Ачасем ҫу вӑхӑтне усӑллӑ ирттерччӗр тесе аслисем тӑрӑшаҫҫӗ. Чылай тӑрӑхра ачасем валли конкурс йӗркелеҫҫӗ.
Акӑ Шупашкар районӗнчи Ҫырмапуҫ ял тӑрӑхне кӗрекен Чӑрӑшкасси ачисем ҫурлан 1-мӗшӗнче «Ҫуллахи мисс — 2014» ята илессишӗн тупӑшнӑ. Мероприяти темиҫе номинаципе иртнӗ: «Хӑвӑнпа паллаштар та тум пирки каласа кӑтарт», «Тупмалли юмахсен конкурсӗ», «Кам ытларах чечек пухать», «Мана ӑнлан» тата ташӑ конкурсӗ.
Конкурса хутшӑнакансем хастарлӑхне, пултарулӑхне кӑтартнӑ. Мероприяти савӑнӑҫлӑ иртнӗ, ҫавӑнпа кашни конкурсҫа кӑмӑллӑ юлнӑ.
Мероприяти вӗҫӗнче жюри «Ҫулла мисне» палӑртнӑ. Ҫак ята ҫулҫӑсенчен ҫӗленӗ сараппан тӑхӑннӑ Даша Леонтьева тивӗҫнӗ.
Ку журнала кам кӑларассине кӑтартман та, анчах паянтан Чӑваш Енре тепӗр ҫӗнӗ журнал официаллӑ майпа регистрациленӗ. Кун пирки Роскомнадзор хыпарлать. Ҫӗнӗ пичет кӑларӑмӗ — «Панулми». Вӑл — ачасен журналӗ. Ӑна уйӑхра пӗрре кун ҫути кӑтартӗҫ.
Паянхи куна Чӑваш Енре 185 массӑллӑ информаци хатӗрне шута илнӗ. Вӑл шутран 148-шӗ — периодика кӑларӑмӗсем. 148-тан 103-шӗ хаҫат, 39-шӗ журнал, 1 бюллетень, 1 альманах, 3 сборник, 1 каталог. Электрон МИХсем — 35. Кунта 3 телекӑларӑм кӗрет, 14 телеканал, 1 электрон периодика кӑларӑмӗ кӗрет. Кунсӑр пуҫне 2 информаци агентствине регистрациленӗ.
Ача пахчисем тӑвас ыйтӑва маларах чӑвӑаш парламенчӗн ертӳҫи Юрий Попов хӑй ҫине илнине эпир хыпарланӑччӗ. Ун чух сӑмах Кӳкеҫрипе Муркашри пирки пынӑччӗ. Халӗ, ав, Шупашкартисене тӗрӗсӗлеме тытӑннӑ. Паян республика правительствин пуҫлӑхӗ Иван Моторин тӗп хулари ача пахчисем тӑрӑх рейда тухнӑ.
Премьер-министр Шупашкарӑн тӗп пайӗнчи VI микрорайонӗнчи 26-мӗш позицире ҫӗклекен ача пахчине ҫитнӗ. Ӑна пӗлтӗр тума пуҫланӑ. Унта 283 ача вырнаҫмалла. Халӗ ҫурта туса пӗтернӗ иккен те шалти электромонтаж тата отделка енӗпе тимлеҫҫӗ иккен. Моторин ӗҫсем графикран юлса пынине палӑртса ӗҫе хӑвӑртлатма хушнӑ.
Тепӗр пахчана, Богдан Хмельницкий урамӗнчи 240 вырӑнлӑх ача пахчине илсен, унӑн стенисене хӑпартаҫҫӗ иккен. Ӑна кӑҫалхи раштав уйӑхӗнче туса пӗтермелле.
Ҫамрӑксен бульварӗнчи 21А адреспа вырнаҫнӑ ача пахчине ҫитес уйӑхра вӗҫлеме килӗшӳре палӑртнӑ. Ӗлкӗрес тесен васкамалла.
Мускав проспектӗнчи 38А ҫурта ача пахчи валли юсаса ҫӗнетеҫҫӗ. Килӗшӳре палӑртнӑ тӑрӑх, ӗҫе раштавра вӗҫлемелле. Подряд организацийӗ ӗлкӗрме шантарать-мӗн-ха.
Тепӗр объект — Эгер бульварӗнчи 35-мӗш ҫурт.
Амӑш укҫине парассине 2016 ҫулччен тӑсасшӑн. Хальхи вӑхӑтра ӑна 2016-мӗш ҫулччен пама палӑртнӑ. Раҫҫейӗн вице-премьерӗ Ольга Голодец программӑна тӑсас шухӑшпа правительство ӗҫленине палӑртнӑ.
«Программӑна эпир тӑсма тӑрӑшӑпӑр. Пирӗн шӑхӑша халӑх та, депутатсем те ырласса шанатпӑр», — тенӗ иккен вӑл. Тӑсас тенине Голодец программа Раҫҫее, ашшӗ-амӑшне кирлипе ҫыхӑнтарнӑ.
Ҫак шухӑша социаллӑ сферӑри чылай тӳре-шара ырлать иккен. Раҫҫейӗн Ӗҫ министерстви вара укҫапа усӑ курассине анлӑлатас шухӑшлӑ-мӗн. 2026 ҫул таран тесе те калаҫҫӗ.
Аса илтеретпӗр, паянхи кун амӑш укҫи 429 пин те 408 тенкӗпе танлашать. Хӑшӗсем ӑна миллион ҫурӑна та ҫитерттересшӗн иккен. Анчах апла тӑвас тесен ытла та пуян хысна кирлӗ. Ҫавна кура пысӑк укҫана иккӗмӗш ачашӑн мар, виҫҫӗмӗшӗшӗн памалла текенсем те пур иккен.
Паян Куславккари «Пчелка» (чӑв. Пыл хурчӗ) ача пахчинче чӑннипех те савӑнӑҫлӑ пулӑм хуҫаланнӑ. Шӑпӑрлансем патне ирех Шупашкартан хӑнасем ҫитнӗ. Пӗчӗкскерсем тата воспитательсем Чӑваш патшалӑх пукане театрне хапӑлласах йышӑннӑ.
Артистсем ачасене «Лайӑх пулас килет» («Хучу быть хорошим») спектакльпе савӑнтарнӑ. Шӑпӑрлансем сӑнарсемпе пӗрле куляннӑ, савӑннӑ.
Ача пахчин воспитателӗсен шухӑшӗпе, паян ачасене спектакль кӑтартни усӑллӑ, мӗншӗн тесен вӗсен ҫынпа хутшӑнасси хавшанӑ. Аслисем кӗҫӗннисен кунӗ кӑсӑклӑ, асра юлмалла ирттӗр тесе сахал мар тарӑшаҫҫӗ.
Сӑнсем (5)
Кӑҫалхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ тӗлне Чӑваш Енри халӑх йышӗ 1 миллион та 240 пин ҫынпа танлашнӑ. Ку вӑл 2011 ҫулхинчен 10 пин те 534 ҫын, е 0,8 процент, чакнине пӗлтерет.
Ялта пурӑнакансен шучӗ ҫулталӑкра 6 пин ҫын (1,2 процент) сахалланнӑ, хуларисен 2,6 пин (0,3 процент) нумайланнӑ. Халӑхӑн йышӗнче хула ҫыннисем 60,2 процент йышӑнаҫҫӗ, ялтисем — 39,8 процент.
Юлашки вӑхӑтра ачасем ҫураласси йышланнӑ. 2013 ҫулта 2011-мӗшӗнчинчен 1 186 пепке ытларах кун ҫути курнӑ: пӗлтӗр 17 пин 351 ача ҫуралнӑ. Ҫураласлӑх коэффициенчӗ 8,5 процент хушӑннӑ. Ялта хуларинчен яланхиллех нумайрах ҫуратаҫҫӗ.
Пӗлтӗр халӑх шучӗ Шӑмӑршӑ, Елчӗк, Улатӑр, Етӗрне, Патӑрьел, Ҫӗмӗрле районӗсенче уйрӑмах чакнӑ. Вӗсенче йыш 3 процентран пуҫласа 2,2 процент таран катӑлнӑ. Шупашкар, Канаш, Ҫӗнӗ Шупашкар хулисемпе Шупашкар районӗнче халӑх шучӗ йышланнӑ.
Ӗҫлеме пултарайманнисем яллӑ вырӑнта хуларинчен 1,3 процент нумайрах.
«Рейтинг» РИА» агентство Раҫҫейри ҫемьесене мӗн чухлӗ укҫа тивнине шутласа кӑларнӑ. Рейтинга палӑртнӑ чух вӑл икӗ вӑй питтиллӗ, икӗ е виҫӗ ачаллисене тӗпе хунӑ. Пурӑнма кирлӗ тӑкаксене кӑларнӑ хыҫҫӑн ҫемьере миҫе тенкӗ юлнине палӑртнӑ. Пурӑнма кирлӗ тӑкак шутне агентство пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк виҫене кӗртнӗ. Тупӑш вырӑнне вӑл Раҫҫейӗн вӑл е ку регионӗнчи вӑтам ӗҫ укҫине шутланӑ.
Чӑваш Ен ку рейтингра 62-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Пурӑнма кирлӗ тӗп тӑкаксене кӑларнӑ хыҫҫӑн пирӗн республикӑри тӑватӑ ҫынлӑ (ҫав шутра иккӗшӗ — ачасем) ҫемьен аллинче 13 782 тенкӗ юлать имӗш, виҫӗ ачаллисен — 7 724 тенкӗ. Раҫҫейӗпе вӑтамран илсен ку цифрӑсем пысӑкрах: икӗ ачаллӑ ҫемьере — 30 134 тенкӗ, виҫӗ ачаллинче — 23 111 тенкӗ.
Тӗпчеве ирттернисем чылай регионта пӗлтӗр ҫынсен пӗтӗмӗшле тупӑшӗ ӳснине палӑртнӑ. Ҫапах та тупӑш шайӗ ҫӗршывӑн пур субъектӗнче пӗр пек мар. Чи пуян ҫемьесем Ямал-Ненецк тата Чукотка окургӗсемпе Мускавра пурӑнаҫҫӗ, чи чухӑннисем — Калмӑк Республикипе Дагестанра. Икӗ ачаллӑ ҫемьесенче вӗсенче «пурӑнмалӑх» 7 пин тенкӗ ытларах кӑна юлать. Пуян шутланакан регионсенче вара — 70 пин ытла.
Ҫак кунсенче Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев хуласемпе районсене тӗрӗслесе ҫӳрет. Красноармейски районӗнче пулнӑ чух та вӑл ҫынсемпе нумай калаҫнӑ, вӗсен шухӑш-кӑмӑлне ыйтса пӗлнӗ.
Элтепер пулнӑ объектсенчен пӗри — Чатукасси шкулӗ. Хӑй вӑхӑтӗнче унта 400 ача таран вӗреннӗ, паян — 40 кӑна. Тепӗр майлӑ каласан, пӗр педагога 4–5 ача тивет. Ачисем сахал пулин те шкула икӗ ҫул каялла тӗплӗн юсанӑ, вӗренӳ тата столовӑй оборудованине туяннӑ, модульлӗ котельнӑй лартса панӑ. Пӗлтӗр унта шкул ҫулне ҫитменнисем валли уйрӑм уҫнӑ. Анчах вӑл та пулин тулса ҫитмен. Ачисем пулмасан мӗнпе тултарӑн? Михаил Васильевич демографи тӑрӑмне лайӑхлатмалла тенӗ-ха. Лару-тӑру малашне те ҫавӑн пек пулсан шкула хупма тивӗ. Элтепер ҫӗрулми ӳстерекен лаптӑка пӑхнӑ та унта колорадо нӑрри хуҫаланнишӗн кӑмӑлсӑрланнӑ.
Йӗркине хуҫасӑр ҫӗр участокӗсем те тума хистеҫҫӗ. Ҫитменнине, ҫӗр налукӗ районта юлнине шута илсен кун ыйтупа ҫине тӑмалли куҫкӗрет. Пурлӑхпа та ҫавӑн пекех каламалла. Кивӗ сарайсемпе фермӑсем ишӗлсе ларни те илем кӳрекен япала мар.
Утӑ уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкар администрациӗн ЗАГС пайӗнче кӑҫал ҫуралнӑ 1000-мӗш ачана регистрациленӗ.
Ача ҫамрӑк Власовсен ҫемйинче кун ҫути курнӑ. Евгений Андреевичпа Екатерина Николаевна хӗрне Анна ят хунӑ. Вӑл — ҫемьери пӗрремӗш ача. Аня Ҫӗнӗ Шупашкарта утӑн 14-мӗшӗнче ҫуралнӑ.
Кӑҫал Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫут тӗнчене килнӗ 1000-мӗш ачан ашшӗне ҫурални ҫинчен ӗнентерекен свидетельство тата сӑнӳкерчӗксем вырнаҫтармалли альбом панӑ. Евгений Андреевичшӑн ку кӗтмен савӑнӑҫ пулнӑ.
Сӑмах май, Ҫӗнӗ Шупашкарта ача ҫураласси ӳсет. Пӗлтӗр 1000-мӗш ачана утӑн 23-мӗшӗнче кӑна регистрациленӗ.
Вӑрнарти «Химик» стадионта ял ушкӑнӗсен «Ылтӑн пучах» Пӗтӗм Раҫҫейре футбол енӗпе ача-пӑча турнирӗн республикӑри тапхӑрӗ пуҫланнӑ.
Ӑмӑртӑва ачасен ҫулне кура икӗ ушкӑна пайласа ирттереҫҫӗ: 11–13-рисем тата 13–15-рисем хушшинче. Хальлӗхе ушкӑнсем турнирӑн финалне тухассишӗн ӑмӑртаҫҫӗ. Ҫӗнтерессишӗн республикӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчен 14 ушкӑн пухӑннӑ.
Турнира паян савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Спортсменсемпе вӗсемшӗн ҫунакансене саламлама Чӑваш Енӗн спорт министрӗ Сергей Мельников пырса ҫитнӗ. Кун йышши ӑмӑртусем ачасене малтан ҫамрӑксен футболне, кайран пысӑк футбола ҫул уҫнине палӑртса хӑварнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |