫҫӗ. Вӑл Чулхулари Пильна районӗнче уҫӑлнӑ. Райцентртан тепӗр ҫыран хӗррине ҫитмешкӗн 320 метр ытла ҫеҫ парӑнтармалла-мӗн.
Вӑрнар районӗнчи Нурӑс ҫывӑхӗнче Мӑн Ҫавал урлӑ хывнӑ вӑхӑтлӑх кӗпер кӑштах йӑтӑннине ЧР Транпорт министерствинчен пӗлтереҫҫӗ.
Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, каҫӑ ака уйӑхӗн 11-мӗшӗнче ҫӗрлехи 2 сехет те 25 минутра кӑштах йӑтӑннӑ. Ӑна йӗркене кӗртес ӗҫ ҫийӗнчех пуҫланнӑ. Ирхи 7 сехет те 35 минут валли ӗҫе вӗҫленӗ те ӗнтӗ.
Телее, шар куракан пуламан. ЧР Транспорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ун чухне тӗп каҫӑ юсавра пулнӑ. Ҫавна май урапасене Аҫӑм Ҫырми ялӗ урлӑ янӑ.
Кӑштах йӑтӑннӑ каҫӑ патӗнче 23 ҫын, 11 техника ӗҫленӗ. Ку ӗҫе ЧР транспорт министрӗ Владимир Филиппов хӑй ертсе пынӑ.
Хӗлле халех вӗҫленмест пулин те Элӗк районӗнчи Чӑваш Сурӑмӗнче пурӑнакансем ҫуркуннене хӑраса кӗтеҫҫӗ. Кӗҫех ял хуҫалӑхӗнче ӗҫсем пуҫланаҫҫӗ вӗт. Анчах ҫак ялти ҫынсен тата колхозӑн ҫӗрӗсем ҫырма леш енче вырнаҫнӑ. Каҫӑ пур-ха унта, анчах ӑна каҫӑ теме ҫук — кивелсе пӗтнӗ.
Унта каяс тесен ытти ялсем урлӑ ҫитмелле — кӗпер начар. Уйра ӗҫсем пуҫлансан комбайнерсемпе трактористсем кашни кун 30 ҫухрӑм ҫаврӑнса ҫӳреҫҫӗ. Ҫырмара Сурӑм юханшывӗ юхать. Ун урлӑ пирвайхи кӗпере 19-мӗш ӗмӗр вӗҫӗнче хывнӑ, иккӗмӗшне — 20-мӗш ӗмӗр варринче.
Ял ҫыннисем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулталӑк каялла пӑрӑхсем хунӑ, тӑпра сапнӑ. Анчах ӑна тепӗр уйӑхран юхтарса кайнӑ.
Юрий Семенов пӗлтернӗ тӑрӑх, унта МАЗ урапа ӳкнӗ. Вӑл кӗпер начар пулнине пӗлмен ҫав — персе аннӑ. Аран-аран кӑларнӑ вара.
Ял тӑрӑхӗн администрацийӗ унта кӗпер кирлех мар тесе шухӑшлать. Вӑл икӗ яла ҫыхӑнтармасть-мӗн. Петр Петров пуҫлӑх каланӑ тӑрӑх, инҫех мар Янӑш ялӗ вырнаҫнӑ. 2014 ҫулта унта хысна укҫипе бетон кӗпер тунӑ — ҫапла тракторсем те, урапасем те аванах ҫӳреме пултараҫҫӗ-мӗн.
Чӑваш Сурӑмӗнче 220 ҫын пурӑнать.
Елчӗк районӗнчи Лаш Таяпа ял тӑрӑхӗн сайчӗ Ҫӗнӗ Эйпеҫ ҫыннисем туслӑ пурӑннине пӗлтерет. Вӗсем уявра савӑнма та, яла тирпей-илем кӗртме те пӗлеҫҫӗ.
Нумаях пулмасть ҫӗнӗ эйпеҫсем кивӗ, юхӑннӑ шкул кирпӗчӗсене сӳтсе ҫулсене сарнӑ. Халӗ унта урапасем лачакара кӗрсе лармаҫҫӗ.
Иртнӗ эрнере вӗсем ҫырма урлӑ каҫмашкӑн кӗпер ӑсталанӑ. Ку кӗпер ял хӗрринче вырнаҫнӑ. Ҫитес ҫул выльӑх-чӗрлӗхе уй-хире хӑваласа тухма ҫӑмӑлрах пулӗ.
Пуҫлӑх мӗнле пулнинчен ӗҫ епле пурнӑҫланасси нумай килет. Ял старости Геннадий Туманов ӗҫе йӗркелеме пӗлет.
Япалана пӑхса тӑмасан, ҫӗнетмесен вӑл кивелет те юрӑхсӑра тухать. Ҫакна уйрӑмах ял ҫынни лайӑх ӑнланать.
Вӑрмар районӗнчи Аслӑ Шӑхальте нумаях пулмасть Шарапаш юханшывӗ урлӑ Сарапай ҫӑлкуҫӗ патне илсе ҫитерекен кӗпере юсанӑ. Тӗрӗссипе, кӗпере нумаях пулмасть тунӑ. Анчах аслӑ шӑхальсен инкек пулнӑ: ватӑ йӑмра ӳкнӗ те кӗпере ҫӗмӗрнӗ.
Аслӑ Шӑхальсем каланӑ тӑрӑх, ҫулла ун урлӑ каҫса ҫӳреме май пулнӑ-ха. Анчах ҫанталӑк сивӗтнӗ май кӗпер ҫинче шуса ӳкес хӑрушлӑх ӳснӗ.
Тӗнче ырӑ ҫынсемсӗр мар теҫҫӗ те. Ял тӑрӑхӗн администрацине Владимир Мартынов ҫитнӗ те кӗпере юсасси пирки калаҫу пуҫарнӑ. «Хам та ӗҫлеме тухӑп», — тенӗ Николай Петрович.
Ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ кӗпер валли каштасем тупса парсан Владимир Мартыновпа Николай Федоров икӗ кунра кӗпере юсаса хунӑ.
Сӑр юханшывне урапа анса кайни пирки МИХсем шавларӗҫ. Салонра Тутар Республикин ҫыннисем пулнӑ. Чӳкӗн 6-мӗшӗнче Чуллӑ Ҫырти Екатерина Филатовӑн Мӑкшӑ Республикинчи колонире ларакан упӑшки патне каймалла пулнӑ. Чӳкӗн 7-мӗшӗнче вӗсен тӗлпулмалла пулнӑ. Анчах ҫула тухни инкекпе вӗҫленнӗ.
Екатерина Филатова водителе нумай шыранӑ. Тавралӑха тӗтре карса илнӗрен никам та килӗшмен. Юлашкинчен 24-ри Айнур Киямов руль умне ларма килӗшнӗ. Вӗсем Ҫӗмӗрле районне кӗрсен ҫыхӑну татӑлнӑ.
Ҫав кун пӗр арҫын МЧСа шӑнкӑравласа куҫӗ умӗнче урапа Сӑр ҫинчен пуҫтарса салатнӑ понтон кӗпертен шыва сикнине пӗлтернӗ. Салонри ҫынсем тухнипе тухманнине вӑл курман.
Чылай водитель ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, инкекчен понтон кӗпере пуҫтарни пирки асӑрхаттаракан паллӑ пулман. Ҫӑлавҫӑсем халӗ путнӑ урапана тупнӑ, ӑна кӑларассишӗн тӑрӑшаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |