Шупашкарти 3-мӗш тата 4-мӗш ача-пӑча пульницисене пӗрлештерме йышӑннӑ. Ку вӑл республикӑн патшалӑх укҫипе тухӑҫлӑ усӑ курас тӗллевпе ҫыхӑннӑ иккен.
Республикӑн тӗп хулинчи 3-мӗш пульницӑна хальхи вӑхӑтри оборудованипе ытларах тивӗҫтернӗ иккен. Хулан Ҫӗнӗ Кӑнтӑр районӗнче вырнаҫнӑ ҫав ҫуртра ачасене стационарта сиплес тӗллевпе ытларах усӑ курасшӑн, 4-мӗш номерлинче вара, вӑл хулан Кӑнтӑр-Хӗвеланӑҫ районӗнче вырнаҫнӑ, амбулаторипе поликлиника пулӑшӑвӗ кӳрессине анлӑлатасшӑн иккен.
Республикӑн Сывлӑх сыхлавӗпе социаллӑ аталану министерстви пӗлетрнӗ тӑрӑх, пациентсемшӗн ним те улшӑнмалла мар. Ылмашу, тӗпрен илсен, сиплев учрежденийӗсен ертӳҫисене пырса тивмелле имӗш.
Муркаш районӗнчи Ҫеменкасси те республикӑри чылай ял пекех уява пухӑннӑ. Каҫ кӳлӗм ваттисем те, кӗҫӗннисем те уяв лапамне ҫитнӗ.
Мероприятие ял старости Регина Быкова уҫнӑ. Вӑл ял уявне паллӑ тӑвасси йӑлана кӗнине, ял малалла аталаннине палӑртнӑ.
Атапай ял клубӗн ҫумӗнчи «Сурпан» ушкӑн сцена ҫине тухни ҫеменкассисемшӗн чӑн-чӑн парне палнӑ. Вӗсен юррисем куракансене килӗшнӗ. Муркаш районӗнчи депутатсен пухӑвӗн депутачӗ Валерий Вязов артистсене Тав ҫырӑвӗпе чысланӑ.
Уява кашниех хӑйӗн апат-ҫимӗҫӗпе килнӗ. Пӗрисем кукӑль пӗҫернӗ, теприсем — печени. Римма Михайлова повар вара пурин валли те хашлама хатӗрленӗ.
Сӑнсем (27)
Кӑҫал авӑнӑн 1-мӗшӗнче 5,5 пин ытла ача парта хушшине пӗрремӗш хут ларӗ. Пӗлтӗрхипе танлаштарсан, 605 ача нумайрах.
1-мӗш класа каякансем вӗренӗве хускануран пуҫлӗҫ. Вӗрентекенсем спорт флеш-моблӑ уяв программине хатӗрленӗ. Ун чухне викторинӑсем, ача-пӑча пултарулӑхӗн фестивалӗсем те иртӗҫ. Класс сехетӗнче Раҫҫей Крыма кӗни, Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫи пуҫланнӑранпа 100 ҫул ҫитни, ҫӗршывра Культура ҫулталӑкӗ пулни ҫинчен калаҫӗҫ.
Павел Астахов пуҫарӑвӗпе килӗшӳллӗн, шкулсенче паллӑ спортсменсемпе Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсемпе, ҫыравҫӑсемпе уроксем иртӗҫ.
Инкекӗ ӗнер Красноармейски районӗнчи Мӑн Шетмӗ ялӗнчи ача пахчинче пулнӑ. Ачасене уҫӑлтарма кӑларма хатӗрленнӗ чух ачасен ҫипуҫне ҫакмалли шкап йӑтӑнса аннӑ. Вӑл икӗ ҫулхи хӗрачана лекнӗ. Инкек сӑлтавӗ шкапа япӑх тыттарнипе ҫыхӑннӑ теҫҫӗ. Пуҫне амантнӑ хӗрачана пульницӑна илсе кайнӑ.
Инкек тӗлӗшпе Следстви комитечӗн Чӑваш Енти управленийӗн Ҫӗрпӳри районсем хушшинчи пайӗ тӗпчеме тытӑннӑ. Вӗсем ача пахчинче ӗҫлекенсемпе тӗл пулнӑ, ыйтса пӗлнӗ, хӑш-пӗр хутсене пуҫтарса илнӗ. Тӗпчев малалла пырать.
Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнчен тытӑнса Шупашкарти тепӗр ултӑ шкула сусӑр ачасем вӗренме ҫӳрейӗҫ. Тӗп хулари иккӗмӗш, ҫиччӗмӗш, вуннӑмӗш, хӗрӗхмӗш, аллӑмӗш тата аллӑ пиллӗкмӗш шкулсенче юсав ӗҫӗсем вӗҫленеҫҫӗ.
Пӗтӗмӗшле илсен, Шупашкарта 463 сусӑ ача шкулта вӗренет, вӗсенчен 103-шӗ килте пӗлӳ илет. «Ирӗклӗ тавралӑх» федераци программипе килӗшӳллӗн шкулсене ятарлӑ оборудованипе пуянлатма 10 миллиона яхӑн тенкӗ укҫа уйӑрса панӑ.
40-мӗш шкула илсен, сӑмахран, унта урапапа кӗме пандус туса панӑ, классене кӗмелли алӑк уратисене илнӗ, алӑксене сарнӑ. Сусӑр ачасем валли сенсор пӳлӗмӗ уҫнӑ. Туалета та сусӑрсене кӗрсе тухма меллӗ пултӑр тесе йӗркеленӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти лаша спорчӗн комплексне тӑвасси малалла пырать. Хальхи вӑхӑтра хупӑ манежа, администраци корпусне, выльӑх апачӗ упрамалли иккӗмӗш ангара тӑвасси вӗҫленсе пырать тесе пӗлтерет республикӑн Физкультурӑпа спорт министерстви.
Ӗҫе пурнӑҫлама пирӗн республикӑна Мускавран та укҫа килет. Иртнӗ вӑхӑта кӗскен таврӑнсан, 2011 ҫулта Ҫӗнӗ Шупашкарта хысна мар ҫӑлкуҫ шучӗпе икӗ лаша вити, лаша апачӗ хатӗрлемелли ангар, лашасене уҫӑлтарса ҫӳремелли виҫӗ вырӑн, конкурссем ирттермелли тата лашасене уҫӑлтармалли уйсем туса хатӗрленӗ.
Лаша спорчӗн ачасемпе ҫамрӑксен спорт шкулне 10 ҫултан аслӑрах ачасем ҫӳреҫҫӗ. Строительство ӗҫӗсене ҫитес уйӑхра вӗҫлемелле.
Ҫурлан 23-мӗшӗнче полицие Канашра пурӑнакан 79 ҫулти кинемей ҫитнӗ те 65 пин тенкӗ укҫи ҫухалнине пӗлтернӗ. Ӑна ватӑскер шкапра ҫакӑнса тӑракан пальто-куртка таврашӗн кӗсйинче упранӑ-мӗн.
Тӗрӗслев ирттернӗ хыҫҫӑн ҫурта ют ҫынсем кӗнине палӑртман. Оперативниксем «пурлӑха» кинемейӗн 9 ҫулти мӑнукӗ илме пултарнине палӑртнӑ. Чӑнах та ҫапла иккен.
Арҫын ача суйман, кинемейӗн укҫине илнине пӗлтернӗ. Вӑл ҫав укҫана темиҫе кунрах тӑкакланӑ: юлташӗсене хӑналанӑ, карас телефонӗсен номерӗсем ҫине укҫа хурса панӑ.
Ку тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарасшӑн.
Йӗпреҫ районӗнче йӗкӗрешсен «Икӗ хут телей» уявӗ иртнӗ. Юлашки вунӑ ҫулта районта йӗкӗрешсем 21 хутчен ҫуралнӑ. «Харӑс мӗнле пӑхмалла, харӑс мӗнле ачашласа ҫитермелле тата ытти ҫавӑн пек ыйтусем ҫралнипе малтанах хӑраса та каяҫҫӗ. Ҫемьере арҫын ачапа хӗрача ҫуралсан тӑвансем уйрӑмах савӑнаҫҫӗ», — тенӗ хӑй сӑнани тӑрӑх район администрацийӗн гражданла тӑрӑмӗн акчӗсене ҫыракан пайӗн пуҫлӑхӗ Валентина Фасхутдинова.
Уява Йӗпреҫри Анисимовсем (вӗсен пӗр кунта хӗрпе ывӑл ҫуралнӑ), Березовкӑри Тимофеевсем (икӗ ывӑл ҫуралнӑ. Пӗтӗмпе ҫемьере — виҫӗ арҫын ача), Шӑрттан тӑрӑхӗнчи Фоминсем (вӗсен пӗр кунта икӗ хӗр кун ҫути курнӑ, ҫапла вара халӗ вӗсен виҫӗ хӗре ҫитнӗ) тата ыттисем ҫитнӗ.
Уява чӗннӗ ҫемьесем тӗрлӗ конкурса хутшӑннӑ, хӑйсем пирки каласа кӑтартнӑ, юрланӑ та, ташланӑ та.
Сӑнсем (46)
Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Александр Никаноров (вӑл «Сувар-2» предприятие тытса тӑрать) Куславкка районӗнчи тӑхӑр ачаллӑ ҫемьене укҫа парса пулӑшнӑ.
Кӗмӗле вӑл Куславкка хула кунне уявлама пынӑ май уйӑрнӑ. Официаллӑ мероприятисем пуҫланиччен депутат Юпсар ялне ҫитсе килнӗ. Унта Маркидановсем нумай ачаллӑ ҫемйипе тӗл пулнӑ. Вӗсене «халӑх тарҫи» 15 пин тенкӗ уйӑрнӑ. Тӑхӑр ача амӑшӗ Ирина каланӑ тӑрӑх авӑнӑн 1-мӗшӗнче вӗсен пилӗк ачине шкула ямалла. Леонид ывӑлӗ пӗрремӗш класа каять, Татьяна хӗрӗ — виҫҫӗмӗшне, Николайпа Константин йӗкӗрешсем — пилӗкмӗшне, Людмила хӗрӗ — вунпӗрмӗшне.
Сӑмах май каласан, нумай ачаллӑ ҫемье ҫурт-йӗр условине лайӑхлатмалли черетре 2003 ҫултанпа тӑрать иккен.
Вӑрмар поселокӗнче 145 вырӑнлӑх ача пахчи тӑвасси малалла пырать. Объектра ӗҫсем епле пынипе паллашма паян вырӑна район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Константин Никитин тата унӑн пӗрремӗш ҫумӗ — строительство, ҫул-йӗр тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх пайӗн пуҫлӑхӗ Александр Тихонов ҫитнӗ.
Халӗ объектра шалти ӗҫсем пыраҫҫӗ, сантехника ӗҫӗсемпе аппаланаҫҫӗ, территорие хӑтлӑх кӳреҫҫӗ. Стройкӑра 40 ҫын тӑрӑшать иккен. Ӗҫе 60 миллион тенке яхӑнлӑх пурнӑҫланӑ. Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ ӗҫ хӑвӑртлӑхӗпе тата пахалӑхӗпе кӑмӑллине палӑртнӑ-мӗн.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |