Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.0 °C
Ултавпа инҫе каяймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ҫул-йӗр: Ҫӗрпӳ кӗперне халех хута яраймӗҫ

Ӗҫ Интернет лавккана аталантарас енӗпе партнет шыратӑп. Паллашу Zoom урлӑ.
Паллашу Ырӑ кӑмӑллӑ илемлӗ ялти пурнӑҫа килӗштерекен хӗр-хӗрарӑмпа паллашса Ҫемье ҫавӑра...
Сутатӑп Тĕртнĕ(пусма) маска , 100 тенкĕпе сутатăп
Таисия Ташней 04.02.2017 09:17 | 775 хут пӑхнӑ
Ҫул-йӗр
Мӑн Ҫавал урлӑ хывнӑ кивӗ кӗпер. Аҫтахар Плотников тунӑ сӑн.
Мӑн Ҫавал урлӑ хывнӑ кивӗ кӗпер. Аҫтахар Плотников тунӑ сӑн.

Ҫӗрпӳ кӗперне пӗлтӗр туса пӗтереймессине хӑй вӑхӑтӗнче Чӑваш халӑх сайчӗ хыпарланӑччӗ. Аса илтеретпӗр, Упрдор Сарӑтури «Волгомост» ячӗпе килӗшӗве пӑрахӑҫлама ыйтса янӑ тавӑҫа республикӑн Арбитраж сучӗ тивӗҫтернӗччӗ, заказчик валли 116 миллион та 424 пин тенкӗ шыраса илме йышӑннӑччӗ.

Анчах «Волгомост» кун пек йышӑнупа килӗшмен. Вӑл Улатимӗрти пӗрремӗш Арбитраж судне аппеляци ҫӑхавӗ ҫырнӑ. Ҫӑхава малтан пӑхса тухман, мӗншӗн тесен ӑна тӗрӗс мар хатӗрленӗ. Кӑрлачӑн 23-мӗшӗнче ӑна производствӑна илнӗ. Аппеляци ҫӑхавне нарӑсӑн 27-мӗшӗнче пӑхса тухмалла. Суд пынӑ вӑхӑтра Ҫул-йӗр управленийӗ (вӑл — ӗҫӗн заказчикӗ) ҫӗнӗ подряд организацине шыраймӗ, апла пулсан кӗпер хута ярас вӑхӑт тӑсӑлса каяссине тӗшмӗртме йывӑр мар.

Ҫӗрпӳри кӗпере 2015 ҫулта аран-аран хута янӑччӗ. Кайран тепӗр пайне тума тытӑннӑччӗ. Кӗпер патне пымаллине Сарӑтури «Волгомост» тумалла пулнӑ. Вӑл вара утӑн 19-мӗшӗнче панкрута тухнӑ.

#кӗперсем, #Сарӑту, #судсем, #ҫул-йӗр, #Ҫӗрпӳ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Чӑваш каччисем парашютпа сикнӗ чухне аманнӑ
2016, 03, 29
Ҫӗрпӳрен Вӑрмара нушаллӑ ҫул ҫитерет
2016, 07, 27
Ҫӗрпӳ кӗперӗ кӑҫалах пулмӗ
2016, 10, 18
Ҫӗрпӳри маршрутсем ҫӗнӗрен уҫӑлаҫҫӗ
2016, 12, 19
Шывпуҫа ҫитерекен ҫула юсаҫҫӗ
2016, 12, 23

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org