Шупашкарта пурӑнакан Бурянинсем хулари пӗр поликлиникӑна суда панӑ. Унти тухтӑрсем ҫулталӑк ҫурӑри хӗрачан апат ҫулӗнче 1 тенкӗлӗх укҫа тупайман.
Бурянинсем ҫӗртме уйӑхӗнче ачи ӳсӗрме пуҫланине сиснӗ. Каҫхине ача ҫывӑрайман, апат ҫиме пӑрахнӑ. Вӗсем районти поликлиникӑна ҫитнӗ, педиатр патне кӗнӗ. Лешӗ ача шӑнса пӑсӑлнӑ тесе эмелсем ҫырса панӑ. Эрне хыҫҫӑн эрне иртнӗ, анчах пӗчӗкскер сывалман. Ашшӗ-амӑшӗ каллех приема кайнӑ. Каллех антибиотик ҫырса панӑ.
Бурянинсем тухтӑрсем хӑйсен ӗҫне мӗнле пурнӑҫланипе кӑмӑлсӑр. Ачана сывлама та йывӑр пулса пынӑ. Унтан ашшӗ-амӑшӗ ӑна харпӑр клиникӑна илсе кайнӑ. Унти тухтӑрсем тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн пӗчӗкскер темӗнле япала ҫӑтма пултарнӑ тесе шутланӑ. Вӗсем ачана республикӑри клиника больницине хирург патне янӑ.
Районти поликлиника вара укҫана апат ҫулӗнче тупма йывӑр пулнине ӗнентереҫҫӗ. Халӗ хӗрача хӑйне лайӑх туять. Суд ларӑвӗ авӑн уйӑхӗн варринче пулӗ.