Арбитраж сучӗ Упрдор «Волгомост» ячӗпе килӗшӗве пӑрахӑҫлама ыйтса янӑ тавӑҫа тивӗҫтернӗ, заказчик валли 116 миллион та 424 пин тенкӗ шыраса илме йышӑннӑ.
Ҫӗрпӳри кӗпере пӗлтӗр аран-аран хута ячӗҫ. Кайран тепӗр пайне тума тытӑнчӗҫ. Ӑна Пушкӑрт Республикинчи «Стройблоктехнологи» тума тытӑннӑ. Кӗпере 2016 ҫулхи юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗччен хута ямалла. Тен, вӑл ӑна туса та пӗтерӗ.
Кӗпер патне пымаллине Сарӑтури «Волгомост» тумалла пулнӑ. Вӑл вара утӑн 19-мӗшӗнче панкрута тухнӑ. Ҫапла «Прикамье» Упрдор килӗшӗве пӑрахӑҫлама тавӑҫ тӑратнӑ. Кунсӑр пуҫне аванс шыраса илме ыйтнӑ. Арбитраж сучӗ йӑлтах тивӗҫтернӗ.
Халӗ заказчикӑн ҫӗнӗ подрядчик шырама тивӗ. Вырӑнти влаҫ халӑха асӑрхаттарнӑ ӗнтӗ: кӗпер кӑҫалах пулмӗ.