Шкул ачисен кӗрхи каникулӗ вӑхӑтӗнче Сӗнтӗрвӑрринчи Культура ҫуртӗнче кружокӗсемпе пултарулӑх студийӗсем малалла ӗҫлеҫҫӗ. Чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, сӑмах май, «БИМ, БАМ, БОМ» пукане театрӗ-студийӗн занятийӗ иртнӗ. Студи ӗҫне 1-мӗш гимназире вӗренекенсем хутшӑннӑ. Вӗсем «Пукане театрӗ валли пуканене епле ӑсталасси» темӑпа йӗркеленӗ хӑтлавпа паллашнӑ. Практика занятийӗ вӑхӑтӗнче ачасем карӑ хыҫӗнче пуканесене выляттарма хӑнӑхнӑ. Ачасем «Кушак, Тилӗ тата Автан» вырӑс халӑх юмахне лартма хӑтланса пӑхнӑ. Заняти тӗлӗнтермӗш концертпа вӗҫленнӗ. Ун вӑхӑтӗнче ачасен пӗр-пӗр пуканепе сӑвӑ-халап калама е ташлама тивнӗ.
Районти культура ҫурчӗ Н.А. Андреева ертсе пыракан халӑх инструменчӗсен ансамбльне те ҫӳреме йыхравлать. Унта ачасемпе ҫамрӑксене чӗнеҫҫӗ. Аслисене те унта хапӑл. Аслисем валли те чун канӑҫӗ татах пур-ха. Тӗслӗхрен, Л.В. Андреев Вырӑс халӑх хорне ҫӳреме чӗнет, Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Г.Н. Раков ертсе пыракан Чӑваш халӑх юррисен хорне те ҫӳреме пулать.
Чулхулара Майӑн 1-мӗшӗ ячӗллӗ паркра «Кутӑн май ҫурт» ҫӗнӗ аттракцион уҫӑлнӑ. Тӗлӗнмелле ҫурта икӗ уйӑх тунӑ.
Йывӑҫран тунӑ пӗр хутлӑ ҫурт паркри ҫул хӗрринче вырнаҫнӑ. Унӑн официаллӑ мар адресӗ те пур: Ялтински урамӗ, 4-мӗш ҫурт. Унӑн йӗркелӳҫисем пӗлтернӗ тӑрӑх, проекта тӑвас шухӑш Раҫҫее Европӑран килнӗ. Кунашкал пӗрремӗш ҫурта Германире тунӑ. Унтан кун пеки Ялтӑра, Екатеринбургра, Новосибирскра, Омскра тата Мускавра тупӑннӑ.
Аттракциона чи пӗрремӗш Канавински районӗнчи 82-меш ача пахчин шӑпӑрланӗсем килнӗ. Пӗчӗкскерсем кутӑн май вырнаҫнӑ сӗтел-пуканран, телевизортан, холодильникрен питӗ тӗлӗннӗ.
Аттракциона йӗркелекенсенчен пӗри Рубен Алавердян каланӑ тӑрӑх, унта тӗнче тепӗр май ҫаврӑннӑн туйӑнать. Ҫуртра темиҫе пӳлӗм пур: прихожӑй, тӗпел, ача-пӑча пӳлӗмӗ, пысӑк зал, ҫывӑрмалли тата музыка пӳлӗмӗсем. Пӗтӗмпе — 160 тӑваткал метр.
Сӑнсем (6)
Ӗнер Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Штанашри шкулта «Тантӑш» хаҫатӑн, «Теттепе» «Самант» журналсен корреспонденчӗсем хӑнара пулчӗҫ. Вӗсем шкул ачисене хаҫат тата журналсем ҫинчен каласа пачӗҫ, вӗсене хаҫат-журналти туслӑха малашне те тӑсма чӗнчӗҫ. Шкулти вӗренекенсем хаҫата час -часах хӑйсен хайлавӗсене ярса параҫҫӗ, вӗсем хаҫат страницисенче кун ҫути курсан савӑнаҫҫӗ.
«Паянхи номерте те Коля Ивановпа Филипп Афанасьевӑн халапӗсем пичетленнӗ», — савӑнтарчӗ ачасене Лариса Петрова, вӗсене асӑнмалӑх хаҫат парнине — «Тантӑш, Тетте, Самант», — тесе ҫырнӑ ручка парнелесе. Нина Царыгина «Тетте» журнал пирки, Илья Клочков — «Самант» пирки каласа кӑтартрӗҫ. Илья Клочков фото ӑсти пухӑннисене фотоаппаратпа туслашма чӗнсе каларӗ.
Кашни ачах парнеллӗ пулчӗ, «Тантӑш» хаҫатпа журналсем, хаҫат хастарӗсем — асӑнмалӑх парне-ручка. Хама илес пулсан эпӗ яланах «Тантӑш» хаҫата та, «Тетте» тата «Самант» журналсене те яланах ҫырӑнса илетӗп, мӗншӗн тесен шкулта ӗҫлекен кашни вӗрентекенӗн шкул ачисене куллен пулӑшса пыракан хаҫат-журнала ҫырӑнса илмеллех тесе шутлатӑп.
