Чӑваш Енре тӑлӑх ачасен шутне чакарас енӗпе программӑсем малалла ӗҫлеҫҫӗ. ЧР Вӗренӳ министерстви лайӑх хыпар пӗлтерет — пӗлтӗр республикӑра ашшӗ-амӑшӗн хӳттисӗр юлнӑ 378 ачана шута илнӗ. Ку, 2013 ҫулпа танлаштарсан, сахалрах. Ун чухне 403 ача пулнӑ.
Ведомство хыпарланӑ тӑрӑх, тӑлӑх ачасен йышӗ Сӗнтӗрвӑрри, Шӑмӑршӑ, Ҫӗрпӳ, Муркаш, Шупашкар районӗсенче чакнӑ.
Республикӑра тӑлӑхсен шутне чакарас тесе программӑсем тухӑҫлӑ ӗҫлеҫҫӗ. Ав Елчӗк тата Ҫӗрпӳ районӗсенче ятарлӑ программӑсем пурнӑҫа кӗреҫҫӗ. Комсомольски районӗнче те ку енӗпе ҫанӑ тавӑрса ӗҫлеҫҫӗ.
Кунсӑр пуҫне Чӑвашри район-хуласенче тӗрлӗ акцисем, канашлусем, конкурссем йӗркелеҫҫӗ.
Кӑрлачӑн 27-мӗшӗнче Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 70 ҫул ҫитнине халалласа бал ташшисен «Ҫӗнтерӳ вальсӗ» республика конкурсӗ иртет. Мероприятие пӗтӗм тӗнчери «Кадетсен Георги балӗ» уҫӑ конкурспа килӗшӳллӗн йӗркелеҫҫӗ.
Конкурса кадетсен кӗҫӗн класӗсенче вӗренекенсем, кадет класӗллӗ шкулсем хутшӑнӗҫ. Сӑмах май, бал ташшисен конкурсӗ иккӗмӗш ҫул аслӑ тата кӗҫӗн класрисем хушшинче уйрӑм иртет.
Ансамбльте 8–12 ҫын пулмалла — 4–6 мӑшӑр. Ачасене ӳсӗмне кура пайлаҫҫӗ: 1 кӗҫӗннисем — 6-мӗш классем, 2 кӗҫӗннисем — 7-мӗш классем, 3 кӗҫӗннисем — 8-мӗш классем.
Бал икӗ пайран тӑрӗ. «Ҫӗнтерӳ вальсӗ» конкурс Шупашкарти ачасемпе ҫамрӑксен пултарулӑх керменӗнче (Президент бульварӗ, 14-мӗш ҫурт) 12 сехетре пуҫланӗ.
Кӑҫалхи хӗллехи каникулсем вӑрӑм. Пахчара ӗҫ ҫук, килте телевизор пӑхса канлӗ лар кӑна… Ҫук ҫав. Ҫынсем вӑхӑта усӑллӑ ирттермелли мелсем тупаҫҫӗ.
Сӑмах Елчӗк районӗнчи Лаш Таяпа ялӗ пирки-ха. Кунта пурӑнакан Леонид Петрович Кондратьев хӑйӗн килӗ умӗнче каток тунӑ. Ку кӑна мар. Уяв ячӗпе вӑл ҫемйинчи кашни ҫынна коньки парнеленӗ.
Леонид Петровичӑн ҫемйи пӗчӗк мар. Вӑл арӑмӗпе пӗрле виҫӗ ывӑла тата пӗр хӗре ура ҫине тӑратаҫҫӗ.
Кондратьевсем ял халӑхне Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑн каток ҫинче ярӑнма чӗннӗ. Ара, кунта пурне те вырӑн ҫитет-ҫке-ха — лаптӑк пысӑк. Халӗ каток ҫинче ача-пӑча сасси куллен янӑрать.
Шкул ачисем каникулта ахаль ларасшӑн мар. Аслисем те вӗсен пурнӑҫне кӑсӑклӑх кӗртме тӑрӑшаҫҫӗ.
Шупашкар районӗнчи Чурачӑк шкулӗ ҫумӗнчи Ача-пӑча пултарулӑх центрӗнчи «Ҫамрӑк натуралист» вӗренӳ пӗрлешӗвне ҫӳрекенсем хӗллехи вӑрмана экскурсие каясшӑн.
Ачасем кӗртсем тӑрӑх ҫӳрӗҫ, хӗллехи вӑрманпа киленӗҫ. Вӗсем йывӑҫсемпе тӗмӗсене паллӗҫ, чӗрчунсен йӗрӗсене сӑнӗҫ, вӗсем мӗнпе апатланнипе кӑсӑкланӗҫ.
Ачасен вӑрманта чылай япалапа паллашма май пулӗ. Йывӑҫсем хӗлле ҫывӑраҫҫӗ-и? Чӗрчунсем хӗле мӗнле хатӗрленеҫҫӗ? Ҫак ыйтусен хуравӗсене те пӗлӗҫ.
«Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин Чӑвашри уйрӑмӗ Чӑвашпотребсоюзпа пӗрле «Шӑккалат — ачасене» акцие 10 ҫул ытла ирттерет. Кӑҫал вӑл чӳкӗн 20-мӗшӗнчен пуҫласа раштавӑн 10-мӗшӗччен иртнӗ.
Анчах Элӗк районӗнчи Чӑваш Сурӑмӗнчи ачасем акцие тӑсма шухӑшланӑ. Вӗсем ӑна ыран ҫеҫ вӗҫлӗҫ. Кивӗ ҫӗнӗ ҫул умӗн шкул ачисем пухнӑ шӑккалатсене ача ҫурчӗсемпе интернатсене валеҫӗҫ.
Шкулта фойере контейнер вырнаҫтарнӑ. Ачасем акципе пӗрремӗш кунранах кӑсӑкланма пуҫланӑ. Контейнер тепӗр кунхинех парнесемпе тулма пуҫланӑ. Ав 8-мӗш классем вӑл хӑвӑртрах тултӑр тесе 3-шер шӑккалат та янӑ. Чи кӗҫӗннисем те акцие хастар хутшӑннӑ.
Шкултан вӗренсе тухнӑ, канмалли кунсенче шкулти спортзала килнӗ ҫынсем те айккинче юлман. Пурне те талӑхсен шӑпи пӑшӑрхантарнӑ, пурте вӗсене савӑнтарасшӑн ҫуннӑ.
Чӑваш Сурӑмӗсем мӗн чухлӗ шӑккалат пухнине ыран пӗлӗҫ.
Ҫичӗ чиркӳ тӑвиччен ҫичӗ ача усрава илнӗ тенӗ ваттисен пӗр сӑмахӗнче. Совет саманинче каланӑ сӑмах-ши, пӗлместӗп, анчах унра тӗшши пурах пек туйӑнать. Ача усрава илекенсене патшалӑх укҫа парса пулӑшнӑран та пулӗ, анчах юлашки вӑхӑтра тӑлӑхсене ҫемье ӑшши паракансем йышланчӗҫ. Тата патшалӑх та ӗлӗкхилле ача ҫурчӗсене тултарса лартас тӗллев лартмасть: тӑлӑхсене килте лайӑхраххине ӑнланать.
Иртнӗ ҫул Чӑваш Енре 100 ача ҫемье ӑшшине тупнӑ. Ашшӗ-амӑшӗн хӳттисӗр юлнисем 2014 ҫул пуҫламӑшӗнче пирӗн республикӑра 381 ача пулнӑ, ҫулталӑк вӗҫӗнче вӗсен йышӗ 265-пе танлашнӑ. Тепӗр майлӑ каласан, тӑлӑхсен йышӗ 30,4 процент катӑлнӑ.
Интерната лекнӗ ачасене усрава панисӗр пуҫне тӑван ашшӗ-амӑшне пани те пулнӑ. Апла тӑк лешсем хӑйсен пурнӑҫне лайӑх енне ылмаштарнӑ тесе шухӑшламалла-тӑр.
Асаннесемпе кукамайсем, асаттесемпе кукаҫисем Ҫӗнӗ ҫул чӑрӑшне мӗнле хитрелетнӗ? Хӗллехи каникулсенче еплерех парнесемпе савӑнтарнӑ? Кун пирки пӗлес килет-и? Эппин, май пулсан Патшалӑх вырӑс музейӗн виртуал филиалне ҫитсе курмалла.
Унта икӗ ӗмӗр каяллахине курма пулать. Василий Суриков, Апполинария Васнецова, Федот Сычков, Федор Решетников картинисем вӑхӑта каялла тавӑрма пулӑшӗҫ.
Патшалӑх вырӑс музейне ҫитсе кураймастӑр тӑк Шупашкарти «Асамат кӗперӗ» культурӑпа курав центрне ҫул тытӑр. Унта та уяв йӑли-йӗркипе паллашма пулать-мӗн. Тӗслӗхрен, тӑвансемпе юлташсем валли парне тӑвас енӗпе пултарулӑх лаҫҫи ӗҫлет.
«Асамат кӗперӗ» культурӑпа курав центрӗнче кӑрлачӑн 3–11-мӗшӗсенче ачасемпе ашшӗ-амӑшӗсене пултарулӑх каникулӗсем кӗтеҫҫӗ. Кашни кун чи юратнӑ уявӑн вӑрттӑнлӑхӗсем уҫӑлаҫҫӗ.
Раштавӑн 13-мӗшӗнчен пуҫласа кӑрлачӑн 11-мӗшӗччен Шупашкара «Виктория» шапито-цирк артисчӗсем «Хӗл Мучи патӗнче хӑнара» программӑпа килсе ҫитнӗ. Унпа Шупашкара 500 ҫул ятлӑ паркра паллашма пулать. Программӑра — упӑте, кенгуру, упа, варана, пирӗн патра ҫук кайӑксем. Тата тӗрлӗ жанрлӑ цирк ӑстисем хӑйсен пултарулӑхӗпе тӗлӗнтереҫҫӗ.
Республикӑн тӗп хулин пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов тата хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков пулӑшнипе ачасене унта тӳлевсӗр кайса курма май туса панӑ. Анчах уншӑн шӑпӑрлансене ӑмсанмаллах та мар-тӑр тепӗр енчен. Мӗн тесен те вӗсем — телейсӗрскерсем-ҫке. Тӳлевсӗр билета ашшӗ-амӑшӗн хӳттисӗр тӑрса юлнисене, пурӗ 150 ачана, уйӑрма йышӑннӑ.
Ҫӗнӗ ҫул умӗн Етӗрнери ача-пӑча вулавӑшӗнче «Ҫӗнӗ ҫул парни — ача-пӑча вулавӑшне» ыркӑмӑллӑх акцийӗ иртнӗ. Вулавӑша ҫӳрекенсем, Етӗрнери 3-мӗш пуҫламӑш шкулта вӗренекенсем, «Ылтӑн уҫӑ» ача пахчин шӑпӑрланӗсем вулавӑша пӗр уйӑхра 200 ытла кӗнеке-журнал, 14 сӗтелҫи вӑййи парнеленӗ.
Акци вулавӑшӑн мӗн чухлӗ нумай тус пулнине кӑтартнӑ. Милена Журавлева тата Нина Петрова 16 кӗнеке парнеленӗ. Егорпа Вадим Дербеневсем ачасем валли 52 кӗнеке тата сӗтелҫи вӑййи йӑтса килнӗ.
1, 4-мӗш классенче вӗренекенсем тата ача пахчинчи шӑпӑрлансем те интереслӗ кӗнекесем парнеленӗ. Вулавӑш ӗҫченӗсем питӗ кӑмӑллӑ юлнӑ. Акцие хутшӑннисене Тав ҫырӑвӗпе чысланӑ.
Сӑмах май, вулавӑша сахал укҫа уйӑраҫҫӗ. Ҫавӑнпа вулакансем парнеленӗ кӗнекесем темрен те хаклӑ.
Раштавӑн 29-мӗшӗнче планеркӑра Шупашкарта ача пахчисене хӑпартас ыйтӑва сӳтсе явнӑ. Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов юлашки виҫӗ ҫулта хулара 12 ача пахчине ҫӗкленине, ҫӗнетнине пӗлтернӗ. Ҫапла майпа пӗтемпе 1930 ача валли вырӑн туса панӑ.
2015 ҫулта ҫӗнӗ ача пахчисем уҫас ӗҫе малалла тӑсӗҫ. Ҫулталӑкра 1245 шӑпӑрлан валли вырӑн тума палӑртнӑ. Ун валли 3 ача пахчи ҫӗклӗҫ, пӗрне ҫӗнетӗҫ. Вӗсене «Финская долина», «Волжский-3» микрорайонсенче хута ярӗҫ.
Ҫавӑн пекех 165-мӗш ача пахчине ҫӗнетме палӑртнӑ. Унта 350 вырӑн. Ҫӗнӗ Лапсарти пуҫламӑш шкулти 2 ушкӑна та ҫӗнетме шутлаҫҫӗ. Ҫитес ҫул ача пахчисенчен 5700 шӑпӑрлан тухмалла. Ҫакна тата ҫӗнӗ ача пахчисем уҫнине пула 2015 ҫулта 6945 шӑпӑрлан валли вырӑн тума палӑртнӑ. Ку 2–2,5 ҫулсенчи ачасем валли вырӑн туса парӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.06.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Пӗтӗм чӑваш рабочисемпе хресченсен пӗрремӗш пухӑвӗ (9-15) ӗҫе пуҫӑннӑ. | ||
| Матюшин Владимир Алексеевич, техника ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, Раҫҫей Правительствин премийӗн лауриачӗ ҫуралнӑ | ||
| Михайлов Евгений Петрович, чӑваш археологӗ ҫуралнӑ. | ||
| Лаврентьев Анатолий Юрьевич, ял хуҫалӑх ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |