Шупашкарти 30-мӗш ача пахчине ҫӳрекенсем валли Л.Н. Толстой ячӗллӗ ятарлӑ вулавӑша илсе кайса кӑтартнӑ.
«Хӑйне майлӑ кӗнекесен ҫӗршывӗнчи ҫулҫӳрев» ятпа йӗркеленӗ экскурси вӑхӑтӗнче ачасене куҫ начар куракан ачасем валли кӑларнӑ кӗнекесемпе паллаштарнӑ.
Пӗчӗкскерсене ун пек кӗнекене кӑларма шухӑшласа кӑларнӑ Франци тифлопедагогӗн Луи Брайлӑн кун-ҫулӗпе паллаштарнӑ. 1809 ҫулта ҫуралнӑ ҫын 43 ҫул кӑна пурӑннӑ. Ҫав вӑхӑтра вӑл куҫсӑррисем валли алӑпа хыпашласа вуламалли шрифт шухӑшласа кӑларма ӗлкӗрнӗ.
Вулавӑшра ӗҫлекенсем ачасене вуламалли тата ҫырмалли хатӗрсене, кӗнекесене кӑтартнӑ. Кунсӑр пуҫне «Калаҫакан кӗнеке» пайпа та пӗчӗккисем кӑсӑклансах паллашнӑ. Унта CD-диск ҫине пухнӑ аудиокӗнекесене, аудиокассетӑсене, флешкарттӑсене кӑтартнӑ.
Сӑнсем (4)
Чӑваш чӗлхи кунне Иван Яковлевич Яковлев ҫуралнӑ кун палӑртасси йӑлана кӗнӗ ӗнтӗ. Йӗпреҫ районӗнчи Кӗлӗмкасси ялӗнчи «Теремок» ача пахине ҫӳрекен шӑпарлансем уява ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче паллӑ тунӑ.
Ҫак мероприяти пӗчӗкскерсене воспитани парас ӗҫре пысӑк вырӑн йышӑнать, наци культурине, халӑхне, чӗлхине юратма, хисеплеме вӗрентет.
Ача пахчин воспитателӗсем ачасене чӑваш халӑхӗн культурипе, йӑл-йӗркипе паллаштарнӑ. Уявра чӑваш юрри-ташши янӑранӑ. Пӗчӗкскерсем чӑваш ташшисене ташланӑ, халӑх вӑййисене вылянӑ.
Мероприятире пурте чӑваш тумӗпе пулнӑ. Кашнин валли саккаспа ҫӗлеттернӗ. Пӗчӗкскерсем (ара, ку тума кашни кун тӑхӑнмастӑн-ҫке) хӑйсене тӗкӗр витӗр юратса сӑнанӑ.
Ача пахчин ӗҫченӗсем ҫак мероприяти ачасене кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен тата пуянлатасса, шӑпарлансем чӑваш чӗлхипе, культурипе кӑсӑкланма тытӑнасса шанаҫҫӗ.
Сӑнсем (11)
Акан 25-мӗшӗнче Ача-пӑча вулавӑшӗнче «Библиосумерки — 2014» пулӗ. Мӗнле акци ку? ЧР Культура министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑна кӗҫӗн тата вӑтам ӳсӗмрисем валли хатӗрлӗҫ. Ӑна «Кӗнеке тӗнчинчи ҫулҫӳрев» девизпа килӗшӳллӗн ирттерӗҫ.
«Ҫулҫӳрев» вулавӑш алӑкӗнчен кӗрсенех пуҫланӗ. Ачасем лаша утланса чупӗҫ. Чи пӗчӗккисене вара пони ярӑнтарӗ. Вулавӑшра шӑпӑрлансене юмахри паттӑрсем, тӗлӗнмелле тӗнче, вӑйлӑ тата хӑюллӑ сӑнарсем, аякри ҫӗршывсем пирки каласа кӑтартӗҫ. Ачасем интерактивлӑ фольклор вӑййисене хутшӑнӗҫ, ташлӗҫ, юрлӗҫ… Вырӑссен ваттисен сӑмахӗсене, тупмалли юмахсене ытларах пӗлекенсене ача-пӑча ҫыравҫин Галина Белгалисӑн икерчисемпе сӑйлӗҫ.