Шупашкарти В.П.Воробьев ячӗллӗ ача-пӑча 2-мӗш шкулӗнче сӗрме купӑс класӗнче вӗренекен Полина Макаровӑпа Таня Киселева питӗ ҫамрӑк пулсан та ҫын нушинчен пӑрӑнманнине кӑтартнӑ. Вӗсем йывӑрлӑхрисене пулӑшма хатӗр.
Шкул ачисем ыркӑмӑллӑх флэш-мобне хутшӑннӑ. Ӑна «Анастасия» волонтерсен пӗрлешӗвӗ йӗркеленӗ. Хӗрачасем темиҫе кун Шупашкарти суту-илӳпе курав центрӗнче сӗрме купӑс каланӑ, чирлӗ ачасем валли укҫа пухма пулӑшнӑ.
Ҫамрӑк сӗрме купӑсҫӑсем хӑйсен ӑсталӑхне май килнӗ таран кӑтартнӑ. Хӗрачасен пултарулӑхӗ чирлӗ ачасем валли сахал мар укҫа пухма пулӑшнӑ.
2021 ҫул тӗлне ҫӗршыври шкулсенче ачасем валли вырӑн ҫитми пулӗ. Ҫапла. Шкулсенче те. Халӗ ача-пӑча пахчисене черет лекейменнипе аптӑраҫҫӗ пулсан, кӑштахран кӗтӳҫ пушши тӑршшӗ черет шкула лекессишӗн пулса кайма пултарать. Ҫапла шухӑшланине Раҫҫейӗн Правительствин ертӳҫин ҫумӗ Ольга Голодец палӑртнӑ. Ӑна вӑл «правительство сехетӗнче» каланӑ.
Шкулсенче ачасем валли вырӑн хӗсӗнсе ҫитессин сӑлтавне тупма йывӑр мар-тӑр-ха. Укҫа-тенке перекетлес, ачисем сахал тесе шкулсене хупкаларӗҫ те. Тата халӗ амӑш укҫи, тӳлевсӗр ҫӗр панине кура та пулӗ ача ҫуратакансем йышланса кайрӗҫ. Голодец шучӗпе 2021 ҫулта 2,5 миллион ача вырӑн ҫитмӗ. Ҫӗршывӑн Правительствин ертӳҫин ҫумӗн шучӗпе ку ыйту пирки халех шухӑшлама пуҫламалла.
Шупашкарти ача пахчисенче шӑпӑрлансен сывлӑхне ҫирӗплетес тесе чылай тӑрӑшаҫҫӗ. Хӑш-пӗр ача пахчинче фитнеса аталантараҫҫӗ, хускану тӑваҫҫӗ.
Шупашкарти 46-мӗш ача пахчи вара сывлӑха ҫирӗплетмелли ҫӗнӗ меле аталантарать. Нумаях пулмасть «Практика» йога центрӗн вӗрентекенӗсем ӑсталӑх класӗ ирттернӗ. Унта уйрӑмах хал ҫирӗплӗхне, кӗлетке пиҫӗлӗхне тӗрӗсленӗ.
Специалистсем ачасем валли ятарлӑ йога хатӗрленӗ. Пӗчӗкскерсем ларма-тӑма пӗлмеҫҫӗ, ҫавӑнпа вӗсемпе ӗҫлеме вӑй, чӑтӑмлӑх кирлӗ. Ӑсталӑх класне вӑйӑ евӗр ирттернӗ. Ачасем йывӑҫ, кӑткӑ сӑпса евӗр пулнӑ. Ку вӗсене питӗ килӗшнӗ. Ачасем ӗлӗкхи хусканусем пирки, вӗсен усӑлӑхӗ ҫинчен пӗлнӗ.
Правительство сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Иван Моторин премьер-министр ача-пӑча чӑваш литературин авторӗсене грант парасси пирки алӑ пуснӑ.
«Шкул умӗнчченхи тата кӗҫӗн классем валли ҫырнӑ хайлавсем» номинацире Александр Михайлова «Тӗлӗнтермӗш тӑван ен» алҫырӑвӗшӗн 50 пин тенкӗ пама йышӑннӑ.
Вӑтам классенче вӗренекен ачасем валли ҫырнӑ хайлавсен йышӗнче Иван Тенюшева «Йӑпӑр-йӑпӑр шӑванка тата кӑлтӑр-кӑлтӑр кульӑк» алҫырӑвӗшӗн 75 пин тенкӗ панӑ.
«Аслӑ классенче вӗренекен ачасем валли ҫырнӑ хайлав» номинацире Римма Прокопьева ҫӗнтернӗ. Ӑна «Пӗртен пӗр юр пӗрчи» хайлавшӑн 75 пин тенкӗ парӗҫ.
Аса илтерер: ача-пӑча чӑваш литературин грантне республикӑра иккӗмӗш хут параҫҫӗ. Пӗлтӗр Сергей Павлов («Шупашкар кулачӗ») тата Галина Матвеева (Антонова) («Чӑваш» поэма) лауреатсем пулса тӑнӑ.
Иртнӗ эрнекун, юпан 17-мӗшӗнче, Шупашкарти 24-мӗш шкул — вӑл Чапаев скверне хирӗҫ вырнаҫнӑ — хӑйӗн 50 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Меропритие хутшӑннӑ Тимӗр Акташ журналист (вӑл ҫак шкултан 1968 ҫулта вӗренсе тухнӑ) пӗлтернӗ тӑрӑх мероприяти пӑрлӑ ҫумӑра пӑхмасӑр Ачасемпе ҫамрӑксен пултарулӑхӗн керменӗнче иртнӗ.
Шкула юбилей ячӗпе саламлама тӗрлӗ тӳре-шара ҫитнӗ. Вӗсен йышӗнчен Алла Самойловӑна, Дмитрий Евсеев, Валерий Филимонов Максим Ладилов депутатсене, Вӗренӳ министерствинчен ҫитнӗ Вячеслав Бычкова тата ыттисене палӑртма пулать.
Мероприятире ачасемпе вӗрентекенсем хӑйсен пултарулӑхне кӑтартнӑ, ҫавӑн пекех хӑш-пӗр педагога Хисеп хучӗсемпе тата Тав хучӗсемпе чысланӑ. Юбилей каҫӗ сумлӑ каҫхи апатпа вӗҫленнӗ.
Сӑнсем (7)
Патӑрьелти культурӑпа кану центрӗнче юпан 17-мӗшӗнче «Патӑрьельти мини мисс» конкурс иртнӗ. Унӑн тӗллевӗ — пултаруллӑ ачасене тупса палӑртасси.
Конкурса 8 хӗрача хутшӑннӑ. Вӗсем 6–7 ҫулсенче пулнӑ. Конкурс хӗрачасем хӑйсемпе паллаштарнинчен тытӑннӑ. «Манӑн ташлас килет!» конкурсра ташлас ӑсталӑхне кӑтартнӑ. Унтан пӗчӗкскерсем тӗкӗртен пӑхса хӑйсене мухтанӑ. Пултарулӑх конкурсӗнче вӗсем ташланӑ, юрланӑ.
Юлашки конкурсра хӗр пӗрчисем илемлӗ кӗпепе сцена ҫине тухнӑ. «Патӑрьельти мини мисс» ята Карина Правитель ҫӗнсе илнӗ. «Патӑрьельти вице мини мисс» номинацире Катерина Торговцева ҫӗнтернӗ.
«Мини мисс граци» номинацире Снежана Аверкина мала тухнӑ. Ольга Мефодьева, Валерия Самакина, Галлия Гадельянова, Милана Чермасова, Милана Плотникова та тӗрлӗ номинацире ҫӗнтернӗ.
Кун пирки «Ирӗклӗ сӑмах» интернет-хаҫат пӗлтерет. «Ҫав вӑхӑтрах вӗсене вырӑс чӗлхине ӑша хывтарассишӗн хушма занятисем ирттереҫҫӗ», — тесе ҫырать асӑннӑ пичет кӑларӑмӗ. Ку хыпара интернет-хаҫат Шупашкар хула администрацийӗн сайтӗнче пӗлтерни тӑрӑх вулакан патне ҫитерет.
Шупашкар хулин сайтне хӑйӗн ятне кӑтартмасӑр ҫырса янӑ ҫын тин ҫеҫ чӑвашла вӗренме пуҫланӑ Украина ачисем чӑваш чӗлхине епле тытӗҫ тесе кӑскӑланнӑ иккен. Администраци ҫавсене чӑваш чӗлхипе паллӑ лартмасси пирки хуравланӑ.
Ҫав вӑхӑтрах Украина таркайӗсен ачисене вырӑс чӗлхине вӗрентме хушма занятисем ирттерессине «пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ»-мӗн. «Таркайсен ачисем вырӑсла япӑх мар калаҫаҫҫӗ пулин те вӗсен теори пайне педагогсем якатмалла тесе шухӑшлаҫҫӗ», — асӑнса хӑварнӑ иккен мэрин хуравӗнче.
Хальхи вӑхӑтра Чӑваш Енри шкулсенче Украина таркайӗсен 199 ачи вӗренет иккенӖ ҫав шутран 25-шӗ — пӗрремӗш класса каяканнисем.
Маларах асӑнн интрнет-кӑларӑмӗ пирӗн республикӑра чӑваш чӗлхин статусӗ пирки пӑшӑрханса палӑртать. Сӑмаха ҫирӗплетме Пӗтӗм тӗнчери спорт форумӗ иртес умӗн Шупашкарти тӗп урамсене чӑвашла ҫырса хунисенчен тасатнине аса илтерет.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.06.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Пӗтӗм чӑваш рабочисемпе хресченсен пӗрремӗш пухӑвӗ (9-15) ӗҫе пуҫӑннӑ. | ||
| Матюшин Владимир Алексеевич, техника ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, Раҫҫей Правительствин премийӗн лауриачӗ ҫуралнӑ | ||
| Михайлов Евгений Петрович, чӑваш археологӗ ҫуралнӑ. | ||
| Лаврентьев Анатолий Юрьевич, ял хуҫалӑх ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |