Унччен ачасене шкула ярас умӗн медтӗрӗслев витӗр кӑларнӑ. Халӗ ку йӑлана РФ Сывлӑх министерстви пӑрахӑҫланӑ. Унпа килӗшӳллӗн, специалистсен вӑрӑм списокӗ (педиатр, ача-пӑча уролог-андрологӗ, акушер-гинеколог, невролог, хирург, стоматолог, офтальмолог, психиатр) витӗр тухнине кӑтартмасан та юрать.
Ведомство чиновникӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, ачине пульница тӑрӑх сӗтӗрсе ашшӗ-амӑшӗ вӑхӑт нумай ирттерет. Ара, кашни вӗренӳ ҫулталӑкӗ пуҫламӑшӗнче шкулта тата ача пахчинче медтӗрӗслев ирттереҫҫӗ-ҫке. Авӑн уйӑхӗ паҫланиччен пульницӑра кӗпӗрленни кирлех-и тесе шухӑшлаҫҫӗ чиновниксем.
Анчах ку ҫӗнӗлӗхӗ чылай тухтӑр ырламасть. Вӗсем диспансеризаци чир-чӗре иртерех тупса палӑртма май панине аса илтереҫҫӗ. Ҫав шутра — туберкулез та.
Ача-пӑча педиатрӗн Григорий Климовӑн шухӑшӗпе, фтизиатр патӗнче пулмаллах, унсӑрӑн шкула туберкулезпа чирлӗ ачасем кайма пултараҫҫӗ.
Шкул вӗрентекенӗсем те питех савӑнмаҫҫӗ куншӑн. Вӗсен шухӑшӗпе медтӗрӗслеве пӑрахӑҫламалла мар, справкӑсен вӑхӑтне ҫеҫ тӑсмалла. Тӗслӗхрен, виҫӗ уйӑхлӑха. Кун пек пульницӑсенче ҫынсем черетре кӗпӗрленмӗҫ.