Улӑп ҫӗрӗ ҫинче ачасем чӑваш культурипе — кӗввипе, чӑваш наци тумӗпе — паллашӗҫ. Хӑнасем чӑваш ҫӗрӗн илемлӗхне курма, чӑваш халӑх уявӗсене — Сурхурие, Ҫӑварнине, Уява — хутшӑнма, наци ҫимӗҫӗсене хатӗрлеме пултарӗҫ, чӑваш ҫыравҫисемпе Светлана Гордеевӑпа тата Валерий Кошкинпа тӗл пулӗҫ.
«Ҫулҫӳрев» Чунга-чанга утрав ҫинче малалла тӑсӑлӗ. Ачасем Африкӑна ҫитӗҫ, викторинӑна хутшӑнӗҫ. «Babiki» пуканесен тӗнчинче шӑпӑрлансем «Тӗнчери халӑхсен пуканисем» чӗрӗлнӗ кӗнеке» театр представленине курӗҫ.
Паянпа ыран Хусанта начартарах куракан ачасен «Пӳрне вӗҫӗнчи тӗнче» ятлӑ Атӑлҫи фестивалӗ иртӗ. Ӑна кӑҫалхипе иккӗмӗш хут йӗркелеҫҫӗ. Пӗлтӗр унта 6 ҫултан тытӑнса 17 ҫулчченхи 60 ача хутшӑннӑ. Кӑҫалхине Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи 14 регионти шкул-интернатсенчи 140 ача пырса ҫитмелле. Чӑваш Ен те унтан юлмӗ. Пирӗн тӑрӑхрисенчен Хусана Шупашкарти ятарлӑ (коррекциллӗ) пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкул ачисем тухса кайнӑ.
Фестивале хутшӑнакансене Хусан Кремльне кӑтартӗҫ, паллӑ ҫынсемпе курнӑҫтарӗҫ. Унсӑр пуҫне мастер-классем иртмелле. Гала-концерт та пулӗ. Хӑйсен пултарулӑхне ачасен ҫичӗ номинаципе кӑтартма тивӗ: «Чи лайӑх инструмент ушкӑнӗ», «Чи лайӑх инструмент соли», «Чи лайӑх вокал ансамблӗ», «Чи илемлӗ вулав», «Чи лайӑх автор» тата «Чи лайӑх ташӑ ушкӑнӗ».
Хусанти мероприятие хутшӑнакансене йӗркелӳҫӗсем ноутбук парнелесшӗн иккен. Унта вырнаҫтарнӑ ятарлӑ программа куҫӗ начартарах куракан ачасене вӗренӳре тата тӗнче туяссипе пулӑшмалла.
Етӗрне районӗнчи Тепте ял старости Игорь Овчинников кӳршӗри Вӑтам Ирҫери «Вӑрман юмахӗ» ача-пӑча пахчине ан хупчӑр тесе Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев патнех ҫитнӗ.
Староcта Михаил Васильевича пӗлтернӗ тӑрӑх, асӑннӑ учреждение 30-а яхӑн ача ҫӳрет. Ача-пӑча пахчине хупсан шӑпӑрлансене ӑҫта ямалла тесе пӑшӑрханаҫҫӗ иккен ашшӗ-амӑшӗ. Тӗрӗссипе, вӗсем кӑна мар-тӑр-ха. Унта ӗҫлекенсен те сехри хӑпнӑ пуль. Ара, ялта ӗҫ вырӑнӗсӗр юл-ха...
Пӗчӗккисен учрежденийӗ санитари правилисен нормисене тивӗҫтерсе тӑманнине кура юсама хупмалла-мӗн. Шикленсе ӳкнӗ староста тата ял ҫыннисен шучӗпе ӑна юсама мар, пуҫӗпех хупса лартӗҫ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Тептере тата Вӑтам Ирҫере пурӑнакансене лӑпланма хушнӑ. Етӗрне район администрацийӗ ача-пӑча пахчине юсама 1,2 миллион тенкӗ уйӑрма пӑхнӑ иккен. Ҫав укҫана тӗплӗ юсав ирттерме уйӑрӗҫ. Мӗнпур ӗҫе ҫуллахи каникул вӑхӑтӗнче пурнӑҫламалла. Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ тӗлне ӑна уҫма хатӗрлесе ҫитермелле.
