Чӑваш Енре Ҫӗрпӳ кӗперӗ пирки нумай калаҫрӗҫ. Ӑна уҫмалли куна нумай кӗтнине эпир те ҫырнӑччӗ. Ҫул-йӗр ыйтӑвӗ ытти вырӑнта та сиксе тухмасӑр пулманнине пирӗнтен кашниех аван ӑнланать. Пурне те асӑрхакан ҫивӗч куҫлӑ журналистсенчен пӗрин куҫӗ тӗлне тата Ҫӗрпӳрен Вӑрмаралла каякан федераци ҫулӗ лекнӗ.
Андрей Иванов журналист унта республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев вӑл тӑрӑхрисемпе тӗл пулма кайнӑ чух вӗҫтернӗ. Правительство кортежӗ тата вӗсенчен юлмасӑр пыракан журналистсен ушкӑнӗнчен хайхи 40 минут таран татӑлса юлнӑ-мӗн.
Федераци ҫулӗ ҫинчи ҫав участока юсакан «Дорисс» предприяти урапасене пӗр полосапа кӑна иртсе ҫӳремелле туса панӑ иккен. Ҫӗрпӳ кӗперӗпе танлаштарсан кунта тата нушаллӑрах тесе ҫырнӑ журналист.