Етӗрне районӗнчи Анат Мучар вулавӑшӗнче «Чӑваш Ен литератури: ҫулталӑкри чи вуланакан кӗнеке — 2012» республика конкурсӗпе килӗшӳллӗн «Вулакансен жирийӗ» курав-диалог ӗҫленӗ. Унта 2012 ҫулта чи вуланакан кӗнкесем кӗнӗ: В.Кузьминӑн «Вӗҫев»; Геогргий Красновӑн «Ҫӑлтӑр ҫинчен аннӑ чӑвашсем»; Сергей Павловӑн «Тӗтре»; Нелли Петровскаян «Тухатмӑш»; Геннадий Кабаковӑн «Пурнӑҫ хакӗ»; Хветӗр Уярӑн «Близ Акрамова»; Александр Артемьевӑн «Салампи».
Кашни кӗнеке вулакан паллине тивӗҫнӗ. Вулакансен кӑмӑлне Н.Петровскаян «Тухатмӑш» тата В.Кузьминӑн «Вӗҫев» кӗнекисем килӗшнӗ. Курава 18 ҫын хутшӑннӑ.
Анат Мучар вулавӑшӗнче ачасемпе «Тусна кӗнеке сӗн» литература вӑййи иртнӗ. Ӑна ача-пӑча литературине пропагандӑлас тӗлӗшпе йӗркеленӗ. Мероприятире 2012 ҫулта тухнӑ кӗнекесене — Александр Лукашинӑн «Ту качакин юрри» тата Елен Нарпин «Салтак тӳмипе талпиҫен» хайлавӗсене — вуласа тишкернӗ. Ачасем хайлавсем тӑрӑх ӳкернӗ, викторина ыйтӑвӗсене хуравланӑ.
Чылай шкулта ачасем ятарла формӑпа ҫӳреҫҫӗ. Ҫакна нумайӑшӗ ырланине илтме тӳр килнӗ ахӑртнех. Ара, илемлӗ тум ҫат тытакан джинс шӑлаварсенчен самай лайӑхрах-ҫке. Нумаях пулмасть шкул тумӗсен хӑтлавӗ иртнӗ.
ЧР Экономика министерствин пресс-релизӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнче ЧР Вӗренӳ институтӗнче шкул ачисем валли тум ҫӗлекен фирмӑсемпе канашлу-хӑтлав иртнӗ.
Ҫакнашкал мероприяти Шупашкарти, Ҫӗнӗ Шупашкарти, Шупашкар тата Муркаш районӗсенчи вӗренӳ учрежденийӗн ертӳлӗхӗпе кӑҫал пуш уйӑхӗн вӗҫӗнче те иртнӗ. Хальхинче тӗп хуларан аякри шкулсен ертӳҫисене чӗннӗ.
Хӑтлава «Рассвет-ОВАС», «Пир-авӑр фабрики», «KAYSAROW», «Элита», «Аврора» ателье» фабрикӑсем хутшӑннӑ. Унта кашни хӑйӗн продукцйӗпе паллаштарнӑ. Ачасем тумсене тӑхӑнса кӑтартнӑ.
2013 ҫулта «Просвещение» издательство кӗҫӗн классем валли 12 вӗренӳ кӗнекине чӑвашла куҫарса кӑларнӑ. Чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗсем ҫак ӗҫе кӑҫал та малалла тӑснӑ, 16 предметпа ӗҫ тетрачӗсене чӑвашла куҫарнӑ. Ҫав шутра — математикӑпа тӑван тавралӑх предмечӗсем.
Тӗслӗхрен, «Тӑван тавралӑх» ӗҫ тетрачӗ 2 пайран тӑрать. Килте ӗҫлемешкӗн «Ӑслӑлӑх дневникӗ» хушма кӑларӑм та пур. Унти заданисене ача килте ашшӗ-амӑшӗпе ҫулталӑк тӑршшӗпех пурнӑҫлӗ.
Математика тетрачӗ ачасене урокра, ушкӑнпа, класспа е килте ашшӗ-амӑшӗпе хӑй тӗллӗн хатӗрленме май парӗ. Унти материалсем М.И.Морон, М.А.Бантовӑн, С.И.Волковӑн, С.В.Степановӑн «Математика» кӗнекипе пӗр килет. Кунта учебникри кашни темӑпах заданисем пур. Тетрадьре тӗрӗслев заданийӗсем кӑна мар, ачасене кӑсӑклантаракан, ӑс-танне, логика шухӑшлавне аталантаракан хӑнӑхтарусем те пур. Вӗрентекен урок умӗн хӑнӑхтарӑва учебникрен е тетрадьрен илмеллине суйлама та пултарать.
Тетрадьсем чӑвашла тухнӑ учебниксене тата пуянлатӗҫ. ЧР Информаци политикипе массӑллӑ коммуникацисен министерствин шухӑшӗпе, пичетленӗ ӗҫ тетрачӗсем задание пурнӑҫланӑ чухне вӑхӑта перекетлеме май параҫҫӗ.
Ҫуллахи каникулта ачасене канма кайма путевка илме заявкӑсене кӑҫал икӗ тапхӑрпа йышӑнӗҫ. Ҫакна асӑннӑ ҫырусене хӑй тӗллӗн йӗркелекен программӑна «шеллесе» тунӑ иккен. Тепӗр майлӑ каласан, ӑна лекекен тиеве пӗчӗклетесшӗн-мӗн. Тата заявкӑсене йышӑнакан программӑна ҫӗнетнӗ иккен.
Ҫапла вара ашшӗ-амӑшӗн заявленийӗсене икӗ тапхӑрпа йышӑнассине республикӑн вӗренӳ министрӗн ҫумӗ Светлана Петрова ашшӗ-амӑшне шелленипе сӑлтавланӑ. Пӗлтӗр харӑс йышӑнма тытӑннине пула программӑра чӑрмавсем пулса иртнӗ пулать те ҫавна май ашшӗ-амӑшӗ тан мар условие лекнӗ.
Ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче заявленисене Шупашкарта, Ҫӗнӗ Шупашкарта тата Чӑваш Енри социаллӑ реабилитаци центрӗсенче йышӑнӗҫ. Тепӗр эрнерен, акан 19-мӗшӗнче, ытти муницпалитетра пухма тытӑнӗҫ.
Маларах заявка панисене чаплӑрах вырӑнсене лекӗҫ тесе пӑшӑрханма кирлӗ мар, пурне те пӗр пек валеҫӗҫ тесе ӗнентернӗ министр ҫумӗ нумаях пулмасть иртнӗ пресс-конференцире.
Хула тулашӗсенчи лагерьсенче пӗтӗмпе кӑҫал 15279 ача канӗ. Ку вӑл пӗлтӗрхинчен 15 процент нумайрах. Ашшӗ-амӑшне путевка хакне хысна шучӗпе 5 процентран пуҫласа 50 процент таран саплаштарӗҫ.
Паян Шупашкарта вырнаҫнӑ Президентӑн пепкелӗх центрӗнче «Ачасене — ачасем» акци пуҫланнӑ. «Вӑрман юмахӗ» санаторинче канакансем асӑннӑ центрта ҫут тӗнчене килекенсем валли парнесем хатӗрленӗ. Йӑлтах хӑйсен аллипе ӑсталанӑ вӗсем: калпак, нуски ҫыхса илсе пынӑ. Пепкелӗх центрӗнче выртаканскерсемшӗн сывлӑш температури те пӗлтерӗшлӗ те, вӗсене каплак пӗртте чӑрмантармӗҫ теҫҫӗ иккен пульницӑра ӗҫлекенсем.
Ачасем пепкесене, вӗсен ашшӗ-амӑшне тата тухтӑрсене хавхалантарма ҫырусем шӑрҫаласа хатӗрленӗ. Сӑмахран, ҫапла ҫырнӑ: «Ытарайми пӗчӗк ача! Манӑн шӑллӑм та вӑхӑт ҫитиччен ҫуралнӑ. Вӑл сывлайман. Халӗ вӑл икӗ ҫулта, унӑн йӑлтах йӗркеллӗ» е тата «Кӑштахран эпир санпа «Вӑрман юмахӗнче» канӑпӑр. Эсӗ мӗн чухлӗ тайнине тӗрӗслӗп».
Акци малалла тӑсӑласса шанаҫҫӗ. Унта ытти сывлӑх учрежденийӗсем те хутшӑнасса шанаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |